Юнкун, 06.11.2024, 18:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 436-440
Страницăсем: « 1 2 ... 86 87 88 89 90 ... 107 108 »

     Мĕн пĕчĕкрен эпĕ космăса  вĕçсе каяс пирки çеç шухăшлатăп. Пĕлĕте час-часах тинкеретĕп. Манăн унта чи юратнă çăлтăр пур. Ку çăлтăра эпĕ кашни каç сăнатăп, унта вĕçсе кайма ĕмĕтленетĕп. Маншăн çак çăлтăр чи илемли, чи лайăххи.
Пĕр каç тÿпери çăлтăрсене сăнанă чухне пĕр çăлтăр аялалла ÿке пуçларĕ. Тĕлĕнмелле! Ку çăлтăр пĕрре те ыттисем пек мар. Унăн хÿри пур. Хÿри вара çунса пырать. Хайхи çăлтăр ман паталлах вĕçет. Эпĕ хăрама тытăнтăм. Вăл ман умрах чарăнчĕ. Эпĕ сăмах чĕнеймесĕр тăратăп. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и: вăл калаçа пуçларĕ:
    - Эпĕ, Вĕри çĕлен,- тет.
Çак сăмахсене илтсен мана асаннен калавĕ аса килчĕ. Сăмах Вĕри çĕлен пирки пулчĕ. Ун чухне вăл тăхăр çулхи ача пулнă. Атăл хĕрне вутă хатĕрлеме кайнă. Çавăн чухне вăл икĕ хутчен Вĕри çĕлен курнă.
   -Малта такана пек, хыçалта вара хÿринчен хĕм сирпĕнсе пыратчĕ,- аса илме юратать ун çинчен асанне.
    Вăл хăранипе кăшкăра пуçлать. Асанне кăшкăрать те -Вĕри çĕлен чарăнать. Асанне çухăрма пăрахсан Вĕри çĕлен малалла вĕçет. Манăн асанне кăшкăрнине илтсен, унăн ашшĕ урама чупса тухать те: «Кăшкăрма чарăн! Чарăн!-тесе калать.- Вĕри çĕлене çиллентерме юрамасть». 
Шăпах халĕ асанне сăмахĕсем аса килчĕç. Эпĕ Вĕри çĕлене хирĕç хуравларăм:
-Эпĕ вара-а-а,- нимĕн те тăна кĕреймесĕр пуплеве тăсатăп.- Петя-я-я. Эсĕ кунта-а мĕн тума-а-а килнĕ?
-Пĕрремĕшĕнчен, эсĕ манран ан хăра. Эпĕ сана нимĕн те тумастăп. Иккĕмĕшĕнчен, эпĕ кунта санăн ĕмĕтна пурнăçлама килнĕ. Эпĕ ас тăвасса: эсĕ хăв юратнă çăлтăр çине вĕçсе каясшăн вĕт!
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 318 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

 Çынсем пĕр-пĕринпе тимлĕ пулни чун-чĕрере яланах ырă туйăм хăварать. Çамрăк этем ватă çынна шыв кÿрсе парать-и, хĕр-упраç вăрçă инвалидне шавлă хулара урам урлă каçарса ярать-и, кÿршĕ кÿрше йывăр вăхăтра пулăшма васкать-и – харпăр хăй ирĕкĕпе тунă ырă ĕçсем этем хытă чунлă маррине уçса параççĕ.                                                                                                                              Çынсем сисĕмлĕ чĕреллĕ пулни чуна хускатать. Хăвăн та çынна ырă тăвас килсе каять. Кивçене юлнăшăн мар, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе. Таврара çавăн пек çынсем пур чухне пурăнма та çăмăлрах пек туйăнать. Чун савăнать.
   Красноармейски районĕнчи Çĕньял-Шетмĕре пурăнакан Арсентьев Николай Арсентьевич çакна нумай пулмасть тепĕр хут туйса илчĕ.
   Ватă килти хуçалăха тăр-пĕчченех тытса пырать. Çынсем пахчисенче çĕр улми кăларма тытăнаççĕ-и, утă çулаççĕ-и е тата темĕнле ĕç пуçлаççĕ-и – унăн та ăш вăркама пуçлать. Лартнă пахча çимĕçе пуçтарса кĕрсе хумалла вĕт, хĕл каçмалла, выльăхсем валли те утă хатĕрлемелле. Çуллахи кун хĕвелĕ хĕртсе пăхать. Ан картинче талккишпе утă выртать. Ватă çын кунĕпе тенĕ пек утăпа тăрмашрĕ: ирхине салатрĕ, каярах темиçе хутчен тавăрса çÿрерĕ – утта хăвăртрах сарайне кĕртес пулать-çке, мĕншĕн тесен, çынсем каланă тăрăх, паян-ыран çумăр пуçланмалла. Çумăр çитсен вара ăçта кайса кĕмелле-ши, пĕрре çума пуçласан чарăнас çук-ха вăл! 
   Кăнтăрлахи апатлану тусан Николай Арсентьевич типнĕ утта васкамасăр сарайне йăтма пуçларĕ. Сывлама питĕ йывăр. Хĕвел çаплах хĕртсе пăхать. Ан картинчи утă майĕпен-майĕпен сахаланса пычĕ. Сасартăк - çил тухса кайрĕ. Уçă çил! Эх, епле лайăх-çке! Канлĕ. Пăхать мучи: кÿршĕсем утта васкасах пуçтарма пуçларĕç. Ватă хăй те тăрмашсах ĕçлеме пикенчĕ: йăтмалǎх утǎ пур-ха унăн.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 365 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 31.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Телее, шкул урокĕсем паян ирех вĕçленчĕç. Женя куншăн татах та хĕпĕртерĕ. Кунсăр пуçне лайăх паллăсем те илме тивĕç пулчĕ вăл паян. Ĕнтĕ  кружоксене каяс çук унăн: шăмат кун вĕсем иртмеççĕ.
     Тăхтаса тăмасăрах Женя шкул картишнелле чуптарчĕ. Кăвак тÿпери илемлĕ йăл кулăллă хĕвел ар çын ачан питне сĕртĕнсен унăн ахалех те çутă сăнĕ пушшех çуталса кайрĕ. Хĕвел урисем Женьăн патвар кĕлетки çине  кăна мар, пур çĕре те сапаланчĕç. Нумай кĕттермерĕ кăçал  çурхи çанталăк: çуллахи шăрăхпа туслашма наччасрах ĕлкĕрчĕ.
     Шкул карти хыçĕнче, сĕткен те ем-ешĕл курăк çинче , арçын ачана Лэйси кĕтсе выртать. Çурхи кун ытла та шăрăх пулнăран ав  йытă та чĕлхине кăларса хунă. Хăй хашкать. Çăл куçри сип-сивĕ те тăп-тăрă шыв çинчен ĕмĕтленмест-и-ха çак чĕр чун?
     Хăйĕн хуçине курсассăнах йытă сиксе тăчĕ те  пĕтĕм кĕлеткипе силленсе илчĕ.
Лэйси – колли йышшисенчен. Çăмĕ унăн вăрăм , çавăнпа та чупнă чух вăл лăстăр! лăстăр!  силленсе пырать. Кĕлетки çине пăхсан  ку йытта çÿлевĕç те теме пулать. Лапсăркка хăлхисем мулкачăнни пекех усăк. Ырă куçĕсем хĕсĕк пулин те вĕсем кÿлĕ евĕрех тарăн. Çав мерчен пек ялкăш куçсенче пĕр-пĕр йывăр асап чăтса ирттерни лайăх палăрать. Лэйси кĕлеткипе кăна мар, ăс-тăнĕпе те маттур йытă пулнине нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, Лэйси – ăмсанмалли йытă.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 351 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 22.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чун тăвăрланса килсен куç алăкне яри уçса ирĕк тÿпенелле тинкерес пулать тени пырса çапрĕ Славикăн йывăр шухăшсемпе арпашăнса пĕтнĕ пуçне. Мĕнле çĕнмелле ĕнтĕ халь сан хăватна? 
Тÿлек çанталăкĕ те шкултан таврăнакан ачана пулăшаймарĕ. Кайăксен чÿхенсе тăракан сасси юрă шăрантарнăн мар, темле вĕçсĕр-хĕрсĕр чарăнми симфони евĕр туйăнчĕ. Йывăррăн утса пынă май Славик çав кайăксем çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ. Пăхăсăн, лешсем ăна ăнланаççĕ пек тата — пĕр самант шăпланчĕç. Арçын ачан куçĕнче шевле выляма пикенчĕ. Хăй те сисмерĕ-  иртни унăн асне вăрăнчĕ. 
Сывлăм ÿкнĕ йывăç-курăк çине, илемлĕ те капăр пÿрт тăррисем çине çутă та мăнаçлă хĕвел пайăркисем хаваслăн сапаланчĕç. Тутлăн та ăшшăн хуп турттаракан Славикăн ачаш пичĕ çине те ÿкмесĕр юлмарĕç. Йăл-йăл кулса
сĕртĕнчĕç вĕсем арçын ача питне. Кайăк-кĕшĕк юрри илтĕннипе пĕрлех тĕлĕнмелле ырă шăршă тарăннăн сывлакан сăмсана палкаса кĕчĕ. Çурма уçă чÿречерен вĕçсе кĕнĕ варкăш çилĕ те мăйĕнчен сăр! пырса ачашларĕ. Славик çакна туйса илчĕ тейĕн. Пĕр айккинчен тепĕр айккине вăш-ш! çаврăнса выртрĕ. Тутлă ыйхăпа киленсе тăранман пуль-иç, мăнтарăн ачи. Эх, выртасчĕ те туясчĕ пĕр кана чун каниччен çак телее!
Анчах кил-терĕшри ĕçсем пуррине аса илсен Славикăн çемçе тÿшек çинчен йăпăр-япăр сиксе анма тиврĕ. Сенкер кăвак тĕслĕрех куçне пĕр-иккĕ мăчлаттарса илчĕ, чÿречерен пăхса çĕнĕ куна савăнăçлăн саламларĕ те хăй те сисмесĕр тенĕ пек кил картине чупса тухрĕ.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 360 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çывãрас   умêн  Илюш  пичи  тепêр  хутчен  витене  кêрсе  пãхас  терê. Вãл  паян  ахаль  те  витерен  кêме  пêлмерê. Паян  çеç  пасартан  туяннã  лаша  хãй  патне  туртрê. Çулланã арçын  ут  патне  пычê  те  ун  çине  ытараймасãр  пãхрê. Лешê  хаваспах, куçран  пãхса  тав  тунãн  сêтеклê  утта  пêтêрет. Пãхса  ытармалла  мар! Хãй  питê  самãр. Çилхийê  вара йãлтãртатса, ярãмãн-ярãмãн  силленсе тãрать. Куçêсем  вара! Унта  мêн  чул  ырлãх, мêн  чул  вãрттãнлãх! Епле  илêртеççê  çав  ãшã  куçсем!
    Мêншêн  Илюш  пичи  лаша  туянас  терê-ха? Ара, хальхи  вãхãтра  пêччен  пур  êçе  те пурнãçласа  êлкêрме  май  çук  вêт. Халь  социализм  вãхãтêнчи  пек  мар. Хãвна  мêн  чухлê  çêр  лаптãкê  илес  тетêн, çавãн  чухлê  илме  пулать. Анкартинче  50  сотка, кãмãл тусан  арендãпа  тепêр  50  сотка. Тата  кашни  ял  çыннине  колхоз  çêрне  пайласа  тепêр икê  гектара  яхãн  çêр  лаптãкê  пурри  çинчен  êнентерсе  свидетельствãсем  валеçсе  панã. Вãт  çав  çêре  хуçи  хуть  те  кама: е  колхоза, е  фермерсене  арендãна  пама  пултарать.
     Илюш  пичин  хãйêн   çêр  пайê  çук-ха. Ашшêпе  амãшêн  (йывãр  тãприсем   çãмãл  пулччãр) пур. Çав  çêр  пайêсене  шãпах  хãйне  илесшêн  хыпаланать   Илюш. Çавãнпа лаша  туянчê  те. Êлêк  кашни  арçын  пуçне  5  гектар  çêр  тивнê, êçе  пêтêмпех  алпа, лашапа  тунã. Илюш  пичче  мêнрен  кая? Вãйê  пур-ха. Ачисем  те  килсе  пулãшма  шантараççê. 
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 371 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz