Юнкун, 06.11.2024, 18:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 441-445
Страницăсем: « 1 2 ... 87 88 89 90 91 ... 107 108 »

Вылякансем:
Ирина – 14 çулхи хĕр
Коля, Саша – пĕр класс ачисем
Слава – çĕнĕ вĕренекен
Лидия Владимировна – чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
Петр Максимович – физкультура вĕрентекен çамрăк учитель
Елизавета Максимовна – социаллă педагог
 
Çутă вĕренÿ класĕ. Учитель сĕтелĕ  çинче --  кĕнекесен купи. Çиелте – Çеçпĕл Мишши çырнă «Пурнăçпа вилĕм» сăвви.
Урока пĕрремĕш шăнкăрав янрарĕ. Ачасем класа васкавлăн кĕчĕç. Тупăшрĕç, калаçрĕç, кулкаларĕç. Тепĕр самантран алăка уçса учитель кĕчĕ.
 
 
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Ырă кун пултăр, ачасем!
А ч а с е м: Сывлăх сунатăп.
Л и д и я В л а д и м и р о в н а. Кам çук паян класра? (куçне çĕклесе пăхмасăрах ыйтрĕ учитель.)
К а т я. Матвеева Ирина тата Саша Петров.
Л и д и я  В л а д и м и р о в н а. Ашшĕ-амăшĕ çук та ытла чăрсăрланса кайрĕ çав хĕр. Эсир те урока хатĕрленмесен ун пек анса ларатăр. Инçе юлмарĕ.
 
Алăк чĕриклетни илтĕнчĕ. Ку Ирина пулчĕ
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 1035 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

П е т р  М а к с и м о в и ч. Командирсем, кунталла килетпĕр. Кам ман хăш алăра шăхлич выртнине пĕлет, çавсем пĕрремĕш пулаççĕ.
К о л я. Кунта (сулахай алла çапса каларĕ).
С а ш а. Сылтăмминче.
П ç т р  М а к с и м о в и ч.  Кольăсен команди пĕрремĕш пулать. Вăл тĕрĕс пĕлчĕ.
К о л я. (ачасене вырнаçтарса тăратса). Катя, эсĕ сетка патнерех тăр. Вася, шнурокна çых, кофту çаннисене тавăр. Вăл чăрмантарать сана. Пирĕн вара çĕнтермелле.
С а ш а. (хăйĕн ушкăнĕни тус-тантăшĕсене). Йĕркеллĕ выльăр.
 
   Вăйă пуçланчĕ. Саккăрмĕш класс ачисен сасси таврари шăплăха хупларĕ.        Ачасем хушшинче пĕр Ирина çеç курăнмарĕ. Вăл сак çинче ларчĕ.   
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 700 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Паян пирĕн пата класа природоведени вĕрентме Лилия Владимировна килчĕ. Луиза Петровна чирленĕ терĕç.
-Пĕлетĕр-и, ачасем, эпĕ виç кун каялла çеç Тĕнче уçлăхĕнчи юлташран  электрон почтăпа çыру илтĕм, - терĕ вăл.
-Ну… - хăюсăррăн сăмах хушрĕ сарă çÿçлĕ, хыçалти парта хушшинче ларакан Оля.
Лилия Владимировна ачасене куçран тимлĕн сăнаса пăхрĕ те каласа пама тытăнчĕ:     
-Акă мĕн çырса пĕлтерчĕ мана çĕнĕ тусăм.
Ĕлĕк-авал, пин-пин ĕмĕр каялла Тĕнче уçлăхĕнче пĕлĕтсемпе çăлтăрсемсĕр пуçне нимĕн те пулман. Тачка та тĕттĕм, çутă та сапаланчăк пĕлĕтсем кунĕн-çĕрĕн хуçаланнă, унталла та кунталла тĕлли-паллисĕр шунă, çĕрлесерен çăлтăрсен вăййипе киленнĕ. Çăлтăрсем вара пĕтĕм тĕнчипе сапаланнă. Кашни çăлтăр машин фари евĕр çутатакан темиçешер пин куçсенчен тăнă. Вĕсем каç еннелле пĕрле пухăнса пĕр-пĕринчен хытăрах çутатмалла вылянă. Иккен, çав вăхăтра çăлтăрсен амăшĕ, Ама çăлтăр, Тĕттĕме хирĕç кĕрешнĕ, çавăнпа вăл хăйĕн ачисене йышлă çуратнă тата вĕсене çутă хăвачĕ парнеленĕ. Ара, уçлăха çутă парнелеме, Тĕттĕме çĕнтерме ĕмĕтленнĕ вăл. Ачисем амăшне чун-чĕререн хисепленĕ. Сĕмсĕр Тĕттĕме парăнтарас тĕллевпе унпа пĕрле пĕр шелсĕр çутатнă. Вăй-халĕ пĕтсе çитнĕ çăлтăрсем вара юлашки çутă пайăркисене çутатса çĕре ÿкнĕ. Ахальтен мар паянхи кун çăлтăр ÿкнине курсан: «Манăн çăлтăр тÿпере,»- теççĕ. Çăлтăр ÿкнĕ вăхăтра мĕн çинчен те пулин шухăшлама ĕлкĕрсен, çав ĕмĕт пурнăçланма пултарать тесе ĕненеççĕ çынсем.
-Лилия Владимировна, эпĕ çăлтăр ÿкнине пĕрре анчах курнă,- хăй шухăшне пытармарĕ Якку.
-Ан чăрмантар-ха эсĕ. Лилия Владимировна, çăлтăрĕсем вĕсем пурте ÿксе пĕтме пултараççĕ-шим? - кăсăкланчĕ пурне те пĕлме юратакан Петĕр. 
-Халĕ çук,- кĕске пулчĕ учитель хуравĕ. -Ун чухне вара, Ама Çăлтăрăн та вăйĕсем пĕтеççĕ. Вăл кĕç-вĕç ÿкес пек çÿç пĕрчи çинче тытăнса тăрать. Унăн пепкисем вара уçлăхра пĕччен юлĕç. Вĕсем пулăшу ыйтаççĕ. Мĕнпе пулăшма пултарĕç-ши çăлтăрсене пĕлĕтсем? Тĕрĕс, нимĕнпе те. Тĕттĕме пулăшсан çеç.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 331 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Манăн анне лавккара
Куллен ĕçлет сутăçра.
Килен-каян çынсене
Сутать кирлĕ таварне.
 
Шкул ачине – пĕремĕк,
Вылямалли мечĕк.
Ватă çынсене вара 
Сĕнет çемçе çăкăра.

Кирлĕ тавар вăл сутать-
Тем туянма та пулать.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 345 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Килчĕ! Килчĕ! Çуркунне!
Юхан шывсем те тухрĕç.
Хĕвел хытă пĕçертет.
Сивĕ юра пĕтерет.
 
Ачасем урама тухаç.
Савăнаççĕ йăл кулса.ĕ
Кăшкăраççĕ те кулаç.
Хĕл иртет çке макăрса.
 
Ах! Çуркунне! Çуркунне!
Савăнтаран çке эс пире.
Ăшшипе, хĕвелĕпе
Тата чун хавалĕпе.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 352 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz