Телее, шкул урокĕсем паян ирех
вĕçленчĕç. Женя куншăн татах та хĕпĕртерĕ. Кунсăр пуçне лайăх паллăсем те илме
тивĕç пулчĕ вăл паян. Ĕнтĕ кружоксене
каяс çук унăн: шăмат кун вĕсем иртмеççĕ.
Тăхтаса тăмасăрах Женя шкул картишнелле
чуптарчĕ. Кăвак тÿпери илемлĕ йăл кулăллă хĕвел ар çын ачан питне сĕртĕнсен
унăн ахалех те çутă сăнĕ пушшех çуталса кайрĕ. Хĕвел урисем Женьăн патвар
кĕлетки çине кăна мар, пур çĕре те
сапаланчĕç. Нумай кĕттермерĕ кăçал çурхи
çанталăк: çуллахи шăрăхпа туслашма наччасрах ĕлкĕрчĕ.
Шкул карти хыçĕнче, сĕткен те ем-ешĕл
курăк çинче , арçын ачана Лэйси кĕтсе выртать. Çурхи кун ытла та шăрăх пулнăран
ав йытă та чĕлхине кăларса хунă. Хăй
хашкать. Çăл куçри сип-сивĕ те тăп-тăрă шыв çинчен ĕмĕтленмест-и-ха çак чĕр
чун?
Хăйĕн хуçине курсассăнах йытă сиксе тăчĕ
те пĕтĕм кĕлеткипе силленсе илчĕ.
Лэйси – колли йышшисенчен. Çăмĕ
унăн вăрăм , çавăнпа та чупнă чух вăл лăстăр! лăстăр! силленсе пырать. Кĕлетки çине пăхсан ку йытта çÿлевĕç те теме пулать. Лапсăркка
хăлхисем мулкачăнни пекех усăк. Ырă куçĕсем хĕсĕк пулин те вĕсем кÿлĕ евĕрех
тарăн. Çав мерчен пек ялкăш куçсенче пĕр-пĕр йывăр асап чăтса ирттерни лайăх палăрать.
Лэйси кĕлеткипе кăна мар, ăс-тăнĕпе те маттур йытă пулнине нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, Лэйси – ăмсанмалли йытă.
Лэйси
хăйĕн хуçишĕн виçĕ çул каяллах чи юратнă та çывăх тусĕ пулса тăнă. Çавăнпах
пуль икĕ юлташ виçĕ çул хушши йĕппе çип пекех çÿрет, пĕр-пĕринчен нихăçан та
уйрăлмасть. Чим, кăшт суятăп пулас. Тĕрĕссипе, пĕрре Женя тата Лэйси икĕ
уйăхлăх пĕр-пĕринчен аякра пулчĕç. Сăмахпа çырса парас пулсан та, ÿкерчĕкпе
ÿкерсе кăтартас пулсан та çак икĕ чун пĕр-пĕринсĕр еплерех тунсăхланине , чунран
йĕнине никам та курǎмлǎн сǎнласа параяс çук.
Йывăр пулчĕ паллах Женьăна. Çав-çавах, ирĕксĕртен, каласа пачĕ
мана çак историе.
Пĕрре,
шкул хыççăн Женя киле таврăннă. Килне кĕриччен чи малтан акă мĕн асăрханă вăл:
вĕсен пÿрчĕ умĕнче чаплăран та чаплă
машина çуталса ларнă. Ырă марра туйса илнĕн арçын ачан чĕрийĕ шатр!
чǎмǎртаннǎ.
Телее, пĕчĕк çыннăн чунĕ пысăк пулнǎ çав.
Йывăр килчĕ Градовсен çемйине кăçал укçа
енчен. Мур илесшĕ, хальхи пурнăçра укçа пысǎк вырǎн йышǎнать. Уйрăмах
çурт-йĕрпе нумай тăкакланчĕ вăл Градовсен çемйинче. Ĕнтĕ укçа хутаççи пушă пулнăранах Женьăн ашшĕпе амăшĕ ывăлĕн пĕртен-пĕр çывăх
тусне сутасшăн пулаççĕ ав. Вăл (эсир ǎнлантǎр пуль тетĕп)– Лэйси. Пурте
пĕлеççĕ, йытă -этемĕн чи çывăх тусĕ. Çавǎнпах ĕнтĕ, чаплă машина хуçийĕ хакне калаçса
татǎлать. Пĕр хак калать, теприне…Юлашкинчен Женьăн ашшĕ сĕннĕ хакпа леш çырлахать.
Женя ку саманта аран чǎтса ирттерет. Вĕри
куççуль тумламĕсем çутǎ сǎн-пичĕ тǎрǎх юхса анса çурхи тумлам пек пат! пат!
ÿкеççĕ. Арçын ачана макǎрни килĕшмест теççĕ. Женьǎн çепĕçлĕхĕ, юратǎвĕ çав
каларǎшпа пĕр килмест ав.
Лэйси йытǎ (те савǎнмалла, те ǎмсанмалла)
пуян хуçасен аллине лекет. Малтанах хǎнǎхаймасит чĕр чун çĕнĕ вырǎнта. Каçсерен
çутǎ уйǎх çине пǎхса хǎрушшǎн ÿлет. Çак таранччен усранǎ хуçасене ылханмасть-ши?
Ара, епле этем тусне сутĕ? Этем ретĕнчен тухнисем пулсан кǎна…
Пĕрре кǎна мар, чылай пулчĕ Лэйси ирĕке
тухса тарнǎ тĕслĕхсем. Кашнинчех вара вǎл
Женя патне вĕçтернĕ. Пĕри тепĕрне
çĕр çул курман пек ыталанатчĕç, чи-чи ǎшǎ та чи-чи çепĕç сǎмахсем калатчĕ вара
Женя йытта. Ытараймǎн çак саманта!
Анчах нумая пыман-çке телейлĕ вǎхǎтсем
пурнǎçра. Çĕнĕ хуçасем йытǎ ǎçта пулнине
туххǎмрах ǎнланса Лэйсине каялла
вǎрǎм сǎнчǎрпа кǎкарса илсе кайнǎ. Ача тем пек ÿкĕтлесен те çав хытǎ чунсем
Лэйсине хǎварман. Хальхинче вара- инçетри хулана, пуйǎспа…
Нимĕн те калаймǎн, Лэйсине
лайǎх пǎхнǎ. Ятарласа пысǎк пÿлĕм уйǎрса панǎ ǎна . Апатне те тутлисенчен
тутлине лартса панǎ. Анчах йытǎ çак тутлǎхлǎ пурнǎçпа çырлахман.
Пĕрре Лэйсине тата ытти йытǎсене
пǎхакан самǎр ар çын уçǎлса çÿренĕ. Ĕнтĕ тем пырса кĕнĕ çав çын пуçне: вǎл
йытта тĕрлĕ хусканусем тума вĕрентесшĕн пулнǎ. Усал çынна Лэйси килĕшсе кайман,
мĕншĕн тесен йытǎ ǎна итлесшĕн пулман. Лешĕ çакǎншǎн кашкǎр пек урса кайнǎ та
хǎйĕн шǎлаварĕнчи ременьне салтса илсе йǎваш чĕр чуна тискеррĕн хĕнеме тытǎннǎ.
Йытǎ нǎйкǎшнǎ… Унталла-кунталла туртǎннǎ. Кĕçех мǎйкǎчĕ вĕçерĕнсе кайнǎ та йытǎ
хǎй ирĕкре пулнине туйса илнĕ. Тÿрех хыр вǎрманне чуптарнǎ Лэйси. Лешĕн вара
çǎварне карса тǎрасси çеç юлнǎ. Çавǎ кирлĕ те ǎна. Маларах систерем-ха: унǎн
хуçи çав усǎсǎр та телейсĕр, мĕскĕн те нишлĕхлĕ çынна ĕçрен кǎларса янǎ.
Çав вǎхǎтра Лэйси хǎйĕн пирвайхи
юлташĕ патне, Женя патне, çил пек ыткǎннǎ. Такǎр çул лекмен ǎна. Унǎн çÿллĕ
тусем урлǎ, тарǎн çырмасем урлǎ каçмалла пулнǎ. Çимелли те тупǎнман. Çырмасенчи
сивĕ шыв уншǎн сиплĕ шыв вырǎннех шутланнǎ. Ухǎ пек вĕçтернĕ Лэйси тǎван килне.
Хĕрлĕрех мĕлкепе пĕрле çут çанталǎк кǎна пулнǎ тейĕн çакǎ тĕнчере. Пĕчченлĕхе
пусарма питĕ йывǎр-çке. Шǎпах Лэйсин шǎпине те пырса тивнĕ çак туйǎм. Халь хǎйне
пурте пǎрахǎçланǎ пек туйнǎ вǎл: йытǎ çури вǎхǎтĕнчи пек.
Пĕчĕкскер… пылчǎклǎ… вĕçĕ-хĕрри çук çулпа айван
урийĕсемпе йывǎррǎн чуптарса пынǎ. Шǎп та лǎп Женьǎн куçĕ умне тĕл пулнǎ çак
черчен анчǎк. Юрать-ха, телей пǎрахман ун чухне Лэйсине. Женя, чĕр чунсене
юратаканскер, паллах, йытта усрава илнĕ. Куншǎн ашшĕ-амǎшĕ пач та хирĕçлемен.
Халĕ ак шǎпах кил ǎшши çитмест ĕнтĕ Лэйсине. Ăна йывǎр. Вǎл каллех пĕччен.
Çапах куçĕнче шанчǎк сÿнмен-ха, сÿнес те çук. Вǎл хǎйĕн тусĕ патне васкать. Вǎл
пĕлет, вǎл туять: ǎна кĕтеççĕ, тĕрĕсрех, кĕтет. Çакна Лэйси пит аван ǎнланнǎ та
ĕнтĕ. Сулмаклǎ çула кĕскетме шǎпах чĕрене вǎрǎннǎ çак туйǎм пулǎшнǎ та ĕнтĕ
Лэйсине.
Пĕр ир Лэйси юлашки вǎйне пухса
вǎрǎм çула малалла кĕскетме ǎнтǎлнǎ. Шǎрǎх çанталǎк уншǎн чĕр нуша пулнǎ. Тусанлǎ
сукмакпа пуçне усса пынǎ самантра хыçалтан ǎна темĕнле урапа хǎваласа çитнĕ. Ак тамаша! Ларкǎч çинче
тĕлĕнмелле ямшǎк лара панǎ. Хǎй пĕчĕкскер. Ха,
чǎн-чǎн карлик пекех! Çи-пуçĕ питĕ типтерлĕ тата! Çулне палǎртма йывǎртарах
. Тен, хĕрĕх çулсене пуснǎ çак çын? Асапланса
пĕтнĕ йытта хĕрхеннĕ пулас пĕчĕк этем. Тилхепине туртса хǎйĕн уçǎ сассипе çÿрен
ута чарнǎ та, йытта урапа çине ларма йыхравланǎ. Лэйси асǎрхаман
–ямшǎкпа юнашар кушак пек пĕчĕк йытǎ вырнаçнǎ. Хайхискер Лэйсине курать те
савǎнǎçлǎн, хыттǎн вĕрсе ярать. Лэйси вара никама та хавас мар, вǎл нимĕн те
туймасть ĕнтĕ: унǎн пĕр чĕптĕм вǎйĕ те
юлман. Унǎн тарǎн куçĕсенче вилĕм сǎнĕ
палǎра та пуçланǎ. Юрать, лешĕсем мĕн тумаллине тÿрех ǎнланса илнĕ.
Хǎйпе пĕрле пурǎнма илнĕ йытта Джо. Начар та хавшак сывлǎхлǎ Лэйсие çак ырǎ
чунлǎ этем пǎрахса хǎварман. Тутс йытти те кǎмǎла каймалласкер. Пач та хǎпма
пĕлмен Лэйси çумĕнчен Джо. Кунĕн-çĕрĕн унпа тǎрмашнǎ. Мĕн вǎй иличченех сыватнǎ
ǎна.
Асаплǎ кунсем хыçала юлнǎ ĕнтĕ. Вĕсене
асǎмра хǎварас килмест пулин те çав кунсем ирĕксĕрех темиçе çул иртсен те пирĕн чунсене йĕп чикнĕ пек ыраттарса килеççĕ çав. Ах!
Мĕн-ма-ши пире çак пурнǎç йывǎрлǎхсемпе
путарать?! Тепĕр чухне çыннǎн чунĕ ĕмĕрлĕхех суранланса юлать-çке. Ĕнтĕ хурлǎхлǎ
самантсене аса илер мар. Лэйси, Джо тата Тутс хир тǎрǎх вǎрǎм çула малалла
тǎснǎ. Хальхинче малта Лэйси кастарнǎ. Джо вара - шурǎ тĕслĕ лашапа. Вǎл пĕчĕк
çыннǎн чи пысǎк пурлǎхĕ пулнǎ. Иккен, Джо ялсенче спектакль пеккисем кǎтартса
çÿренĕ. Мĕн калǎн, ялти ватта-вĕтте питех те кǎмǎла кайнǎ вǎл хǎйĕн ытарайми
тусĕсемпе.
… Акǎ çǎмǎл урапа
ял хапхинчен те иртнĕ. Лэйси канǎçсǎрланма пуçланǎ. Женьǎн сǎнне тепре
çеç курма ĕмĕтленнĕ чĕрĕ чун ял вĕçнелле çиçĕм пек вĕçтернĕ. Хǎйĕн çĕнĕ юлташне
те итлемен. Асǎмра юлнǎ Женьǎн ачаш аллисен ытамне васканǎ.
Кама çĕре çити тав тумалла-ши çак
ытармалла мар телейлĕ самантшǎн /! Паллах, пĕр метрлǎ, анчах мĕн тери ырǎ чĕреллĕ
çынна! Уйрǎлу самантне пĕрре чǎтса курнǎскере иккĕмĕш хутчен чǎтассǎн туйǎнман.
Хальхинче вара вǎл хǎйне телейлĕ туйнǎ. Уйрǎлмалли вǎхǎтра Лэйси пĕтĕм чунтан савǎнса,
куçĕсене çиçтерсе, вǎрǎм хÿрийĕпе пǎлтǎртаттарса Джо тата Тутс çине пǎхнǎ. ( Ку
вǎл хǎвǎртраххǎн уйрǎлас килнине пĕлтермен.) Маншǎн ан кулянǎр тенĕн курǎннǎ. Вĕри
куççулĕ те юхса аннǎ çулланнǎ ар çыннǎн. Уйрǎлма йывǎр пулнǎ. Лэйси пек юлташпа
мĕн ĕмĕр тǎршшĕпе курнǎçас килет çав.
Малалла мĕн тетĕр-и? Туйса илтĕр
пуль, Лэйсипе Женя пĕрлех юлчĕç. Малтанхи хуçа-сем вара йытǎ хыççǎн урǎх
таврǎнмарĕç. Ара, Лэйсисĕр пуçне вĕсен мĕн чул йытǎ! Пĕр йытǎ çуккишĕн аптрамĕç
вĕсем. Лэйси каллех çывǎх çынсемпе… Епле ырǎ!!! Ара, йытǎшǎн хуйхǎрса Женя
вуçех имшерленнĕччĕ. Каçсерен миçе минтер йĕпетнĕччĕ… Мĕн чул асапланнǎччĕ
вĕсем пурте! Халĕ çав вǎхǎтсем иртсе кайнǎ ĕнтĕ. Умра - çутǎ та телейлĕ пурнǎç сукмакĕ! Ĕçе пурнăçлаканĕ: Красноармейски
районĕнчи Пикшик
вăтам шкулĕнче 9 класра вĕренекен Анисимова Ольга Ĕçе ертсе пыраканĕ: чăваш чĕлхипе
литература вĕрентекен Тихонова Л.А.
|