|
Категорире миçе материал: 7 Миçе материал кăтартнă: 1-5 | Страницăсем: 1 2 » |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Ҫавран-ҫавран, каҫса кайса, Шӑратнӑ шӑпчӑк юррине. Хура курак, ӑна чарса. Ҫапла тиркенӗ кӗввине:
"Юрру-кӗввӳ янравлӑ мар. Игле, верен манран: карр! карр! Туймаҫҫӗ-ши талантӑма — Санах мухтаҫҫӗ, мана мар".
Каланӑ шӑпчӑк ӑнмана: "Илеймӗн турӑ памана. Карр! Карр! тени вӑл юрӑ мар, Ан пӳл мана, карма ҫӑвар".
|
Авалтанпах ҫын ӗмӗтленнӗ Вӗҫмешкӗн ҫӑлтӑрсем патне. Паян чунсем епле сӗкленнӗ Ӗмӗт килнишӗн куҫ умне.
КӗрлетҪӗр-шыв, шавлать тӗнчемӗр— Чӑваш сас пачӗ космосран! Мухтав ӗҫӳшӗн ӗмӗрӗмӗр, Тавах, тӑванӑм, Андриян!
Сана паллаҫҫӗ халь таҫта та, Калаҫҫӗ: "Ав маттур чӑваш!" Аван-ха ку. Пӗлет планета: Чӑваш вӑл—аптраман тавраш. 1962 ҫ.
|
Илем курсе Васнар уйне
Пӗр тӑрӑх ӳснӗ йывӑҫсем.
Ҫитсессӗн ешӗл ҫуркунне Кунта
юрлаҫсӗ шӑпчӑксем.
Параҫҫӗ хутлӗх тыр-пула Ҫӑка та тополь, вӗрене.
Кунта ҫырла пиҫет ҫулла, Кӑмпа пухаҫҫӗ кӗр
енне.
Вӑрман ларать каш
кашласа. Ăна лартсаччӗ васнарсем. Тӗрӗс-тӗкеллӗн
упранса Ҫуллен вӑй илнӗ хунавсем.
Сив
ҫил ҫинче те ҫумӑрта Хуралҫӑ туснӗ сахал мар. Ярса пусман пӗр выльӑх та, Ҫӗкпеннӗ йывӑҫсем патвар.
Ят панӑ халӑх вӑрмана, Ҫын ячӗ вӑл,
туятӑр-и? Ҫав ят чыслатъ хуралҫӑна — Вӑрман чӗр палӑк пултӑр-и?
|
Шӑнкӑр-шӑнкӑр Шетмӗ теҫҫӗ, Тек ҫыраҫҫӗ сӑвӑсем. Шӑнкӑрсассӑмра илтмеҫҫӗ Манӑн упкеве вӗсем.
Мӗншӗн-ха мана ҫын манчӗ? Ма эп ӗҫсӗр шӑнкӑрти? Кунашкал ят-сумсӑр марччӗ — Астӑватӑн пуль, ватти?
Мӗн чул ҫын шьвра чухеннӗ, Ярӑннӑ хур-кăвакал, Ҫыранпа хумсем пупленӗ, Хум яма юлмарӗ хал.
Ҫӑвӗн-хӗлӗн хӑнтӑртатнӑ Ман вӑйпа улт-ҫич арман. Тырӑ авӑртнӑ, ҫӑм тапнӑ— Эп ахаль шӑнкӑртатман.
Эп ҫӗкпенӗ нӳрӗ варкӑш, Сывлӑм шӑрҫисем акса. Авӑтнӑ каҫ-ирӗн карӑш, Пурҫӑн улӑха савса.
Шетмӗ — ГЭС тени пӗр хушӑ Ҫутатсаччӗ Васнара. (Тӑрӑшнӑ пӗр вырӑс уншӑн, Ял усрать ятне асра).
Халӑх! Ӳпкеве илтсемӗр, Пулӑшсамӑр: ҫӗкленем! Яманак ял-йышӗн евӗр Пулччӑр ҫирӗп пӗвесем.
Пулӑсем сиксе выляччӑр, Тулӑхланччӑр улӑхсем. Ырлӑхӑм ҫинчен ҫуралччӑр Ҫĕнӗ сӑвӑ-юрӑсем.
|
Эс лаштраран, симпыллӑран Сана лартатпӑр ӗмӗртен. Ҫӗр-аннене те эс упран Шыв-шурпала ишӗлесрен.
Санпа, йăмра, ҫырма-ҫатра Вӑрман пек лартӑр кашласа. Ҫӑл куҫ вӑй илтӗр сулхӑнра, Палкатӑр, юхтӑр юрласа.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 2 Хăнасем 2 Юзерсем 0 |
!--
|