Юнкун, 06.11.2024, 20:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

ПУРНĂÇ ХŸРИ. КАЛАВ/"АЧАСЕН ПУЛТАРУЛĂХĔ" КОНКУРСА
   Çынсем пĕр-пĕринпе тимлĕ пулни чун-чĕрере яланах ырă туйăм хăварать. Çамрăк этем ватă çынна шыв кÿрсе парать-и, хĕр-упраç вăрçă инвалидне шавлă хулара урам урлă каçарса ярать-и, кÿршĕ кÿрше йывăр вăхăтра пулăшма васкать-и – харпăр хăй ирĕкĕпе тунă ырă ĕçсем этем хытă чунлă маррине уçса параççĕ.                                                                                                                              Çынсем сисĕмлĕ чĕреллĕ пулни чуна хускатать. Хăвăн та çынна ырă тăвас килсе каять. Кивçене юлнăшăн мар, чун ыйтнипе, кăмăл туртнипе. Таврара çавăн пек çынсем пур чухне пурăнма та çăмăлрах пек туйăнать. Чун савăнать.
   Красноармейски районĕнчи Çĕньял-Шетмĕре пурăнакан Арсентьев Николай Арсентьевич çакна нумай пулмасть тепĕр хут туйса илчĕ.
   Ватă килти хуçалăха тăр-пĕчченех тытса пырать. Çынсем пахчисенче çĕр улми кăларма тытăнаççĕ-и, утă çулаççĕ-и е тата темĕнле ĕç пуçлаççĕ-и – унăн та ăш вăркама пуçлать. Лартнă пахча çимĕçе пуçтарса кĕрсе хумалла вĕт, хĕл каçмалла, выльăхсем валли те утă хатĕрлемелле. Çуллахи кун хĕвелĕ хĕртсе пăхать. Ан картинче талккишпе утă выртать. Ватă çын кунĕпе тенĕ пек утăпа тăрмашрĕ: ирхине салатрĕ, каярах темиçе хутчен тавăрса çÿрерĕ – утта хăвăртрах сарайне кĕртес пулать-çке, мĕншĕн тесен, çынсем каланă тăрăх, паян-ыран çумăр пуçланмалла. Çумăр çитсен вара ăçта кайса кĕмелле-ши, пĕрре çума пуçласан чарăнас çук-ха вăл! 
   Кăнтăрлахи апатлану тусан Николай Арсентьевич типнĕ утта васкамасăр сарайне йăтма пуçларĕ. Сывлама питĕ йывăр. Хĕвел çаплах хĕртсе пăхать. Ан картинчи утă майĕпен-майĕпен сахаланса пычĕ. Сасартăк - çил тухса кайрĕ. Уçă çил! Эх, епле лайăх-çке! Канлĕ. Пăхать мучи: кÿршĕсем утта васкасах пуçтарма пуçларĕç. Ватă хăй те тăрмашсах ĕçлеме пикенчĕ: йăтмалǎх утǎ пур-ха унăн.
   Çилпе çумăр пĕлĕчĕ капланса çитнине мучи тÿрех асăрхамарĕ пулас. Кÿршĕсем вара виççĕн-тăваттăн пулнă пирки-ши, часах пуçтарса пĕтерчĕç утта. Николай Арсентьевич темшĕн-çке хăйĕн ачисене аса илчĕ. Чунĕ капланса килчĕ. Арçын куççуль тумламĕ асăрхамасăр пĕркеленнĕ пит çăмарти тăрăх юхса анчĕ те янах патне çитрĕ, урăх çул тупаймарĕ пулас, çĕре каплатса ÿкрĕ… 
     -Пурте Шупашкара тухса кайрĕç, тăван киле никам та таврăнасшăн мар, килсе кайма та вăхăт тупаймаççĕ-çке вĕсем. Эх, шельма! - тесе тарăхрĕ ватă те хăйĕн çине, те – ачисем çине.
   Çавăн пек шутланă май Николай Арснетьев çумăр хуллен ÿкме тытăннине те сисмерĕ. Кÿршĕсем паçăрах киле кĕрсе кайса пĕтнĕ ав. Çумăр ытларах та ытларах, хытăрах та хытăрах çума тытăнасшăн курăнать. Ватă утта кĕртсе пĕтереймесрен шикленчĕ, ачисем килменшĕн пăшăрханчĕ, типĕ утта шеллерĕ. Мĕн чуль ĕçленĕ-çке-ха мучи унпа! Кÿршĕсенчен пулăшу ыйтас, ыйтма аванах мар пек…
   Çумăр чарăнасси паллă мар. Йывăр пĕлĕтсем тавраллах карса илчĕç, вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть. Чăнах та, мĕншĕн-ха вăл хĕвел мĕншĕн çавăн пек хĕртнине паçăрах туйса илмерĕ? Тен, маларах пуçланă пулсан, утă йĕпенмĕччĕ те… 
   Тĕрлĕ-тĕрлĕ шухăш пуçа минретрĕ. Хальхинче те арçын куççуль тумламĕ пит çăмартине йĕпетсе илчĕ. Шел-çке çакăн чухлĕ ĕçе сая яма! Вăл ăна пĕчченех типĕтнĕ, кашни кун салатнă, тавăрнă, каçаласемпе вара купана хывнă! Çавăн тĕрлĕ шухăшсемпе аппаланса Николай Арсентьевич хăйĕн çурăм хыçĕнче такам чĕннине илтрĕ. Эй, кÿршĕсем-çке! Асăрхарĕç пуль мучи мĕнле аппаланнине. Ним те ыйтса тăмарĕç хайхисем. Хăйсем уттăн-çиччĕн. Пурте ĕç хатĕрĕсемпе: кам кĕрепле йăтнă, кам – сенкĕ. Мучи куç хупса та ĕлкĕреймерĕ – ан картинче утă юлмарĕ те. Вăрттăн кĕтнĕ хăнасем старик уттине йĕпетмерĕç, веçех пуçтарса кĕртрĕç.
