Шăматкун, 23.11.2024, 11:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Юрий Сементер пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 26
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам
Шыва анать нухай пики – Багаутдин Чечекĕ. 
Хаваслă çемĕ кăларать алра ун пуш чÿлмекĕ.

– Ай, селĕм янратать-çке ку, – шутлать чÿлмек тулашĕ,
Чечек çăлкуç шывне ăссан чăп тулчĕ ун шалашĕ.

Çÿлтен анать аялалла хĕм куçлă юлан утçă.
Халь тĕлпулу кĕвви калать ирхи сăрт-ту çăлкуçĕ.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 394 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Йĕплĕ чăрăш шĕвĕр тăррипе
Кармашать çÿле, хĕвел енне,
Çуркуннен сип – симĕс тумĕпе
Вăл çулла, хĕлле те кĕркунне.

Улăштармĕ чăрăш çак тĕсе, 
Ма тесен, вăл: «Симĕс тумпалах
Ĕмĕр – ĕмĕр ларăп эп», – тесе
Панă – мĕн çурхи куна сăмах.

Çĕрĕм – шывăм, ман та сан умра
Пулаясчĕ паттăр чăрăш пек:
Пĕр сăмах парсассăн, пурнăçра
Тытаясчĕ ĕмĕр тăршшĕпе.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 384 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Чăвашах çĕршывĕн пикисем –
Сывлăмах шăрçи иккен вĕсем:
Шурăмпуç пек çуттăн çуталсан
Кун килет хĕвеллĕн те тасан.

Чăвашах çĕршывĕн пикисем –
Ылтăн алăллă иккен вĕсем:
Ĕç тытсассăн ĕçĕ те ăнать,
Савăк юрă евĕр шăранать.

Чăвашах çĕршывĕн пикисем –
Çурхиех çеçке иккен вĕсем:
Тĕррисем чечек пек ешерсен
Туйăнать чечекĕн Чăваш ен.

Чăвашах çĕршывĕн пикисем –
Юрату юрри иккен вĕсем:
Юрату иленнĕ чĕрене
Çупăрлать асамлă çуркунне.

06.01.94
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 396 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Маншăн тесен чăваш сăмахĕсем
Хĕвел çинчи чечек пек ешереççĕ,
Чун-чĕрере вылять таса хĕлхем
Çĕн кĕвĕ хывнăçемĕн сасă речĕ.

Атте, анне, аппа, инке, пичче...
Мĕнле хисеплĕх, мĕн тери тăванлăх,
Çăтмахăн чи хитре кĕтессинче
Эс вырăн тупнăн туйăнать яланлăх.

Юлташ, çулташ, ентеш те саманташ...
Ку йĕркере, туссем, сире куратăп.
Çак сăмахсем пулсан – эпир чăваш,
Чăваш эпир тура та, анатра та.

Умра пăлхар пасарĕ кĕр! кĕрлет,
Ятуллă, чыслă несĕлсем тухаççĕ:
Якку Йăванĕн аллинчен хĕрле
Именчĕклĕн парне илет сухаçă.

Парни – тăван сăмахлăх кĕнеки,
Уй-хир касси пек уçăлать хĕвеллĕн.
Тĕллев те ĕмĕт, пурăнăç екки
Йăлт çырăнса пырать унта йĕркеллĕн.

Акатуйне ниме пек тумалла!
Уяв тени вал – сумлăх, хурăнташлăх,
Пурри – пĕрле, çукки те çурмалла, –
Çак чăнлăхран вăй туянать чăвашлăх.

Ача-пăча...Телей те ăрăс хал –
Кăвак хуппи пек ытарми сенкерлĕх,
Атăл енне çул уçакан Çавал
Пин çăлкуçа пилленĕ пек еткерлĕх.

Ытти чĕлхесене тиркессĕм çук.
Авангардсен, арьергардсен пур карчĕ
Ман хăлхана кăшт ыраттарнă чух
Тăван сăмахшăнах эп пулăп тарçă.

Чĕлхеçĕм! Эсĕ тухăç ен сăпки!
Эс сĕмлĕхрен çĕн тапхăр тăваканĕ.
Кайран, тен, килĕ, таптĕ пысăкки,
Анчах вăл пулĕ пăсăккин таканĕ.

Цивилизацин тимĕр тыллисем
Мăн çул çинче акар йытти пек сикĕç.
Пурнар-ха, шăнкăр-шăнкăрти чĕлхем,
Мĕнпур çăлкуçăн кĕввине эс тивĕç.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 645 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çÿл тÿперен анать шап-шурă ĕнчĕ...
Капла татах та хитререх хула!
Пĕркеннĕ Атăл йăлтăркка пĕркенчĕк,
Тÿлеклĕхпе çĕклет вăл кăмăла.

Вăранайман пулас-ха çил хыпарçă:
Тухйисемпех лараççĕ çăкасем.
Чиркÿ çинче — шап-шурă кăвакарчăн,
Чиркÿ çинче — асамлă пуçилем.

Пирĕштисем юрлан çунатлă юрă
Сăваплăн ыталать урамсене,
Пире курса тăрать пек Аслă Турă,
Ыр сывлăш пехиллет пек чунсене.

Эй, пурнăç! Эсĕ — Атăлтан та аслă,
Пин çăлтăр вăййинчен те кăткăсрах.
Пирти çав тупсăма тĕпчес хаваслăх
Çĕр кăвапи пек тарăн пултăрах.

Хуллен-хуллен шăвать кăрлач хĕвелĕ,
Эпир хуллен утатпăр, ик чăваш.
Эппин, чăвашлăх ниминчен, Ревелĕм,
Юлмасть çак икĕ тахçанхи юлташ.
Юрий Сементер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 359 | Author: Юрий Сементер | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 25.03.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz