Тунтикун, 02.03.2026, 01:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем

Каталогра пурĕ миçе материал: 119
Миçе материал кăтартнă: 1-10
Страницăсем: 1 2 3 ... 11 12 »

Егоров Николай Григорьевич, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Республикин халăх художникĕ, Казахстан Республикин Асет Найманбаев ячĕллĕ патшалăх премийĕн лауреачĕ ÿнер тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн, Карай кану çуртĕнче хăй картинисен галерейине уçнăшăн, Трак тăрăхĕнчи Çырмапуçпа Яманак таврашĕнчи тата Сурăм вăрманĕпе Шупашкарăн Чантăр пĕви сăнланнă картинăсемшĕн тата çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх правленийĕ тăратнă.

Егоров Николай Григорьевич 1946 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕн Çырмапуç Карай ялĕнче çуралнă. Раççей художникĕсен пĕрлĕхĕн пайташĕ. Карайри 8 çул вĕренмелли шкула, Сĕнтĕрвăрринчи 11№-лĕ профтехучилищĕне, Шупашкарти художество училищине, Владивостокри Инçет хĕвел тухăç искусство институтне вĕренсе пĕтернĕ. «Печорстрой» организацире чукун çул тунă çĕрте, Семипалатинскри педагогика институтĕнче илемлĕхпе графика факультечĕнче преподавательте, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн илемлĕхпе графика факультечĕнче преподавательте, доцентра, живопись кафедрин пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Вăл нумай-нумай картина авторĕ, вĕсене Чăваш Республикин пĕрлĕхĕ йĕркеленĕ чылай курав-выставкăна тăратнă..

2025 çул | Миçе çын пăхнă: 1 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: Ĕнер | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Никонорова Антонина Николаевна, «Трак ен» фольклор ушкăнĕн ертÿçи юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн,  чăваш юррине халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата 2025 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски  муниципалитет округĕн культура ĕçченĕсен профессиллĕ комитечĕ тата Красноармейски салин культура çурчĕ тăратнă.

Никонорова Антонина Николаевна 1976 çулхи кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Арапуç ялĕнче  çуралнă. Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищине, Санкт-Петербургри политехника университетне, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх университечĕн музыка факултетне вĕренсе пĕтернĕ. Шупашкар хулин Калинин районĕнчи «Ача-пăча пултарулăх центрĕнче «Путене» ансамбльпе, Тюмень облаçĕн Тюмень районĕнчи Горький хулин культурăпа кану центрĕнче «Янрав» ансамбльпе ĕçлене. 2007 çултанпа «Трак ен» халăх фольклор солисткинче, тепĕр пилĕк çултан тытăнса паян кунчченех çак ансамблĕн ертÿçинче тăрăшать. Çав вăхăтрах Культура çурчĕ çумĕнче «Тантăш» ача-пăча фольклор ансамбльне йĕркелет, «Хавал» халăх музыкин ансамблĕнче солисткара хăйĕн пултарулăхне кăтартать.

Антонина Николаевна – Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне тата тĕрлĕ ведомствăн нумай-нумай Хисеп хучĕсемпе дипломĕсене тивĕçнĕ.  

2025 çул | Миçе çын пăхнă: 1 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: Ĕнер | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Марков Анатолий Егорович, Красноармейски халăх хорĕнсолисчĕ тата «Трак ен» фольклор ушкăнĕн пайташĕ, юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн,  чăваш тата вырăс юррисене халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата 2025 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски  муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕ тата асăннă пĕрлĕхĕн музыка секцийĕ тăратнă.

Марков Анатолий Егорович Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Чатукасси ялĕнче 1966 çулхи çурла уйăхĕн 6-мĕшĕнче çуралнă. Нумай-нумай çул хушши Красноармейски Халăх хорĕн солисчĕнче, «Трак ен» халăх фольклор ансамблĕн йышĕнче тата Чатукасси Кану çурчĕн «Телей» фольклор ансамблĕнче хăйĕн пултарулăхĕпе куракансене савăнтарать.

Анатолий Егорович – Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне тата тĕрлĕ ведомствăн Хисеп хучĕсемпе дипломĕсене тивĕçнĕ. 

2025 çул | Миçе çын пăхнă: 1 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: Ĕнер | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Дмитриева Альбина Ильинична, «Трак ен» фольклор ушкăнĕн пайташĕ, нумай çул хушши юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн,  чăваш халăх юррине тĕрлĕ хутлăхра анлă сарнăшăн тата 2025 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски  муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕ тата асăннă пĕрлĕхĕн музыка секцийĕ тăратнă.

Дмитриева Альбина Ильинчна Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Хурăнлăх ялĕнче 1953 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче çуралнă. Нумай çул хушши Красноармейски район экономикине  аталантарас, уйрăмах райпо системине тĕреклетес тĕлĕшпе сахал мар вăй хунă, экономистра, Чăвашпотебсозăн инженерĕнче, общепит директорĕнче, КПСС райкомĕн инструкторĕнче тата пай заведующийĕнче, Сбербанк управляющийĕнче тата райпо канашĕн председателĕнче  тимленĕ. 

Альбина Ильинична Красноармейски районĕнче халăхăн юрă-ташă пултарулăхне аталалантарас енĕпе те чылай ырă ĕç тунă.  Вăл «Трак ен» («Йыхрав») халăх фольклор ансамблĕн пĕрремĕш пайташĕ пулнă, ăна пуçарма сĕнÿ параканĕ шутланать.

2025 çул | Миçе çын пăхнă: 1 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: Ĕнер | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Захарова Любовь Михайловна, «Трак ен» фольклор ушкăнĕн пайташĕ, нумай çул хушши юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн,  чăваш халăх юррине тĕрлĕ хутлăхра анлă сарнăшăн тата 2025 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски  муниципалитет округĕн Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕ тата Красноармейски салин культура çурчĕ тăратнă.

Захарова Любовь Михайловна 1953 çулхи юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Çĕньял Карай ялĕнче çуралнă. Нумай çул хушши Красноармейски типографийĕн ĕçченĕнче, каярах – Красноармейски культура çурчĕн администраторĕнче вăй хунă.

Любовь Михайловна Красноармейски районĕнче халăхăн юрă-ташă пултарулăхне аталалантарас енĕпе те чылай ырă ĕç тунă.  Вăл «Трак ен» («Йыхрав») халăх фольклор ансамблĕн чи малтанхи пайташĕсенчен пулнă, ăна пуçарма сĕнÿ параканĕ шутланать. Паян кунчченех юрă-ташăпа туслă.

2025 çул | Миçе çын пăхнă: 1 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: Ĕнер | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Михайлова Галина Яковлевна, «Ял пурнăçĕ» хаçатра пичетленнĕ илемлĕ калавсен ярăмĕшĕн, 2024 çулта хаçатăн дизайнне илемлетессипе тăрăшса ĕçленĕшĕн тата пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин  «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ тăратнă.

Михайлова Галина Яковлевна Чăваш Республикин Красноармейски округĕн Трак ялĕнче 1975 çулхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче çуралнă. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ÿнерпе графика факультетĕнче пĕлÿ пухнă. 1993 çултанпа Красноармейски типографийĕн наборщикĕнче, каярах «Ял пурнăçĕ» район хаçачĕн компьютер пайĕн редакторĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра «Хыпар» Издательство Çурчĕ» филиалĕн «Ял пурнăçĕ» хаçат дизайнерĕнче вăй хурать. Вăл темиçе хут та Трак чăвашла-нимĕçле гимназин, Иоанн Çуралнă Чиркÿн тата «Газпром-Чулхула» предприятин хаçачĕсене кăларма вăй хунă. Кунсăр пуçне Трак енри пултаруллă çыравçăсен хаçатри кĕнекисене калăпланă. Хăйĕн ĕçĕнче 31çул тăрăшса чăн-чăн профессионала çитнĕ. Писатель-çыравçă шайне те хăпарнă пултаруллă хаçатçă. Унăн 2021-2024 çулсенче 33 калав пичетленнĕ, вĕсене вулавçăсем питĕ юратса вулаççĕ, тепĕр калав тухасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Ĕçчен çынна хисеп кĕтет. Хисеп хучĕсем те сахал мар унăн: Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин Культура министерствин, Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕ министерствин, Республикăри культура ĕçченĕсен профсоюзĕн, Красноармейски район администрацийĕн тата ыт.те

2024 çул | Миçе çын пăхнă: 41 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 26.12.2024 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Романова Мария Сильвестровна, «Карай ен» пултарулăх ушкăнĕн ĕçне хастар хутшăннăшăн, чăваш тата вырăс юррисене халăх хушшинче анлă сарнăшăн, «Ял пурнăçĕ» хаçатра ентешсен ĕçне-хĕлне тĕплĕн çутатса тăнăшăн тата 2024 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски муниципалитет округĕн Карай территори пайĕн Кану центрĕ тăратнă.

Романова Мария Сильвестровна 1964 çулхи пуш уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски округĕнчи Сурăмхĕрри ялĕнче çуралнă. Карай вăтам шкулĕнче вĕреннĕ хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ патшалăх университетĕнче  «Чăваш чĕлхи тата литератури» специальноçпа пĕлÿ пухнă, алла професси дипломĕ илнĕ. Хăйĕн ĕçне культура учрежденийĕсен ĕçĕпе çыхăнтарнă, тĕрлĕ клубра директор, заведующи, методист, менеджер ĕç вырăнĕсенче тимленĕ. Карай клубĕнче «Аваллăх кĕтесĕ» музей уçма пултарнă. Хальхи вăхăтра «Ял пурнăçĕ» район хаçачĕн журналист-корреспондентĕнче тăрăшать, округри пултаруллă çынсен ĕç-хĕлне пичетре çутатса вĕсене хавхалантарать. Пушă вăхăтра «Карай ен» пултарулăх ушкăнне çÿрет, чăвашла тата вырăсла юрăсем шăрантарать. Унăн репертуарĕнче 35 юрă, вĕсенчен паллăраххисем: "Ҫырмапуҫсем", "Карайсем чӗнеҫҫӗ хӑнана", "Килсе кур, тӑванӑм", "Тӑван кил", "Шурӑ лили", "Икӗ хурӑн", "Хӗрсем утӑ ҫулма тухса каяҫҫӗ", "Телей хӗвелӗ" тата ыт.те.

2024 çул | Миçе çын пăхнă: 48 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 26.12.2024 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Афанасьева Любовь Владимировна, юрă-кĕвĕ тĕнчинче ырми-канми тăрăшнăшăн,  чăваш юррине халăх хушшинче анлă сарнăшăн тата 2024 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Красноармейски  муниципалитет округĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ территори пайĕн Кану центрĕ тăратнă.

Афанасьева Любовь Владимировна 1960 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски округĕнчи Ванюшкасси ялĕнче çуралнă. Красноармейски (Трак) вăтам шкулне пĕтернĕ, Шупашкарти пир-авăр комбинатĕнче тата ытти промышленность предприятийĕсенче вăй хунă. Юлашки çулсенче тĕрлĕ пултарулăх çурчĕсенче методист, аслă администратор, ушкăн ертÿçи пулнă. Чăваш эстрада юрăçи. Тĕрлĕ фестивальсен çĕнтерÿçи, «Кĕмĕл сасă» конкурсăн лауреачĕ, Кĕçĕн Шетмĕ территори пайĕн хисеплĕ гражданинĕ. Унăн анлă сарăлнă юррисем: «Анне», «Кайăк пулăттăм», «Мăшăр кайăк», «Мĕншĕн, мĕншĕн», «Савнă ялăм», «Тăвансем пĕрле пулсан», «Шупашкар», «Çуралнă кун», «Çуркунне», «Эп пуçлатăп юрлама» тата ыт. те. Вăл Чăваш Республикин Культура министерствин, Пушкăртстан, Тутарстан, Челябинск, Екатеринбург тата Санкт-Петербург регионĕсен Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

