Ытларикун, 05.11.2024, 22:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 6-10
Страницăсем: « 1 2 3 4 ... 107 108 »

Хĕвелпе хĕмленет çуркунне,

Ăшшипе чĕрĕлет çутçанталăк.

Чечекпе эрешлет вăл тумне,

Ырлăхра савăнать вĕçен кайăк.

 

Çулсерен хитререх тăван ен

Çĕнĕлет чун юратнă тавралăх.

Илĕртет яланах ытамне,

Кăмăлтан уçăлма кунта лайăх.

 

Çу уявĕ мăнаçлăн янрать,

Çĕнтерỹ чĕрере асăнмалăх.

Сĕм вăрман чĕрĕлсе пуç таять,

Салтаксем пек патвар-çке юманлăх.

 

Пурнăçра ырă вăй çĕнтерет

Çĕкленме сăлтав пур халь пурин те.

Ăшăтать чĕрене çут тивлет,

Сар хĕвелĕн телейлĕ кулли пек.

Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 346 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

(Çĕнĕ Выççăлккă ялĕнче пурăнакан Вера Васильевна Матвеевана Аслă вăрçă асапĕнчен кил-йышăма хăтарнишĕн чысласа)

Аппаçăма эп сăнласшăн,

Килĕр, çепĕç сăмахсем!

Кил-йышна тертрен çăласшăн

Иртрĕç сан яш кунусем.

 

Вăрçă хирĕ кĕр-кĕрлерĕ,

Вилĕм сапрĕ çĕр çине.

Çын куççулĕпе тĕрлерĕ

Гитлер хăйĕн тĕррине.

 

Вăтанмас чуна уçмашкăн —

Умран нишлĕх çухалман.

Ялсенче çỹрерĕ кашкăр —

Хăратма арçын пулман.

 

Лашапа çĕр сухаланнă,

Тытнă эс чĕлпĕрĕнчен.

Çĕнтерỹшĕн нушаланнă

Манса çамрăклăх çинчен:

 

Тырă вырнă, утă çулнă,

Парăннă сана вăрман.

Пахча тунă, шоссе тунă,

Шикленсе нихçан ларман.

 

Эх, хăçан-ши эсĕ каннă?

Кил-йыш та ыйтать йĕрке.

Пăрчăкан пек кускаланă

Пĕр тухмасăр ирĕке.

 

Шак, шаккаççĕ ултă кашăк...

Тĕлĕнеп халь шутласан.

Тарнă çумран юрă-ташă...

Çапла килчĕ шăпу сан.

 

Сăпка хуçи те эс пулнă,

Эпĕ выртнă-çке унта.

Хăв кулсан, тен, эп те кулнă.

Çумра çывăх çын пуртан.

 

Апая шеп хисепленĕ,

Йăл тутам халь сарăлать.

Фермăра чысне çĕкленĕ,

Шутласан, пыр капланать.

 

Костер-курăк хулăн, çỹллĕ,

Çулатчĕ вăл ир-ирех.

Пулин хамăр ача пỹллĕ,

Вăй-хал хунă пурпĕрех...

 

Сар хĕвеллĕн çуталатăн

Эс, аппаçăм умăмра.

Юратуллăн пуç таятăп

Ыр тунишĕн пурнăçра! В

 

ăрăм ĕмĕр эсĕ пурăн

(Илчех вăрçă сывлăха)!

Кунĕсем пурах-мĕн Туррăн,

Çăтмах та парнелĕ-ха!

Валентина Рудникова | Миçе çын пăхнă: 301 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Районти вулавăш ĕçченĕсене халалласа

Сахал мар кĕнеке тусĕсем,

Черетре те нумай кĕтекен...

Вулама юратаççĕ вĕсем —

Пурнăçра усси пур кĕнекен!

 

Вулаканшăн уçах алăксем,

Кулленех паллашма çĕннипе,

Ытларах кăмăллаç çамрăксем —

Тăван килĕ пекех чăннипе.

 

Килсерен кĕнеке çутипе

Ăнтăлатпăр пĕлỹ тĕнчине.

Тан утатпăр кун-çул уттипе —

Ыр сунатпăр мĕнпур çынсене...

 

Кĕнеке пире ăс панăран,

Малашне те вулар юратса...

Вăл ан кайтăр нихçан алăран —

Тăтăр çак пурнăçа çутатса!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 299 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

— Ват çынна никам юратмĕ

Тетĕр пуль?.. — Сахар, ай, ай

Сăмахне ахаль тапратнă

Сухалне якатнă май.

 

— Пиччене кулак тĕп турĕ

Пĕр кĕрхи çанталăкра...

Ах хама та нимĕç турĕ

Муталарĕ тамăкра.

 

Эп гранатăпа çунтартăм

Урса кайнă тăшмана.

Çавăн чух кăна çухатрăм

Хамăн сылтăм урана.

 

Халĕ те çĕрсех пĕтмен-тĕр

Ман ура лаппи унта.

Ун чухне эпир пинтен пĕр

Сывă юлнă ушкăнтан.

 

Тата тепĕр асăнмалăх

“Парне” юлчĕ нимĕçрен.

Кĕр çитсен сивви туймалăх

Пур осколка ман пĕçре.

 

Тимĕрпе чукун туптарĕ

Çĕр çăтман мĕлке нихçан

Çĕнмелле пек çирĕп тирлĕ

Хăйне туйнă пуль, айван.

 

Шур тăхлан — чĕрешĕн сивĕ,

Йывăр хурçă — пусарать.

Туслăхра — этем сып-сывă,

Çĕнтерет вăл пусмăра.

 

Ман тăван çĕршывăм аслă,

— Мĕнпур халăхшăн — телей.

Пурăнма чĕнет хаваслă,

Мирпе туслăх вăл пиллет.

 

Эпир туслăн калаçатпăр

Тĕрлĕ халăх чĕлхипе.

Çавăнпа та мухтанатпăр

Пур тăван пĕрле чухне.

 

Çĕр çинчи пур тĕрлĕ халăх

Çирĕп туслă пулнăран,

Вăйлине курса яланлăх

Тăшман пĕтрĕ паянтан.

 

Эп ак халь те пурăнатăп...

— Терĕ, çитмĕлти мучи —

Савăнса ăна тăнлатăп —

Вăл хăех телей хуçи.

Шетмĕ Михали пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 336 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Авкаланчăк Шетмĕ юхан шывĕ

Ик енпе кашлаççĕ хăмăшсем.

Ирĕн-каçăн канăçсăррăн темшĕн

Куç илмеççĕ сăрă хумсенчен.

 

Шĕмпĕлт-шĕмпĕлт чỹхенсе ачашшăн

Хумĕсем лăпкаççĕ хăмăшне.

Мĕн курни-илтни çинчен васкавлăн

Пĕлтереççĕ пулĕ пĕр-пĕрне.

 

Çырана,ав, чăнкине пăхмасăр

Сырса илнĕ çĕр чĕкеçĕсем.

Вĕсене пачах асăрхамасăр

Ярăнса вĕçеççĕ чарлансем.

 

Йывăçсем те пуçĕсене тайнă,

Саламлаççĕ тейĕн илеме.

Савнă Шетмĕ, чăннипех мухтавлă

Çулна тыт мал ĕмĕтсем патне.

Галина Яковлева-Çуткÿл | Миçе çын пăхнă: 365 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz