Шăматкун, 28.12.2024, 23:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Пуç çавăрмăш. Калав./"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
Чун тăвăрланса килсен куç алăкне яри уçса ирĕк тÿпенелле тинкерес пулать тени пырса çапрĕ Славикăн йывăр шухăшсемпе арпашăнса пĕтнĕ пуçне. Мĕнле çĕнмелле ĕнтĕ халь сан хăватна? 
Тÿлек çанталăкĕ те шкултан таврăнакан ачана пулăшаймарĕ. Кайăксен чÿхенсе тăракан сасси юрă шăрантарнăн мар, темле вĕçсĕр-хĕрсĕр чарăнми симфони евĕр туйăнчĕ. Йывăррăн утса пынă май Славик çав кайăксем çине кăмăлсăррăн пăхса илчĕ. Пăхăсăн, лешсем ăна ăнланаççĕ пек тата — пĕр самант шăпланчĕç. Арçын ачан куçĕнче шевле выляма пикенчĕ. Хăй те сисмерĕ-  иртни унăн асне вăрăнчĕ. 
Сывлăм ÿкнĕ йывăç-курăк çине, илемлĕ те капăр пÿрт тăррисем çине çутă та мăнаçлă хĕвел пайăркисем хаваслăн сапаланчĕç. Тутлăн та ăшшăн хуп турттаракан Славикăн ачаш пичĕ çине те ÿкмесĕр юлмарĕç. Йăл-йăл кулса
сĕртĕнчĕç вĕсем арçын ача питне. Кайăк-кĕшĕк юрри илтĕннипе пĕрлех тĕлĕнмелле ырă шăршă тарăннăн сывлакан сăмсана палкаса кĕчĕ. Çурма уçă чÿречерен вĕçсе кĕнĕ варкăш çилĕ те мăйĕнчен сăр! пырса ачашларĕ. Славик çакна туйса илчĕ тейĕн. Пĕр айккинчен тепĕр айккине вăш-ш! çаврăнса выртрĕ. Тутлă ыйхăпа киленсе тăранман пуль-иç, мăнтарăн ачи. Эх, выртасчĕ те туясчĕ пĕр кана чун каниччен çак телее!
Анчах кил-терĕшри ĕçсем пуррине аса илсен Славикăн çемçе тÿшек çинчен йăпăр-япăр сиксе анма тиврĕ. Сенкер кăвак тĕслĕрех куçне пĕр-иккĕ мăчлаттарса илчĕ, чÿречерен пăхса çĕнĕ куна савăнăçлăн саламларĕ те хăй те сисмесĕр тенĕ пек кил картине чупса тухрĕ.
Чи малтанах арçын ача тирĕкри тăрна куçĕ пек тăрă çăл куç шывĕпе çăвăнса киленчĕ. Епле уçăлтарса ячĕ çак сиплĕ шыв унăн сÿрĕкрех шăм-шакне! Алла пит шăлли ярса тытнăччĕ кăна – Славикăн кĕрнеклĕ хул пуççийĕ çине йывăр алă ÿкрĕ. Вăрт! çаврăнса пăхрĕ Славик. Курчĕ те шанк! хытса кайрĕ ача юпа пек: ашшĕ тăра парать. Юратнă ашшĕ! Ăна курманни уйăх та çитрĕ вĕт!.. Килти хуçалăхра укçа кирлине ăнланса ĕнтĕ вăл инçетри хулана – Мускава тухса кайрĕ. Ашшĕне тек ĕмĕрне те курассăн туйăнмастчĕ Славика. Халь акă унăн юратнă çынни куç умĕнчех тăрать!
Чим-ха, тахçан çуталса тăракан пит çăмарти халĕ палăрмаллах туртăннă тем. Кулли те малтанхи мар:  ирĕксĕртен туни аванах палăрать. Ахăртнех, самаях ывăннă çул çинчен, вăйĕ те пĕтсе çитнĕ пуль, сывлăхĕ те хавшанă-и, тен. Çапла шутласа илчĕ те ывăлĕ ашшĕне питĕ шеллерĕ, чун-чĕререн хĕрхенчĕ.
-Сывă-и, Славик. О-о, аннÿ калашле, эсĕ чиперленсех кайнă. М-да, маттур, маттур! Ну, мĕнле пурăнтăр-ха мансăр?- пĕлесшĕн çунчĕ Александр Осипович.
-Эпĕр мĕн… Лайăхах-ха. Тулĕк сансăр пи-и-тĕ кичем,- терĕ те арçын ача
ашшĕн кĕреш ытамне кумма васкарĕ.
Нихçан уйăрми тăвансем пек ыталанса тăчĕç вĕсем.
-Чим, тĕпелте пылак кучченеç пур. Ятарласа сана валли илсе килтĕм. Кĕрсе сăйлан, ачам,- ăшшăн пуплерĕ ашшĕ ывăлне пăхса ытараймасăр.
Славик тепре калаттармарĕ - пÿртелле çиçĕм пек вĕçтерчĕ. Санькка пичи килти хуçалăхне йĕри-тавра пăхса çаврăнма шут тытрĕ. Пĕр уйăх хушшинче нимех те улшăнман пек. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ, юсавлă ĕç курăнмасть тем. Пĕлсех тăрать вăл: çак тирпейлĕх Славикăн вăр-вар аллисенчен килет. Ăшĕнче  мухтанчĕ ашшĕ хăйĕн тĕпренчĕкĕпе. Чăн, ĕçре кăна мар, вĕренÿре те пултаруллă унăн пепкийĕ. Çавăнпах та ĕнтĕ Санькка пичи ăна кĕсье телефонĕпе ыр пулма шутланă. Лешĕ кĕсьерех-ха. Киле пуçтарăниччен çеç туяннăччĕ парнине вăл. «Чи лайăххи» ,- тесе ĕнентернĕччĕ сутуçă. Укçине те сахалах ыйтмарĕ телефоншăн. Мĕнех, Славик  пĕртен-пĕр ывăлĕ-çке.
Славика кун йышши парне кÿрсен ывăлĕ тата ытларах ашшĕ-амăшне  савăнтарĕ ак! Самаях пайта пулĕ унран!
Ырă шухăшпа аташса кайнине сисмен те Санькка пичи – хыçалтан, ешерекен сад пахчи енчен, мăшăрĕн кăмăллă кĕмĕл сасси хăлхана пырса кĕчĕ:
-Саша! Ниушлĕ эсĕ?! – терĕ Алевтина инки, пĕр тĕлĕннĕскер, тепре çав тери телейлĕскер.
Вăрт! çаврăнчĕ мăшăрĕшĕн инçетре пĕрре мар тунсăхланă çемье пуçĕ.
-Эпĕ-иç, Аля. Вăт, таврăнтăм Мускавран, - арăмĕн кăмăлне ăнланса лăпкăн хуравларĕ леш.
Çĕрлесерен темиçешер вăранса кайса кĕтнĕ мăшăрĕ патне ыткăнса пынă май Алевтина инки садри шап-шур чечеке ларнă çамрăк улмуççие аса илтерчĕ,
хÿхĕм хĕр кĕлеткине халь те çухатман пирĕшти евĕр туйăнчĕ. Санькка пичин ялкăш сăнĕ часах тĕксĕмленч: Аля-Алевтина валли парне илсе килмен-çке! Эх, кулянмалли тупăнчĕ Санькка пичишĕн! Хăйне хăй ятларĕ.
«Пуçăм шăтăк та-çке»,- тесе ÿпкелешрĕ хăйне хăй. Çавăнпа та арăмĕнчен тархасласах каçару ыйтрĕ.
-Мĕн парни?! Маншăн чăрманма кирлех мар. Эсĕ сывă таврăнни - чи пысăк парне, - тесе лăплантарма пултарчĕ Алевтина инки чун савнин кăмăлне.
-Тепринче илсе килетĕпех. Шантаратăп,- куçран тÿррĕн пăхса каларĕ Санькка пичи. -Итле-ха, Аля-Алевтина. Эпĕ Славика пĕр парне тыттарасшăн... Пирĕн ачан телефон пуласси пирки мĕнле шутлатăн эсĕ?
-Хальтерех ир мар-и? Шкулне вĕренсе пĕтертĕр-ха малтан. Кайран вара, ман шутпа, ăна телефон шăпах кирлĕ пулать те. Хулара унсăр майĕ те çук,- хăйĕн шухăшне ялан тÿррĕн калама хăнăхнă майпа çирĕппĕн хуравларĕ ача амăшĕ. -Тепĕр тесен, Славика телефон парнелесен вăл кампа калаçĕ-ха? Пирĕн иксĕмĕрĕн те ун пек тупрамăр çук.
-Юлташĕсемпе хутшăнать ĕнтĕ, иçмасса. Ара, савăнса куртăр ĕнтĕ пĕрех хут. Пире те хуçалăхра самай пулăшать-çке. Çынсен ачисем пек янруххара çÿремест,- ывăлĕн хутне кĕме тăрăшрĕ ашшĕ. -Сан шутупа, мĕнлерех тусан лайăх пулать? Парнине эп илсе хума та ĕлкĕрнĕ-çке.
Айăпа кĕнĕ çын пек пăхса илчĕ упăшкийĕ кил хуçи арăмĕ çине.
-Ну, юрĕ. Илнĕ япала пĕр усăсăр ан вырттăр ĕнтĕ, - ирĕксĕртерех килĕшрĕ унпа Алевтина инки, хăйĕн пач урăхла шухăшĕсене çиеле ямасăр.
Кĕсье телефонне Санькка пичипе инки Славика çав кунах каçхи апата ларсан парнелеме килĕшсе татăлчĕç. Ывăлĕн чĕрийĕ вара кăкăртан тухса тарасла тапрĕ. Унран телейлĕ çын çĕр çинче çук та тейĕн. Сăн-пичĕ чĕре савăнăçĕн çутипе ялкăшрĕ. Сĕтел хушшинче вăл йĕп çинчи пек ларчĕ. Ниçта кайса кĕме пĕлмерĕ. Питĕ хĕпĕртерĕ. Мĕншĕн тетĕр-и? Унăн кăна-çке, тăххăрмĕш класа куçнă каччăн, телефон çук. Ытти ачасем вара еплерех пуçĕсене мăнаçлăн каçăртса çÿреççĕ. Хăйсем вĕренÿре ĕлкĕрсе пыраймаççĕ, çапах Славика тепĕр чух телефонĕсемпе хăмсараççĕ тата мур илесшĕсем. ĕнтĕ халĕ Славик та телефонлă пулчĕ. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче вăл та шкулта маххă памĕ.
Çак кунтан Славик хăйшĕн хаклă вăхăтне кĕсье телефонĕпе ирттерчĕ. Сисмерĕ те - вăйă тĕнчине парăнчĕ. Тăххăрмĕш класс хыççăн экзамен тытмалли çинчен те манчĕ тейĕн. Уроксенче те телефонпа усă курмасăр пултараймарĕ. Малтанласа тытăнса тăчĕ-ха, каярахпа — учитель сисиччен тесе парта айĕнче телефон тÿмисене хыпалансах хыпашларĕ. Килĕнче те ĕç тĕлне мана пуçларĕ.  Учительсен асăрхаттарăвĕсене шута та илмерĕ, ырă сĕнĕвĕсене  хăлхана та чикмерĕ. Пĕр сăмахпа, паллаймиех улшăнчĕ.
-Пĕтĕмпех кĕсье телефонĕнчен пуçланмарĕ-и-ха?- тем аса илнĕн хăйпе хăй калаçрĕ Славик шкултан килелле утнă май.
Паян унăн кăмăлĕ пĕрре те савăк мар. Тăххăрмĕш класри виççĕмĕш чĕрĕк паллисем асне ниепле те шăнăçаймарĕç. Тăнлавĕсем мăлатукпа шан! шан! çапнă евĕр чиксе ыратрĕç. Ирĕксĕр тенĕ пек хăйне хăр-тăлăххăн (килĕнче ашшĕпе амăшĕ кĕтеççĕ пулин те!) туйса илчĕ. Маларах тапса тăнă вăй-хăват çăл куçĕ Славикра ĕмĕрлĕхе типсе ларнă тейĕн.
Санькка пичи те улшăнчĕ Çĕнĕ çул хыççăн: унăн çутă сăнĕ кунран-кун тĕксĕмленсе пычĕ.  Кун сиктермесĕр тенĕ пек пÿлĕмре пĕр тĕлсĕр утрĕ. Пĕр-пĕр задача тупсăмне шырать тейĕн. Кăмăлĕ те, ăшĕ те пăтранчĕç. Ал ĕç тума та туртăм пулмарĕ. Апат та анми пулчĕ. Каçсерен пĕр шелсĕр çĕмĕрттерчĕ пуçне.  Мĕскер тусан канăç тупĕ-ши ĕнтĕ вăл халь тин? Чун хăтлăхне хăçан кĕтсе илĕ-ши? Арăмĕпе канашлама хăват çитереймерĕ. Те кулянтарас темерĕ, те хăйне ун умĕнче айăплă туйрĕ.
Ăна ывăлĕ улшăнни канăç памарĕ. Сисрĕ  Санькка пичи - Славика хаклă йышши парне илсе панă хыççăн арçын ачан сăмси каçăрăлчĕ. Хальхи пек ас тăвать-ха. Вăл кун Славиксен класс ертÿçине курчĕ. Лешĕ Славикăн пĕлĕвĕ чакса пынине систерчĕ. Килте тивĕçлĕ мера йышăнма ыйтрĕ.
Тулта хапха алăкĕ чĕриклетни илтĕнчĕ. Пÿрт алăкĕ те шартлатса илчĕ. Славик ăшă пÿрте кăвак сурăха кĕртрĕ. Хĕллехи уçă сывлăш Александр Осипович çан-çурăмне çÿçентерсех ячĕ. Эй, ку темех мар-ха. Чи хăрушши кунта - пач урăххи. Ывăлне шкултан таврăнасса кĕтсе илессĕн туйăнман Санькка пичие. Вăл пĕр самантра Славик патне çитсе тăчĕ.
-Пар телефонна!- пулчĕ унăн пĕрремĕш сăмах.
-Мĕн ятпа тет? Сана мĕн тума кирлĕ вăл? Эсĕ унпа усă курма та пĕлместĕн-çке!-пулчĕ ывăлĕн хуравĕ.
Ашшĕ çăмарти чăххине вĕрентме пуçланине сиссе хăй те сисмесĕр нихçан çапман ывăлне питрен çутăлтарса ячĕ. Ывăлĕ кăна кĕтменскер хăйĕн пÿлĕмĕ еннелле таплаттарчĕ, алăкне шартлаттарса хупса шалтан питĕрĕнсе ларчĕ. Çавăнтан ывăлĕпе ашшĕ хушшинче никам çапса çĕмĕрейми чул хÿме ÿссе ларчĕ тейĕн. Алевтина инки умĕнче çеç ним пулман пек тыткаларĕç хăйсене пĕр хушаматлă арсем.
-Ашшĕпе хăр-хар калаçма епле хăюлăх çитерет-ха йĕпе сăмса?- ниепле те тарăхма чарнаймарĕ Санькка пичи.
-Каçару ыйтмасăр та каçармастăп аттене. Кам ирĕк панă ăна ман çине алă çĕклеме?- тĕв тытрĕ ывăлĕ.
Тÿрленесси çинчен шутламарĕ Славик. Кунран кун вĕренÿ тĕлĕшĕнчен чакса пычĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, вăл иртĕхсе кайрĕ пулас. Шкултан таврăнсан сĕтел хушшинче апатланнă хыççăн арçын ача тÿрех сенкер экран умне чăмрĕ. Сумкине те  кравать çине вăркăнтара пуçларĕ.
-Хăть пулăшасчĕ пăртак та пулин. Çук вĕт. ĕç тĕлне пĕлмен çапкаланчăк пулса тăчĕ-ши? Малтан вара шкултан килсенех тем тепĕр  туса хуратчĕ. Хитре пурнăç тути-масиллĕ мар-ши вĕсен ачи?- шухăш çăмхине сÿтрĕ Санькка пичи.
 Савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та ача-пăчана амăшĕ пек никам та ăнланаймасть, кирлĕ чухлĕ йăпатаймасть, пулăшаймасть тенине аса илсен Санькка пичи мăшăрĕпе канашласа пăхма тĕллев тытрĕ-тытрех. Халь тин амăшĕ çеç Славикăн проблемине татса пама пултарать пек туйăнчĕ ăна.
   - Çилĕ кирек камăн та пур, ăна виçеллĕ тытас пулать. Славикпа иксĕрĕн хушша виççĕмĕш çын кĕни вырăнлă-ши вăл? Чуна уçса калаçса пăхмăн-и хăвах? Анчах ас ту: сивĕ сăмах часах сивĕтет, ырă сăмах ăшăтать. Сана хирĕç калани вăл Славик 
çитĕнсе пынине пĕлтермест-ши? Пĕве кĕнĕ чух вĕсен хăйсене кăтартас туйăм пысăк пулакан,-  Санькка пичие ăнлантарма тата хăй ăнланма тăрăшрĕ Алевтина инки.
-Килĕшмелле санпа, амăшĕ. Тем курса тăрас инкеке сирĕп-и, тен.
Санькка пичи ывăлĕпе çакăн пирки темиçе хут та сăмах хускатасшăн пулчĕ. Анчах ывăлĕ тинĕс хумĕ пек  арканса каяссине туйса илсен сăмах тапратмарĕ.  Славикăн çирĕпленмен чунне çапса хуçасран шикленчĕ кашниинче. Ывăлĕпе калаçма май килменни шăпах канăçсăрлантарать те ăна.
Çемье телейне амăшĕ тавăрма ăс-тăн çитерчĕ.
Славик пÿрте шикленсе кĕчĕ.
Ак тамаша, пÿрчĕпех сарăлнă пăшăхланă чăх какайĕн техĕмлĕ шăрши сăмсана кăтăклантарма пуçларĕ. Хăна пÿлĕмĕнче - шурă çивитти сарнă сĕтел хатĕр: унта улма-çырларан вĕретнĕ сĕткен, тĕрлĕ тĕслĕ кăлпасси, сар çу сĕрнĕ кукăль, шăккалат…- тем те пур. «Вăт тĕлĕнтермĕш, пĕр-пĕр праçник пуль-ха паян. Апла паян вĕсен ман валли вăхăт çук. Тен, чĕрĕк паллисем пирки те ыйтмĕç,»- шухăшларĕ вăл кăшт лăпланарах.
-Анне, мĕнле уяв ара паян? – пĕлесшĕн çунчĕ ача савăнăçлăрах курăнса.
-Уяв çав паян, ачам. Санăн уяв, пирĕн уяв. Ятарласах сана сума суса, хисеплесе ирттерер терĕмĕр аçупа. Паян виççĕмĕш чĕрĕк вĕçленнĕ-çке! Эсĕ пире, ват супнăсене, каçар ĕнтĕ. Хамăрăн ĕçсене пула сан çинчен тепре чух мансах каятпăр. Çавăнпа тÿрленме шутларăмăр. Атя, иртсе лар-ха ĕнтĕ сĕтел хушшине. Тутанса пăхар тутлă апат-çимĕçе,- кăлăк чăххи пек ăшталанчĕ амăшĕ.
Санькка пичи мăшăрĕпе килĕшсе текех ийа çав ийа тесе ларчĕ.
Славик уяв кĕрекине вырнаçса ларчĕ те  тăруках темшĕн шăпланчĕ. Темĕскер ăна шалтан пĕр шелсĕр кăшлама тытăнчĕ. Тĕрĕслемелли экзамента ăнсăртран-кĕмсĕрт «3» паллă çаклатни, чĕрĕк паллисем япăхланни канăç памарĕç ăна. Вĕренмесĕрех вĕренме пулать терĕ-ши? Мĕн улăштарчĕ-ха унăн урапа пек тикĕс çулпа пыракан пурнăçне? Мĕншĕн вăл çăмăлттайланса кайрĕ? Çак ыйтусем çине хурав шыраса асапланчĕ вăл.
 Ăна хирĕç ыррăн пăхса ларакан ашшĕ- амăшне куçран пăхма та темĕн ирĕк памарĕ. Çук, Славик капла тек апатланма хал çитереймест.
-Каçарăр мана, анне, атте. Анчах çак уява эпĕ тивĕç мар, - хăйĕн çĕнĕ туйăмĕсене парăнса пĕлтерчĕ Славик.
Ашшĕ-амăшĕн  ăшшăн йăл кулса пăхакан куçĕсене тимлĕрех тинкерсен ăнланса илчĕ: хальлĕхе Славик пĕтнĕ çынах мар-ха. Çавăнпа та вĕсене чунра çуралнине уçса пама шутларĕ. Малтан ăнланмаççĕ пуль тесе шикленни кăлăхах пулчĕ. Лешсем ывăлĕ хăйсемпе чуна уçса калаçнине кура нихçанхинчен йăваш пуплерĕç, пулăшма пулчĕç, ăна шанчĕç.
Тин ăнланчĕ Славик: ашшĕ парнеленĕ кĕсье телефонĕ уншăн пуç çавăрмăш пулчĕ. Уншăн çеç-и? Ашшĕпе амăшĕшĕн те.
Çав кун пĕр чĕлхе тупнă çемье çапла килĕшсе татăлчĕ: Славик кĕсье телефонне тек шкула илсе çÿремĕ, экзаменсене хатĕрленессипе тăтăш ларĕ, тăххăрмĕш класа «с отличием аттестатпа» пĕтерме тăрăшĕ.
Асамлă вăй Славикăн вĕренес туртăмне вăйлатрĕ. Хăйне те чунра ырă пулчĕ. Санькка пичипе инки те çăмăллăн сывласа ячĕç.
Экзаменсене вара чăнласах ăнăçлă тытма ăс-тăн çитерчĕ.

Авторĕ:  Красноармейски районĕн
Пикшик вăтам шкулĕн
10-мĕш класĕнче вĕренекен
Анисимова Ольга Александровна
 
Вĕрентекенĕ: чăваш чĕлхипе    литературине вĕрентекен
Тихонова Людмила Анатольевна
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (20.01.2010)
Миçе çын вуланă: 364 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz