Пĕрлĕх историйĕ
Вунă çул... Çирĕм çул... Вăтăр çул... Вăтăр пилĕк çул... Пурнăç талккăшне илес пулсан, нумаях та, сахалах та мар вăл. Шăп 35 çул каялла йĕркеленчĕ те Красноармейски районĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕ. Мĕнле чăмăртанчĕ-ха вăл? Камсем пуçарнипе?
1989 çул. Çĕршывра Михаил Горбачев пуçарнă çĕн йĕркелÿ тапхăрĕн ("перестройка") хĕрÿ вăхăчĕ. Ун чухне эпĕ (В.М.Михайлов, халĕ Красноармейски иккĕмĕш шкулĕнче ачасене чăваш сăмахĕ, культура, обществознани, экономика тата право вĕрентетĕп) КПСС Красноармейски райкомĕн идеологи пайĕн инструкторĕнче вăй хураттăм. Пур çĕрте те тĕрлĕ юхăмсем йĕркеленетчĕç, политика тата дискусси клубĕсем уçăлатчĕç - демократиллĕ социализм тăватпăр тетчĕç. Çавна май парти райкомне те демократи юхăмĕ пырса çапрĕ. Район хаçатĕнче те ирĕк шухăшлă статьясем курăнкалама пуçларĕç. Дискусси политклубĕ те уçăлчĕ.
Парти райкомĕнче эпĕ районти культура аталанăвĕшĕн яваплă çын (идеологи пайĕн инструкторĕ) шутланаттăм. Çавăнпа та культура пайĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн ĕçлеме тăрăшаттăм. Культура пайĕн планеркисене, вĕсем ирттерекен мероприятисене хутшăнаттăм, парти райкомĕ енчен сĕннĕ ĕçсене йĕркелеттĕм. Çак вăхăталлах Муркаш районĕнчи чăваш маттурĕсем тури чăвашсен "Вирьял" юхăмне йĕркелеме шут тытнă. Е.Ерагин, Ю.Фролов, О.Тарасов тата ыттисем оргкомитет йĕркеленĕ те, тури чăвашсен ентешĕ-представителĕсене пухса, йĕркелÿ (учредительнăй) пухăвĕ ирттерме тĕллев тытнă. Форумне вара тури чăвашсен фольклор ушкăнĕсен уявĕ пек хыпарланă. Шăпах çак уява чĕнсе янă йыхрав хучĕ Красноармейскине те çитет. Эпир те, фольклор ушкăнне ертсе, районти культура çурчĕн ĕçченĕсемпе пĕрле, Муркашри культура çуртне тухса кайрăмăр. Октябрь (юпа) уйăхĕн вĕçĕ. Сивĕ. Çăрăлчăк, пылчăклă. Çул çинче, Муркаша тÿрĕрен çитес тесе, Тавăт çырминче лакса та лартăмăр. Трактор тупса туртса кăлартăмăр та палăртнă çĕре çитрĕмĕрех.
Халăх самаях пухăннăччĕ. Кам хăш-хăш районтан килнине пĕлсе те ĕлкĕреймерĕмĕр - Муркаш парти райкомĕн секретарĕ (хĕрарăмччĕ, хушаматне-ятне астумастăп) килсе çитрĕ. Пирĕнтен ыйтма пуçларĕ: мĕн тĕллевпе килнĕ?...Эпĕ Красноармейски райкомĕн инструкторĕ пулнине пĕлсен, мана та ĕçрен кăларса ярассипе хăратрĕ. Эпир, чăнах та, фольклор уявне килнине ĕненсен, пирĕнпе хушша-хуппа кĕмерĕ. Шупашкартан делегаци çитрĕ, ăна В.Никитин - Станьял ăсчах ертсе килнĕ. Вара "Вирьял" юхăм йĕркелеме килнисем пирĕнтен уйрăлса урăх çĕре (библиотекăн вулав залне) куçрĕç. Фольклор уявĕ те пуçланчĕ. Сăмах май, унта хам та хутшăнтăм. Юрий Миронов баянист вылянипе чăваш халăх юрри юрласа патăм.
Темиçе кун иртсен Муркаш ачисем "Вирьял" юхăм йĕркелени çинчен çырнă хаçат материалĕсем ярса пачĕç. Парти райкомĕн секретарĕ çак пулăма (форума) хирĕç пулнине паян кунччен те ăнланаймастăп. Унта патшалăха хирĕç тунă нимĕнле ĕç те курмарăм. Тĕрĕссипе,тавçăрса илме те пулать-ха. "Çÿлтисем" хушнă пуль... Мĕншĕн тесен хăй вăхăтĕнче республикăмăрти маттур чăвашсем И.Я.Яковлев ячĕллĕ çут ĕç обществи йĕркелесшĕнччĕ, анчах коммунистсен (КПСС) парти обкомĕ ăна тума ирĕк памарĕ. Çав обществăна каярах Чĕмпĕр чăвашĕсем йĕркелерĕç (1988 ç.), вăл халĕ те йĕркеллĕ ĕçлет, тулай чăвашĕсен сăваплă ĕçне туса пырать. Шăпах çак обществăн Уставĕ ман алла лекрĕ те - вăл "Ялав" журналта пичетленнĕччĕ. Вара шухăша кайрăм. Тен, çавнашкал общество хамăр патра та йĕркелемелле? Парти райкомĕнче калаçса пăхрăм (идеологи енĕпе ĕçлекен секретарĕ В.А.Павлов, пай пуçлăхĕ В.М.Иванов). Вĕсем хирĕçлемерĕç. Парти политвĕренĕвĕн пÿлĕмĕн пуçлăхĕ В.В.Семенов тĕрлĕ енлĕ творчесто çыннисенчен агитбригада йĕркелеме сĕнчĕ. Çак ыйтăва татса пама ятарласа Культурăпа спорт комплексĕн (КСК) координаци канашĕн ларăвне ирттертĕмĕр.Общество йĕркелеме шут тытрăмăр. Оргкомитет пуçлăхне суйларăмăр. Ăна мана лартасшăнччĕ, эпĕ хирĕçлерĕм - ертÿçĕ халăхран пулсан аванрах терĕм. Вара А.А.Раськин (район больницин рентгенологĕ) кандидатурине çирĕплетрĕмĕр. Оргкомитетра 9 çынччĕ. Мана вара председатель çумĕ пулма сĕнчĕç.
Шупашкарти хастар чăвашсем çак вăхăталлах Чăвашсен обществăпа культура центрне йĕркелес тĕлĕшпе тимлетчĕç. Унăн организациллĕ пĕрремĕш съезчĕ декабрĕн 3-мĕшĕнче филармони (халĕ Пукане театрĕ) çуртĕнче пулса иртрĕ. Хамăр районтан унта эпĕ пĕчченех хутшăнтăм. Мана районта пĕрлĕх йĕркелес ĕç канăç памасть вĕт-ха... ЧОКЦ йĕркеленнипе хавхаланса хамăр районти пĕрлĕхе йĕркелес тĕлĕшпе пушшех хытă тимлеме пуçларăмăр. Сăмах май, ЧОКЦ председательне – Юхма Мишшине хамăр форума чĕннĕччĕ. Темле сăлтава пула, килмерĕ.
Чи малтанах пĕрлĕхĕн Уставне çырса хатĕрлерĕм. Ăна юриспруденци енчен тĕрĕс йĕркелесе çырмаллаччĕ, унсăрăн регистраци витĕр тухма çукчĕ. Унпа аппаланнă хушăрах çĕнĕ шухăш та çуралчĕ. Патăрьелсем хăйсен тăрăхĕнчен тухнă чи пултаруллă çынсене Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми параççĕ. Çавăн йышши преми туса хума май çук-ши? Вара тÿрех Преми çинчен калакан йĕркев (положени) çырма лартăм. Преми лауреачĕ ята çирĕплетни район культурин аталанăвĕнче уйрăмах палăрнă тата пĕрлĕх ĕçĕнче тăрăшса вăй хуракансене хавхалантарма кирлĕ терĕм. Унсăрăн пĕрлĕх йĕркелес ĕç тата ăна малашне ăнăçлăĕçлеттересси те чарăнса ларма пултарать тесе шутларăм.
Пирĕн районта унчченех "Çавал хумĕсем" литпĕрлешÿ пурччĕ. Анчах çыравçăсене çеç пĕрлештерсе тăратчĕ вăл. Культура çурчĕ çумĕнче тата агитбригада ĕçлет, анчах вăл та юрă-ташăпа шÿт ăстисене çеç пĕрлештернĕччĕ. Ку пĕрлĕхĕн тĕллевĕ вара самай анлăрах: тĕрлĕ енлĕ пултарулăх çыннисене тата коллективсене пĕрлештерсе тăван ен культурине аталантарас ĕçре сумлă та пархатарлă ĕç тăвасси, халăхра талантсене шыраса тупса ÿстересси, хавхалантарасси, çĕклесси... Анчах преми укçине ăçтан тупас? Вара преми учредителĕсене шыраса тупрăмăр. Пĕтĕмпе 10 ĕç коллективĕпе обществăлла организаци килĕшрĕ çак ĕçе кÿлĕнме.
Йĕркелÿ пухăвĕ (организациллĕ конференци) декабрĕн 22-мĕшĕнче уçăлчĕ. Пухăва район тăрăхĕнче палăрнă çыравçăсене, хăй тĕллĕн вĕреннĕ композиторсене, ÿнер ăстисене, ал ĕç тата хушма ÿнер ăстисене, фотосăнар ăстисене, ялкорсемпе юнкорсене йыхравларăмăр. Йыхрав сăмахне тĕрлĕ тĕслĕ, илемлĕ открытка çине пичетлерĕмĕр. Устав проектне ротаторпа тиражларăмăр.
Конференцие пурĕ 50 çын ытла пухăнчĕ. Форум парти райкомĕн политвĕренÿ пÿлĕмĕнче уçăлчĕ, çак ыйтусене пăхса тухрĕ: районта литературăпа искусство тата культурăпа пултарулăх пĕрлĕхне туса хурасси (ку ыйтупа А.А.Раськин поэт тухса калаçрĕ); обществăн Уставĕпе преми йĕркевне (положенине) çирĕплетесси (В.М.Михайлов педагог, таврапĕлÿçĕ); мандат комиссине итлесси (Э.И.Петрова культработник); обществăн ĕç планне çирĕплетесси (З.Н.Смирнова культработник); обществăн правлени йышне суйласси; обществăн ревизи комиссине суйласси.
Конференцире чи малтанах пулас пулас пĕрлĕхĕн ячĕ-шывĕ пирки тавлашу çуралчĕ. Унăн ячĕ çапла çирĕпленчĕ: культурăпа искусство тата литература обществи (пĕрлĕхĕ). Пĕрлĕхе кам ятне парасси пирки те хĕрÿ калаçу пулчĕ. Хăш-пĕрисем пĕрлĕхе Нестер Янкас ятне пани вырăнлах мар терĕç, ăна хăй вăхăтĕнче репрессилени çинчен аса илчĕç. Марк Аттай ятне парас - вăл иртнĕ вăрçăра фашистсене хирĕç паттăррăн çапăçса пуç хунă терĕç. Çапах та, Нестер Янкасăн литературăри пултарулăхĕпе еткерĕ чылай ăстарах та пуянрах пулнине шута илсе пĕрлĕхе унăн ятнех парас терĕç. Çакăн пирки унăн тăван шăллĕ Григорий Кириллович Кириллов çине тăрсах каларĕ, ку Нестершăн калама çук пысăк та хисеплĕ чыс пулнă пулĕччĕ терĕ. Пухăннисем унпа килĕшрĕç. Ытти ыйтусемпе тавлашу пулмарĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене пурне те тивĕçлĕ татса пачĕç. Пĕрлĕхĕн пирвайхи правлени йышне çак юлташсем суйланчĕç: Раськин А.А. - председатель, Михайлов В.М. - председатель заместителĕ (çумĕ), Смирнова З.Н. - яваплă секретарь, Филимонов Н.Ф., Антонов Л.И., Кривошеев Н.В., Миронов Ю.М., Петрова Э.И., Ефимов Г.Л., Скворцова Роза (Пикшик шкулĕн вĕренекенĕ, халĕ "Çамрăксен хаçачĕн" корреспонденчĕ).
Общество правленийĕн пĕрремĕш ларăвĕнче ĕç тăвакан комиссисем (вĕсем пурĕ пиллĕк) йĕркелерĕмĕр: кĕвĕ-юрă комиссийĕ, литература комиссийĕ, культмассăллă ĕç комиссийĕ, оргмассăллă ĕç комиссийĕ тата искусствăн тĕрлĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕ. Обществăн ĕç планне хушăмсем кĕртрĕмĕр. Пĕрлĕхĕн хăйĕн гимнĕ тата эмблеми пулмалла. Кĕнеке кăларас ĕçе пуçăнас терĕмĕр. Нестер Янкас музейне уçмалла. Марк Аттай ятне çĕклемелле. Пĕрлĕх çумĕнче агитбригада йĕркелемелле. К.В.Иванов 100 çул тултарнине тивĕçлĕ уявламалла. Уйăхра пĕрре 5 минутлăх радиорередача кăлармалла, кварталра пĕрре "Ял пурнăçĕ" хаçатра пĕрлĕх страницине пичетлемелле. Сăмах май, уйрăм хаçат кăларас шухăш та пурччĕ председателĕн. Вăл вăхăтра анатри чăвашсем "Самана" хаçат кăларса тăратчĕç. Анчах укçа-тенкĕ тупма йывăр пулĕ терĕмĕр те - ку шухăша пăрахăçларăмăр. Правлени членĕсем пĕрлĕх членĕн билечĕпе Нестер Янкас преми лауреачĕн значокне (паллине) тума та йышăннăччĕ. ЧОКЦа (Юхма Мишши ертсе пыракан Чăвашсен обществăпа культура центрне) кĕрес ыйтăва та хускатрĕç пухăннисем.
Кĕçех Устава саккунпа килĕшÿллĕн район самоуправленийĕн администрацийĕнче регистрацилерĕмĕр. Банкра ятарлă счет та уçрăмăр. Çав счёт çине пĕрлĕх пайташĕсем взнос укçине тата хăйсен пултарулăхĕпе ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕне (сăмахран, гонорар укçин пĕр пайне) куçрама пуçларĕç.
1991 çулхи майăн 31-мĕшĕнче пĕрлĕхĕн II-мĕш конференцийĕ пулса иртрĕ. Вăл ЧОКЦа кĕрес ыйтăва сÿтсе яврĕ. Ку ыйтупа Чăвашсен обществăпа культура центрĕн правлени членĕ В.Кошкин-Кервен поэт тухса калаçрĕ. Конференцие хутшăннисем пĕр кăмăллă пулса районта ЧОКЦ филиалне йĕркелеме йышăнчĕç. Çапла майпа общество ЧОКЦăн Нестер Янкас ячĕллĕ филиалĕ пулса тăчĕ, председательне каллех Раськин А.А. юлташа суйларăмăр.
Асăннă тапхăрта пĕрлĕх çумĕнче халăх инструменчĕсен оркестрĕ тата пултарулăх ушкăнĕ (агитбригада) йĕркеленĕ. Вĕсем тĕрлĕ ялсене тухса çÿренĕ, концертсем лартнă, паллă ентешсен асăну тата юбилей каçĕсене ирттернĕ. И.Р.Степанов композиторăн "Шетмĕ кĕввисем" ятлă пĕрремĕш кĕнекине (5 пин экземплярпа) кăларма май килнĕ. Сурхури уявĕ ячĕпе кăларнă лотерея билечĕсене выляттарнă. Янкас ялĕнче Нестер Янкаспа Марк Аттай поэтсен бюст палăкĕсене уçнă (скульпторĕ В.Александров-Анчамас). Нестер Янкасăн 80 çулхи юбилейне чыслă паллă тунă. Юрий Сементерăн, Илья Степановăн, Юрий Мироновăн юбилей каçĕсене ирттернĕ. Шкул ачисемпе вĕрентекенсен К.В.Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă литература каçĕпе фольклор уявне тата наукăпа практика конференцине хастар хутшăннă. Район хаçатĕнче 4 хутчен ятарлă страница кăларнă. Общество членĕсем Пĕтĕм Союзри чăваш хĕрарăмĕсен I съездне 15 çынлă делегаципе активлă хутшăннă. "Хамăр мĕн туни халăх патне çитмесен, пирĕн ĕç çур пуслăха та тăмасть",- терĕ хăйĕн докладĕнче А.Раськин-Раскай.
1992 çулхи апрелĕн 9-мĕшĕнче ЧОКЦ филиалĕн III конференцийĕ иртрĕ. Ку тапхăрта "Ялав" журналта литература страници кăларнă, пĕрлĕх страници "Ял пурнăçĕ" район хаçатĕнче ка-кал тухса пынă. Янкасра Нестер Янкас çуралса ÿснĕ çурт çине тата вăл вĕреннĕ Упи шкулĕн çурчĕ çумне асăну хăмисем çакнă. "Ялав" журналта поэт шăллĕн Г.К.Кириллов аса илĕвĕсене пичетлесе кăларнă. Паллă ентешсен çуралнă кунĕсене те манман. Ку конференцире ЧОКЦ филиалĕн председателĕ пулма мана шанчĕç. Сăмах май, конференцире ЧОКЦ правленийĕпе филиал хушшинче нимĕнле çыхăну та пулманнине палăртрĕç. "Эпир те çине тăман, вĕсем енчен те хушу-тăву пулман", - терĕ А.Раськин хăйĕн отчетĕнче.
Кĕçех ЧОКЦ правленийĕ икке пайланса кайрĕ. Пĕрне Юхма Мишши, теприне В.Никитин-Станьял ертсе пыма пуçларĕç. Пĕрлĕхĕн çĕнĕрен суйланнă правлени йышĕ, политикăпа çыхăннă çак хирĕçÿре хушша-хуппа кĕрес мар тесе, хамăрăн чыслă ята упраса хăварас тĕллевпе, ЧОКЦ филиалĕн ĕçне чарса лартма йышăнчĕ, пĕрлĕхĕн малтанхи статусне каялла тавăрчĕ.
Çав çулхинех, В.Никитин-Станьял ертсе пыракан ЧОКЦ пуçарнипе, юпа уйăхĕн 8-9-мĕшĕсенче Шупашкарта Чăваш наци конгресне пухма йышăнаççĕ. Çавна май, авăн уйăхăн 24-мĕшĕнче Атăл леш енчи газ уçлакан станци клубĕнче пĕрлĕхĕн черетсĕр конференцийĕ иртрĕ. Чăваш наци конгресĕн пуçару пухăвне кайма 20 çынна делегата суйларăмăр. Вĕсен йышĕнче - В.Серафимов культура пайĕн пуçлăхĕ, Шетмĕ Михали сăвăç, С.Михайлов-Юхтар вĕрентекен-ÿнерçĕ, В.Петрова культура ĕçченĕ, Ю.Шепилов композитор, Н.Филимонов вĕрентекен-композитор, А.Григорьев искусствовед-профессор, Г.Ефимов-Тусли журналист-çыравçă, А.Раськин тухтăр-çыравçă, З.Михайлова вĕрентекен-çыравçă, Н,Ершов çыравçă тата эпĕ, çак йĕркесене çыраканĕ. Конференци, пĕр кăмăллă пулса, Чăваш наци конгресĕн пуçаруçисен йышне кĕме йышăнать.
Конгресра Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх председательне (мана) форумăн ĕç тăвакан органне - мандат комиссийĕн йышне кĕртрĕç. Каярах конгресăн Мăн Канаш членне те суйласа хăварчĕç.Эпĕ конгресс йышĕнче виççĕмĕш форумчченех хамăр район представителĕ пулса тăрăшрăм.
1994 çулхи ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕрлĕхĕн IV-мĕш отчетпа суйлав конференцийĕ иртрĕ. Форума "Вирьял" юхăм ертÿçи Е.Ерагин та хутшăнчĕ. Отчетлă тапхăрта пĕрлĕх халăх пултарулăхне кĕвĕ-юрă ăсталăхне аталантарассипе, В.Константинов тăван ен историне тĕпчессипе, З.Михайлова фольклорпа ("Кăмăлпи" ача-пăча ансамблĕпе) ăнăçлă ĕçленĕ. Пикшикри халăх хорĕ (Н.Карлин), "Вирьял" пултарулăх ушкăнĕ (М.Дмитриев) тата Алманчри халăх инструменчĕсен ансамблĕ (Н.Никоноров) районта чи лайăх пултарулăх ушкăнĕ ята тивĕçнĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕсем пулса тăнă. Литература лаççинче 43 автор тăрăшнă. Поэзи секцине Шетмĕ Михали аван ертсе пынă, уйрăмах çамрăксемпе тĕллевлĕ ĕçленĕ. Проза секцин ĕçĕ-хĕлне ертсе пыма кÿлĕннĕ Г.Сергеев та лава йĕркеллĕ туртнă. Художниксен ретĕнче 10 çын ытла пултарулăха туптанă, вĕсенчен пĕри - С.Юхтар - Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ пулса тăнă. Сăмах май, вăл Н.Кривошеев вĕрентекен-ÿнерçĕпе пĕрле Чăваш Патшалăх гербне тăвас ĕçе хастар хутшăннă, çав тĕллевпе ирттернĕ конкурсра 2-мĕш вырăн йышăннă, Н.Кривошеев - 4-мĕш вырăн. Ю.Шепилов юррисем республикăн радиохумĕ çинче те янăрама пуçланă. "Пĕрлĕх ĕçĕнче кашни пайташăн харпăр хăй творчествăлла, çанă тавăрса ĕçлени кирлĕ", - тенĕ вăл форумра тухса калаçнă май. Конференцире тăван тăрăха - Трак ене историйĕпе культурине тĕпчесе пĕлес тĕллевпе шырав ĕçне пуçăнасси çинчен те калаçу пычĕ. Кунсăр пуçне тăван халăхăн ырă-йăли-йĕркисене (йăла-йĕрке сценарисен конкурсне те ирттернĕччĕ пĕрлĕх пуçарăвĕпе) манăçа кăларас марччĕ терĕç.
Янкасçăсем пĕрлĕх Уставне тата Преми памалли йĕркене çĕнĕ улшăнусем кĕртрĕç. Пĕтĕмĕшле илсен, текех конференцисем кашни çул мар, икĕ çулта пĕрре пулĕç, премисен шутне те тăваттăран виççе çити чакарчĕç, хавхалантару премийĕ парасси çинчен çырса хăварчĕç.
Конференци правлени пуçлăхĕ пулма В.Константинова, унăн çумĕсем пулма Ю.Шепиловпа Г.Ефимов-Туслие шанчĕç.
1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 21-22-мĕшĕсенче Шупашкарта ЧНКан II съезчĕ пухăнчĕ. Унта пирĕн тăрăхран И.Прокопьев хаçатçă, Н.Андреев вĕрентекен-ÿнерçĕ, М.Прохоров пенсионер, В.Дмитриев ĕç ветеранĕ, В.Константинов таврапĕлÿçĕ, И.Степанов композитор, Л.Кузьмин ĕç ветеранĕ, М.Ильина пенсионерка, С.Никитина вулавăш ĕçченĕ тата ыттисем те - пурĕ 25 çын хутшăнма тивĕç пулчĕç. Съездра манăн чăваш чĕлхипе литератури тата культури вĕрентекенсен ячĕпе сăмах илсе тухса калаçма тÿр килчĕ. Чăваш чĕлхин шăпи-пуласлăхĕ пирки калаçу пуçартăм. Темиçе хутчен те калаçма чарчĕç, пурпĕрех хам калас шухăшсене каласа пĕтертĕмех. Каярахпа çав доклад тексчĕ "Тантăш" тата "Ял пурнăçĕ" хаçатсенче пĕтĕмпех пичетленчĕ. "Хыпар" хаçат та унăн пĕр пайне цитатăларĕ.
Форумра З.Михайловăна Раççейри тĕрĕк халăхĕсен I съездне (конгресне) кайма делегата суйларĕç. Сăмах май, конгресс Мускавра авăн уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче иртрĕ.
Юлашкинчен II ЧНК делегачĕсем Чăваш Республики 75 çул тата Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ 1100 тултпрнине халалласа ирттернĕ уяв мероприятийĕсене хутшăнчĕç.
Нестер Янкас пĕрлĕхĕн V конференцийĕ 1996 çулхи пуш уйăхĕнче иртрĕ. Форума хутшăннисем иртнĕ тапхăрта сахал мар ырă ĕç тунине палăртнă. Район 60 çул тултарнине халалласа Э.Патмар таврапĕлÿçĕ тата çыравçă, В.Константинов таврапĕлÿçĕ, Д.Александров таврапĕлÿçĕ, В.Михайловпа З.Михайлова тĕпчевçĕ-шыравçăсем хăйсен кĕнекисене пичетлесе кăларнă. Т.Кириллов, Н.Янкас, М.Аттай, В.Харитонов, Ю.Сементер, Б.Романов, З.Нестерова, Г.Трофимов çыравçăсен литература каçĕсене ирттернĕ. Шкул ачисем хушшинче Вархуш Эншей çуралнăранпа 75 çул çитнине халалласа çамрăк çыравçăсен конкурсне ирттернĕ. В.Васькин тата Г.Степанов паллă ентешсен асăну вырăнĕсен çĕнетнĕ. В.Петров юрăçă-артиста чысласа Кĕçĕн Шетмĕре музей уçнă. Ю.Петров-Вирьял поэт ячĕпе унăн тăван ялĕнче урам хисепленме пуçланă. Ю.Шепилов хăй юррисен компакт-кассетине кăларнă.
Конференци çĕнĕ правлени йышне суйланă. Унăн ертÿçи пулма Н.Ершов-Янкер поэта шаннă.
Юлашкинчен çакна каласшăн. Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх туса хунине хăш-пĕрисем хăй вăхăтĕнче вăхăт вылявĕ хыççăн кайни терĕç. Сÿнет кĕçех унăн вучахĕ тесе те пăхрĕç. Çук, сÿнме мар, тата вăйлăрах ялкăшма тытăнчĕ вăл юлашки çулсенче. Çакăнта район администрацйĕн культура пайĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă В.Серафимовăн пысăк тÿпи пур тесе шутлатăп. Çавăн пекех çак пĕрлĕхĕн пĕрремĕш ертÿçи А.Раськин çинчен ырă сăмах калас килет. Вăл çак ĕçре культура пайĕн пуçлăхĕн çумĕ пекех вăй хуратчĕ. Ун хыççăн 10 çул ытла пĕрлĕх тилхепине Николай Ершов-Янкер сăвăç ăнăçлă тытса пычĕ. Ăна çакăн пек пархатарлă ĕçшĕн пĕрлĕхĕн Хисеплĕ Председательне суйларĕç. Каярах пĕрлĕх лавне Георгий Тусли çыравçă-публицист туртрĕ Хальхи вăхăтра пĕрлĕх лавне Иван Прокопьев (Чураль) журналист, музыкант-композитор, çыравçă хастар ертсе пырать. Кунсăр пуçне пĕрлĕх членĕсен чун хавхаланăвĕ те пĕрлĕх ĕçне иксĕлми вăй-хал парса тăрать. Çавăнпа паян кунччен те пурăнать, ĕçлет, малалла талпăнать пирĕн пĕрлĕх. Малашне те çапла пултăрах!
В.Михайлов - Аксар Чунтупай, 1992-1994 çулсенче Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçи пулнăскер, Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕ.
Чÿк, 25, 2009
Хăвăрăн аса илÿсене çак сайта вырнаçтарас тесен, вĕсене ман пата ярса парăр. Манăн e-mail: mixaj_58@mail.ru. Çырусем кĕтетĕп.
|