2024 çул | Миçе çын пăхнă: 39 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 26.12.2024 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин  «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн филиалĕ – «Ял пурнăçĕ» Красноармейски район хаçачĕн редакцийĕ Красноармейски муниципалитет округĕн экономикăпа социаллă политика аталанăвне çĕклеме сумлă тÿпе хывнăшăн тата хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа 90 çул çитнĕ май тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин  «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕ тăратнă.

Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин  «Хыпар» издательство çурчĕ» хăй тытăмлă учрежденийĕн филиалĕ – «Ял пурнăçĕ» Красноармейски район хаçачĕн редакцийĕ хăйĕн 90 çулхи ĕмĕрĕнче Красноармейски муниципалитет округĕн экономикăпа социаллă политика аталанăвне çĕклеме чылай пулăшнă. 1935 çулта Трак районĕнче 108 ял, 26 ял Совечĕ пулнă, вĕсенче 32 пин 800 çын пурăннă. Хаçат район/округ кун-çулне (летопиçне) тĕплĕн çырса пынă, уншăн вăл виçĕ хутчен «Прессăн ылтăн фончĕ» паллăна тивĕçнĕ тата 1985 çулта  Чăваш Республикин Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне тата 1996 çулта Чăваш Республикин Информаципе пичет министерствин Хисеп хутне тивĕçнĕ. Паянхи кун хаçат тиражĕ 1300 экземплярпа тухать, унăн дизайнĕпе содержанийĕ вулакансене тивĕçтерет.

2024 çул | Миçе çын пăхнă: 46 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 26.12.2024 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Фёдоров Анатолий Павлович 1944 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш  Республикин Красноармейски районĕнчи Хĕлеç ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Янкасри çичĕ çул вĕренмелли тата Красноармейскинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1966 çулта çар хĕсмечĕ витĕр тухнă хыççăн конкурсра çĕнтерсе Чăваш патшалăх музыкăпа драма театрне хор артисчĕн ĕçне кÿлĕннĕ. 1967 çулта профессиллĕ пĕлĕве туптас тесе Ленинградри патшалăх театр институтне вĕренме кĕнĕ. 1969 çултан паян кунчченех хор солистĕнче тата режиссёр пулăшуçинче, каярах режиссёр управленийĕн заведующийĕнче тăрăшать. Пурĕ 57 çул пĕр вырăнта пĕр улшăнмасăр ĕçленĕ!

     Артист пурĕ 30 ытла роль вылянă, калăпланă паллăрах сăнарсем çаксем: Граф Чепрано «Риголеттора», Джузеппе Верди тата Нотариус  «Севильский Цирюльникре», Джоаккино Россини, Микс «Сильвăра», Имре Кальман тата Патриарх «Борис Годуновра», Модест Мусоргский оперинче, Судья  «Тоскере», Джакомо Пуччини тата Лакей Иоганн Штраусăн «Летучая мышь» оперинче. Асран тухман сăнарсем вара музыкăллă комедисенче калăпланнă: Чудеев (Тимофеей Фандеевăн «Виçĕ туй»), Хĕлип (Юрий Кудаковăн «Кăвак сирень айĕнче»), Антун (Геннадий Терентьевăн «Çимĕк умĕнхи каç»), Кукшумов (Аристарх Орлов-Шуçăмăн «Юратнă Шупашкар») тата Миша (Геннадий Максимовăн Энĕш хĕрринче»).

     Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1991), «Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул» медаль кавалерĕ (2020).

2023 çул | Миçе çын пăхнă: 100 | Уçланă: 0 | Кам хушнă: mixaj_58 | Дата: 15.02.2024 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2026Сделать бесплатный сайт с uCoz