Нестер Янкас ячĕллĕ Премине памалли йĕрке
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ çакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне çирĕплетес, ÿссе çитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм çынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин çитĕнĕвĕсене халăх хушшинче сарас енпе тунă ĕçсемшĕн хавхалантарасси.
Премие чăваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, муниципаллă округри ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.
Премие уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.
Премие тивĕçлĕ кандидатсене Нестер Янкас çуралнă кунччен икĕ уйăх малтан тăратма пуçлаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ. Пулас лауреатăн тата лауреат кандидатне тăратакан организацин Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн членне кĕмелле, ăна ун çинчен çирĕплетекен свидетельство параççĕ.
Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен преми лауреачĕ ята пама пĕрлĕх правленийĕ ятарлă комисси йĕркелет. Комисси йышĕнче культура, искусство тата литература пултарулăхĕнче палăрнă çынсем çурринчен кая мар пулмалла.
ПРЕМИ УЧРЕДИТЕЛĔСЕМ:
- Н.К.Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ.
- Муниципаллă округри агропромышленность комплексĕнче ĕçлекен работниксен профсоюз организацийĕ.
- Муниципаллă округри культура работникĕсен профсоюз организацийĕ.
- Муниципаллă округри патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекен работниксен профсоюз организацийĕ.
- Муниципаллă округри халăха вĕрентес ĕç работникĕсен профсоюз организацийĕ.
- Муниципаллă округри медицина работникĕсен профсоюз организацийĕ.
- "Ял пурнăçĕ" хаçат редакцийĕ.
- Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕх.
Преми фондне учредительсем е лауреата кандидата тăратакан организацисем Нестер Янкас пĕрлĕхĕн правленийĕпе калаçса килĕшсе, пĕрлĕхĕн хывăм-счечĕ çине çителĕклĕ укçа-тенкĕ хывса пухаççĕ. Преми лаурачĕсен уйрăм спонсорсем те пулма пултараççĕ. Ун пек чухне спонсорсен хăйсен ирĕкĕпе пухнă укçа-тенкĕпе Преми паракан ятарлă комисси суйласа илнĕ çынна преми пама ирĕк пур. Премие укçалла та, парне-япалалла та пама юрать.
Премисен шутне Преми паракан ятарлă комисси палăртать. Вĕсене уйрăм ентешсене, çав шутра муниципаллă округ тулашĕнче ĕçлесе пурăнакан, литературăра, искусствăра тата культура аталанăвĕнче палăрнă ентешсене, пултарулăх енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн параççĕ. Уйрăм премие пултарулăх коллективĕсене, культура çурчĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, предприятисемпе учрежденисене, коллективлă тата фермер хуçалăхĕсене, коммерцилле майпа ĕçлекен фирмăсене пама пултараççĕ.
Премипе пĕрле лауреата çакна çирĕплетекен Диплом тата лауреатăн ятарлă паллине (медальне) параççĕ. Вĕсене пĕрлĕхĕн Нестер Янкас поэта халалласа ирттерекен савăнăçлă каçĕнче чаплă лару-тăрура парса чыслаççĕ.
Йĕркене пĕрлĕхĕн йĕркелÿ конференцийĕнче
1989 çулхи раштавăн 22-мĕшĕнче çирĕплетнĕ,
2000, 2009, 2016, 2021 çулсенче улшăнусем кĕртнĕ.
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальне памалли йĕрке
Медале чăваш культурипе искусствине тата литературине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, муниципаллă округри ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.
Медале чăвашлăх ĕçĕнче палăрнă уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ.
Медале тивĕçлĕ кандидатсене Чăваш Республикин патшалăх уявĕсен кунĕсем, Нестер Янкас поэт çуралнă кун тата ун ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕ кун тĕлне пĕр уйăх малтан тăратма пуçлаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ. Тăратакан организацин Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн коллективлă членне кĕме ыйтса çырмалла, тивĕçлĕ взнос укçи тÿлемелле. Кунсăр пуçне тăратнă çыннăн автобиографийĕ, пичетпе алă пусса çирĕплетнĕ характеристики тата тăратакан организацин сĕнÿ хучĕ пулмалла.
Медале пама пĕрлĕх правленийĕ ятарлă комисси йĕркелет. Комисси йышĕнче культура, искусство тата литература пултарулăхĕнче палăрнă çынсем çурринчен кая мар пулмалла.
Медале 6 номинаципе пама пултараççĕ: литературăпа публицистика енĕпе, ÿнер аталанăвĕн тĕрлĕ енĕпе, культурăпа спорт тата туризм енĕпе, вĕрентÿпе хушма пĕлÿ енĕпе, коммерципе производство енĕпе, ертÿлĕх енĕпе.
Медалĕн пиччен енне чăвашла-вырăсла «Медаль «Чăвашлăха аталантарнăшăн» тата «За развитие чувашской культуры» тесе çырнă. Кунсăр пуçне чăваш тĕррин символла пĕлтерĕшлĕ ÿкерчĕкне сăнланă. Вăл пултарулăхăн чи çÿллĕ шайне ăнтăлнине тата халăх пĕрлĕхĕн ăнланулăхне пĕлтерет. Медалĕн тÿнтер енне «Общество литературы, искусства и культуры имени Нестера Янгаса» тесе çырнă, ăна сакăр кĕтеслĕ çăлтăрсен çавра ярăмĕпе илемлетнĕ.
Наградăна тивĕçнĕ уйрăм çынсене тата коллективсене чаплă ларура е савăнăçлă уявра чыслаççĕ. Чыслав паллипе пĕрле наградăна ĕнентерекен удостоверени параççĕ.
Йĕркене Н.К. Янкас пĕрлĕх правленийĕн
2018 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче иртнĕ
черетлĕ ларăвĕнче сÿтсе явса çирĕплетнĕ,
2021 çулхи юпа уйăхĕнче улшăнусем кĕртнĕ.
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн "Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн" орденне памалли йĕрке
Ордена чăваш культурипе искусствине тата литературине малалла аталантарас ĕçре уйрăмах палăрнăшăн, муниципаллă округри ял çыннисен тĕрлĕ социаллă сийĕн культура аталанăвĕнчи халăх пултарулăхĕн хастарлăхне ÿстернĕшĕн параççĕ.
Ордена чăвашлăх ĕçĕнче палăрнă уйрăм пултаруллă çынсене, пултарулăх коллективĕсене, шкулсемпе ача сачĕсене, патшалăх предприятийĕсемпе учрежденийĕсене, коммерциллĕ фирмăсене тата ĕç коллективĕсене пама пултараççĕ. Ăна "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медале маларах тивĕçнĕ çынсене парса чыслаççĕ.
Ордена тивĕçлĕ кандидатсене Чăваш Республикин патшалăх уявĕсен кунĕсем, Нестер Янкас поэт çуралнă кун тата ун ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕ кун тĕлне пĕр уйăх малтан тăратма пуçлаççĕ. Кандидатсене политикăлла партисемпе обществăлла юхăмсем, профсоюзсен тата творчествăлла пĕрлешÿсен ертсе пыракан органĕсем, ĕç коллективĕсем тăратма пултараççĕ. Тăратакан организацин Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн коллективлă членне кĕме ыйтса çырмалла, тивĕçлĕ взнос укçи тÿлемелле. Кунсăр пуçне тăратнă çыннăн автобиографийĕ, пичетпе алă пусса çирĕплетнĕ характеристики тата тăратакан организацин сĕнÿ хучĕ пулмалла.
Ордена пама пĕрлĕх правленийĕ ятарлă комисси йĕркелет. Комисси йышĕнче культура, искусство тата литература пултарулăхĕнче палăрнă çынсем çурринчен кая мар пулмалла.
Ордена 6 номинаципе пама пултараççĕ: литературăпа публицистика енĕпе, ÿнер аталанăвĕн тĕрлĕ енĕпе, культурăпа спорт енĕпе, вĕрентÿпе хушма пĕлÿ енĕпе, коммерципе производство енĕпе, ертÿлĕх енĕпе.
Орденăн пиччен енне вырăсла «За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры. Общество имени Нестера Янгаса» тесе çырнă. Варрине Нестер Янкас поэтăн сăнне, ун айне чăваш тĕррин символла пĕлтерĕшлĕ ÿкерчĕкне,тавра - лавр çулçинчен калăпланă кăшăл вырнаçтарнă. Орден Раççей триколор лентипе илемлетнĕ колодкăран çакăнса тăрать.
Наградăна тивĕçнĕ уйрăм çынсене тата коллективсене чаплă ларура е савăнăçлă уявра чыслаççĕ. Чыслав паллипе пĕрле наградăна ĕнентерекен удостоверени параççĕ.
Йĕркене Н.К. Янкас пĕрлĕх правленийĕн
2019 çулхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕнче иртнĕ
черетлĕ ларăвĕнче сÿтсе явса çирĕплетнĕ,
2021 çулхи юпа уйăхĕнче улшăнусем кĕртнĕ.
"Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ" паллăна памалли йĕрке
Пĕрпайташĕ пулма устава йышăнакан тата унпа çыхăнса тăракан тĕллевсене пурнăçлама хăй ирĕкĕпе килĕшекен кирек епле гражданин та, çав шутра шкул ачи те, пултарать. Пĕрлĕх пайташĕн хăйĕн пултарулăхне çирĕплетекен материалсем пурри кирлĕ, сцена ăстин е культура ĕçченĕн ятне тивĕçлĕ пулнине кăтартмалла. Ÿсĕмпе 75 çула çитнĕ янкасçăсене чăн пайташран хисеплĕ пайташа куçараççĕ, вĕсенчен чи хастаррисене "Неçтĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн хисеплĕ пайташĕ" ("Почётный член общества имени Нестера Янгаса") паллăпа чыслаççĕ. (Пĕрлĕх Уставĕнчен).
"Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн Лауреат дипломĕ, Свидетельство, Хисеп хучĕ тата Тав хучĕ памалли йĕрке
Пулас лауреатăн тата лауреат кандидатне тăратакан организацин Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн членне кĕмелле, ăна ун çинчен çирĕплетекен свидетельство параççĕ. Нестер Янкас ячĕллĕ Премипе пĕрле лауреата çакна çирĕплетекен Диплом тата лауреатăн ятарлă паллине (медальне) параççĕ. Вĕсене пĕрлĕхĕн Нестер Янкас поэта халалласа ирттерекен савăнăçлă каçĕнче чаплă лару-тăрура парса чыслаççĕ.Пĕрлĕхĕн чи хастар пайташĕсене Хисеп хучĕпе тата Тав хучĕпе чыслаççĕ (Пĕрлĕх Уставĕнчен).
|