     - Тав сире, кÿршĕсем! Эсир пулман пулсан çак утăпа тата миçе эрне пăтранăттăм-ши эпĕ?– тесе тав турĕ ватă пулăшакансене.
     - Хăвна çпаççипă,пичи! Эсĕ те пире ялан пулăшатăн-çке, эпир те парǎмра юлас темерĕмĕр. Пĕр-пĕрне пулăшнинчен  пахи мĕн пултăр?
   Николай Арсентьевич çак сăмахсене илтсен пǎшǎк пек пулчĕ. Чăтса тăраймарĕ курăнать –куççулĕсем  йăлтăртатса илчĕç.
     - Атьăр эппин, тăванăмсем, пÿрте. Нимех те çук та, хуть чей ĕçтерсе ярам сире, - хăнасене чĕнчĕ мучи.
     - Çук-çук, атте. Чăрмантарса тăмăпăр. Эпир каятпăр, - васкавлăн хуравларĕç кÿршĕсем.
     - Мĕн чăрманни унта, атьăр-атьăр! – ÿкĕтлерĕ ватă çавах.
     - Тавтапуç сана, эпир килех каятпăр. Тепĕр чух кĕрĕпĕр-ха, чей ĕçме те, калаçса ларма та. Халĕ вара киле кайса кино пăхмалла-ха пирĕн. «Татьянин день» сериал пырать унта. Çавна пăхмалла. Юрĕ, ан кÿрен. Уттарар-ха эппин, - текелесе саланчĕç кÿршĕсем.
   Каякан çынна мучи ÿкĕтлесе тăмарĕ: «Ара, юрĕ-иç! Тепрехинче эппин. Çамрǎксен каймалла пулсан чарса тăрас мар. Халĕ те нумай пулǎшрĕç.»- шухăшларĕ Николай Арсентьевич ăшĕнче.
   Çут çанталăк часах тĕксĕмленсе ларчĕ. Тавраллах карса илнĕ пĕлĕт таткисем ватă çынна темле пĕр çĕре, хăйĕн тăррине, капланса килсе шыçса ларса акă халех çуса ярас пек туйăнчĕ. Утта шушула пуçтарса кĕртнипе кăмăллă юлнă мучин савăнăçне сĕвĕртеймерĕ. Николай Арсентьевич шушул алăкне хупманнине аса илчĕ. Çÿле хăпарчĕ кăна, çумăр тумламĕсем сарай тăрринче хытǎрах ташлама пуçлани илтĕнчĕ. Ватă часрах алăк хупма васкарĕ - хупма тăхтарĕ. Ачалǎхра шушул алǎкĕнчен ура усса ларнине аса илчĕ. Халĕ те çавăн пек ларса канма шут тытрĕ мучи, меллĕрех пултăр тесе ача чухнехи пек урисене аялалла тăсрĕ. Эх, лайăх-çке! Çак çумăрпа пĕрле пĕтĕм тĕнче тарăннăн сывласа янă пек пулчĕ. Николай Арсентьевич ан картинелле тинкерчĕ: мĕн чуль утă кĕртнĕ-çке, пысăк ĕçе çавăрса та хунă халь. Мĕншĕн савăнмалла мар ватăн? 
   Шăп. Сарай тǎрринчен çумăр çуни çеç илтĕнет. Çавăн пек чух шухăшлама лайăх-çке… Акă, ку тата мĕн? Лере, мунча пÿртĕмĕ çумĕнче? Чечек-и? Эй, тамаша! Чăнах-çке! Епле çăлăнса юлнă-ши тата? Çулăнмасǎр юлнǎ курăнать: тăсăлса выртнă. Кай, мĕнле курăк-ши ку? Асăрхаман та эп ăна. Чечекĕ мĕнле черченке тата! Тÿрех куç умне ÿкет.
   Мучин çак чечеке татса илсе хăйĕн çумне чи хаклă япалана çупăрланă пек çупăрлас килчĕ. Вăл та хăйĕн пекех пĕччен пулнăран-ши е пурнăç йывăрлăхĕсене парăнмасăр малаллах пурăнма тăрмашнăшăн. Ăна мучи татса калаймарĕ. Çава сассинчен хăтăлса юлнă, сусăрланнă пулин те сĕткенне чуптарма хал çитернĕ  чечеке татса илме алă çĕкленес çук мучин.
       «Пурăнас хăват вилĕме çĕнтеретех çав,» - тесе киле кĕме хатĕрленчĕ Николай Арсентьевич.    

Ĕçе пурнăçлаканĕ: Красноармейски районĕнчи Пикшик вăтам шкулĕнчи 9 класра вĕренекен                                    Михайлова Ангелина
Ĕçе ертсе пыраканĕ: чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Тихонова Л.А.
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (31.01.2010)
Миçе çын вуланă: 366 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz