Юнкун, 06.11.2024, 20:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 431-435
Страницăсем: « 1 2 ... 85 86 87 88 89 ... 107 108 »

Ырă чунлă та кăмăллă çынсем – 
Иккĕмĕш анне пирĕншĕн вĕсем.
Чун-чĕререн тăрăшакан çынсем –
Шанчăклă та аслă юлташсем.
Тавтапуç сире, учительсем!
 
Аня Чернова, 8а класс, 
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 327 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

 Зинаида Петровна Михайловăна хисеплесе
 
Чăн чăвашла калаçать,
Чăваш чĕлхи вĕрентет,
Пире чунтан юратать,                           
Ялан тăрăшса ĕçлет.
 
Вăл пурне те ăнланать,
Хăш чух шÿтлесе илет,
Вăл пурне те пулăшать,
Маттур çынсем пулăр тет.
 
Ырă чунлă вăл, ĕçчен,
Пĕрмаях хитре çÿрет.
Юратнă вĕрентекен,
Ăна тав тăвас килет.
 
Алексей Семенов, 8а класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 298 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çур сăмахран ăнланакан,
Пире ăс-хакăл паракан,
Тĕрĕс çул-йĕр кăтартакан,
Пиртен ырă çын тăвакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
Ăш сăмахпа ăшăтакан,
Ăш кулăпа саламлакан,
Ырми-канми тăрăшакан,
Вĕренÿре пулăшакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
Пуриншĕн те кулянакан,
Пуриншĕн те савăнакан,
Пурне те тĕрĕс хаклакан,
Пурне те ырă сунакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
Эпир пурте юратакан,
Чунра ыр йĕр хăваракан,
Нихçан та асăмран тухман,
Анне пекех туйăнакан…
Кам-ши вăл?
Вăл – пирĕн учитель.
 
Анжела Миронова, 8а класс, 
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ.
Ертÿçи - Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 336 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ман юратнă кукамай
Ватăлать çул иртнĕ май.
Анчах чунĕ çамрăках,
Çавăншăн ăна тавах.
 
Кукамайăм, кукамай!
Тунсăхлатăп эп пĕрмай.
Сана питĕ хисеплетĕп,
Килессе чунтан кĕтетĕп.
 
Хĕрĕх тватă çул шкулта
Вĕрентекенре ĕçлерĕн.
Ăслă çын çак тапхăрта
Пит нумай эс хатĕрлерĕн.
 
Эс вĕрентнĕ ачасем
Нихăçан сана манмаççĕ.
Уяв ячĕпе вĕсем
Салам хучĕсем яраççĕ.
 
Кукамай, эс ан кулян
Çулусем иртсе пынишĕн.
Эсĕ чунупа пуян –
Хĕпĕрте хăв телейлишĕн.
 
Эс пурришĕн савăнатăп,
Сан умра пуçа таятăп:
Пархатарлă ĕçÿсемшĕн,
Пурăнма пехил панишĕн.
 
Сана эпĕ юрататăп,
Ăраскал, телей сунатăп.
Сывлăху сан çирĕп пултăр,
Ĕмĕрÿ сан вăрăм пултăр.
 
 
Семенова Кристина, 8а класс, 
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ.
Ертÿçи - Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 318 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пĕрремĕш хут ача шкула килет,
Пĕрремĕш хутчен вăл класа кĕрет,
Пĕрремĕш учитель савăнса пăхать,
Пĕлÿ кунĕпе ăшшăн саламлать.
 
Хаваслă туйăм çуралать шкулта:
Кунта юлташсем, учитель умра –
Калать вăл, калать, кăшт кулса илет,
Ун ырă сăн-пичĕ пире килĕшет.
 
Пăхать вĕрентекен, пурне те сăнать,
Ун çепĕç сасси чуна ăшăтать.
Вăл пур ачана та ăс-хакăл парать.
Вăл пур ачана та пĕр пек юратать.
             
Анне пек сăпай вăл, анне пек ĕçчен,
Ыр çын тăвасшăн çунать вăл пиртен.
Кашнин валлиех ăш сăмахĕ çитет.
Куллен пирĕнпе тăрăшса вăл ĕçлет.
 
Сăмахĕ ун витĕмлĕ, тĕрĕс, паха.
Чĕрийĕ ун сисĕмлĕ, пуян, таса.
Таланчĕ ун пысăк, ĕмĕчĕ çутă –
Пуриншĕн те вăл хаклă, чыслă, ырă.
 
Нимпе виçме çук ун сумлă ĕçне,
Нимле сăмахпа тав туса пĕтерме:
Ун çутă сăнарĕ юлать чĕрере,
Ун ăслă сăмахĕ манпа – ĕмĕре. 

 

Марков Николай, 9б класс,                                        
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 313 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz