Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх - Тĕп страница

Шăматкун, 28.01.2012, 22:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                


Салам кĕтесĕ
500




"Трак Ен" сайт хыпарĕсем

Доска объявлений Красноармейского района Чувашской Республики

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай тăван литература анинче ырми-канми ĕçлесе тарăн йĕр хăварнă. Кăçалхи кăрлачăн 22-мĕшĕнче вăл çуралнăранпа 105 çул çитет. Унăн сăввисемпе поэмисене пĕлмен чăваш çук та пулĕ. Поэтăн сăпайлă та хавхалануллă, халăх ĕç-хĕлĕпе шухăш-туйăмне анлăн сăнласа кăтартакан сăвви-юрри Чăваш патшалăх кĕнеке палатинче тивĕçлĕ вырăн тупнă. Ун çинчен çырнă паха материал та сахал мар упранать кунта. Мĕнле хакланă-ха пĕр ĕмĕр каялла çут тĕнчене килнĕ çыравçăн пултарулăхне?Петĕр Хусанкай 1907 çулта Тутар Республикинчи Элкел районĕнчи Сиктĕрме ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Пĕчĕклех ашшĕсĕр юлнă, амăшĕпе çеç ÿснĕ. Пулас поэт тăван ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннĕ. Ун чухнех чăваш сăвăçисен пултарулăхĕпе кăсăкланнă, вырăс литера... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 11 | Хăçан хушнă: 22.01.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ачалӑхӗ Вилорикӑн Ҫӗньял Упи ялӗнче иртнӗ. Кунти пуҫламӑш, Янкасри 7 ҫул вӗренмелли шкулсенче, Ҫӗрпӳри педагогика училищинче, Шупашкарти педагогика институчӗн историпе филологи факультечӗн истори уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ вӑл. Шупашкарти пионерсен ҫуртӗнче, Чӑваш совнархозӗ кӑларакан "Промышленность Чувашии" ятлӑ бюллетень-журналӑн выпускающийӗнче, профессипе техника вӗрентӗвён республикӑри управленийӗн методика кабинечӗн методистӗнче, аслӑ методистӗнче, комсомол обкомӗн инструкторӗнче, сектор заведующийӗнче, партин Шупашкар хула комитечӗн инструкторӗнче ӗҫленӗ. Унтан Мускав университечӗн аспирантуринче историпе вӗреннӗ, истори ӑслӑлӑхӗн кандидачӗн диссертацине хутӗленӗ. Аспирантурӑран вӗрен-се тухсан В. Ф. Романов И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш педагогика институтӗнче историе вӗрентет, кафедрӑна ертсе пырать. 1993 ҫулхи майӑн 24-мӗшӗнче вӑл истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗн диссертацине хутӗленӗ. Ӑна академик, профессор званийӗсене, "Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 11 | Хăçан хушнă: 16.01.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Тĕмен тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсем хăйсен обществăлла пĕрлешĕвне — «Тăван» ассоциацине туса хунăранпа 20 çул çитрĕ. Çак ятпа хулари Наци культурисен «Строитель» керменĕнче пысăк уяв пулчĕ. Вырăнти чăвашсем хăнасене наци апачĕпе сăйларĕç, хăйсен аллипе ăсталанă япаласен куравне йĕркелерĕç. Уява Чăваш патшалăх филармонийĕн «Çавал» ансамблĕ те хутшăнчĕ, курма килнисене юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Тĕмен облаçĕн правительстви ячĕпе пухăннисене национальнăçсен ĕçĕсен комитечĕн пуçлăхĕн çумĕ Виктор Хоменко саламларĕ. Чăвашсем Раççейре тата регионта чи йышлă халăхсенчен пĕри пулнине палăртрĕ вăл. Официаллă ститистика тăрăх, Тĕмен облаçĕнче 13 пин чăваш пурăнать. Тăван енрен аякра пулин те, вĕсем халăх культурине упраса пыраççĕ, тĕрлĕ наци çыннисем хушшинчи туслăха çиреплетеççĕ, — терĕ Виктор Хоменко.
Миçе çын пăхнă: 11 | Хăçан хушнă: 14.01.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Пикшикри вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине Л. А. Тихонова вĕрентет. Вун çичĕ çул иртрĕ ĕнтĕ Людмила Анатольевна кунта ĕçлеме пуçлани. Çак тапхăрта çĕршер ачана тăван сăмахлăха юратма, чăвашлăха упрама хăнăхтарнă, пултаруллă çамрăк çыравçăсем хатĕрленĕ. Унăн вĕренекенĕсем районти ăмăртусене çеç мар, республикăри конкурссене хутшăнма та тивĕç пулнă — малти вырăнсене йышăннă. Литература кружокĕн ĕçĕ те курăмлă: ятарласа хайлавсен пуххисене, "Утăм” ятлă журнал кăлараççĕ, паллă çыравçăсемпе тĕл пулусем йĕркелеççĕ. 
Çĕнĕ çул умĕн Пикшикри шкул ачисем патĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн ертÿçисем — Н. Ершовпа Г. Тусли çыравçăсем хăнара пулчĕç. Вĕсем чăваш литературин хальхи аталанăвĕ, писательсемпе поэтсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки кĕскен паллаштарчĕç, хăйсен хайлавĕсене вуларĕç. Çавăн пекех кунти литкружока çÿрекенсен сăвви-калавĕсене тишкерсе хак пачĕç. 
Н. Ершов сăвăç-юрăç шкул библиотекине, кунти ачасен иску... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 16 | Хăçан хушнă: 09.01.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
"Асран кайми” ятпа вулакан аллине çĕнĕ кĕнеке çитрĕ. Авторĕсем — Г. Е. Дубровпа Ю. А. Перепелкин 60 ытларах страницăллă ку ĕçе Патăрьел районĕнчи Туçа ял ĕçченĕсене сума суса хатĕрленĕ. Ум сăмахра (ăна Раççей Федерацийĕн Журналистсен союзĕн членĕ Гурий Дубров хатĕрленĕ) шăпах унăн историне кĕрсе юлнă паллă вырăнсем, йăх-тымарсем пирки çырса кăтартнă. 
Асăннă кĕнеке виçĕ тĕп пайран тăрать. Пĕрремĕшĕ "Туçара — хăнара” ятлă. Унта 2002 çулхи нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнче Красноармейскинчи "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (ертÿçи — Н. Янкас премийĕн лауреачĕ Н. М. Никоноров) Анат Туçана пысăк концерт программипе çитсе килни çинчен туллин каласа панă. Ку ял — кĕнеке авторĕсенчен пĕрин — Юрий Анатольевич Перепелкинăн — тăван ялĕ. Унăн аслашшĕ — Илларион Евдокимович — Социализмла Ĕç Геройĕ, ашшĕ — Анатолий Илларионович — Ленин орденне тивĕçнĕ. Курав залĕнче халăх лăк тулли пулнă, красноармейскисен концертне çынсем пысăк хак панă. 
Иккĕмĕш пайĕ — "Аслисене асра тыт... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 23 | Хăçан хушнă: 02.01.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

В течение 2011 года в Чувашской Республике и за ее пределами широко отмечалось 100-летие со дня рождения народного поэта Чувашии, заслуженного деятеля искусств Чувашской Республики, лауреата Государственной премии РСФСР им. А.М. Горького и Государственной премии Чувашской Республики им. К.В. Иванова, участника Великой Отечественной войны Якова Гавриловича Ухсая. В фондах Государственной книжной палаты Чувашской Республики хранится 64 книги выдающегося мастера художественного слова Я.Г. Ухсая. На днях в качестве обязательного экземпляра поступила очередная книга под названием «Самана», подготовленная Чувашским книжным издательством и отпечатанная в ООО «Чебоксарская типография № 1» тиражом 1000 экземпляро... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 18 | Хăçан хушнă: 29.12.2011 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
1984 çулта Шупашкарта республикăри парти организацийĕн черетлĕ конференцийĕ иртнĕччĕ.
Унта йăлана кĕнĕ йĕркепе тăхтав вăхăтĕнче сăн ÿкерчĕксем тăватчĕç. Пĕр тăхтавра эпир те ÿкерĕнтĕмĕр. Ÿкерĕннĕ хыççăн Ухсай Яккăвĕ пирĕнпе, Юрий Сементерĕн тăван районĕн делегачĕсемпе тесе, калаçу пуçарчĕ. Вăл чи малтан Л. Васильевпа, шурă çÿçлĕ ватăпа, паллашас терĕ. Ун хыççăн мана алă пачĕ те район çинчен ыйтса пĕлме пуçларĕ. Ытти делегатсем буфета кайрĕç, эпир виçсĕмĕр калаçса тăрса юлтăмăр. Ăна газ уçлакан станци ытларах кăсăклантарнă иккен. Эпĕ вăл панă ыйтусене кĕскен хуравларăм. "Уренгой — Помары — Ужгород” газ линийĕн тăршшĕ 5000 ытла километр, пурĕ газ уçлакан 45 станци, кашни пĕр-пĕринчен 100—120 километрта вырнаçнă, терĕм. Пирĕн район территорийĕнче вырнаçнă станцине "Заволжская” ят панă, мĕншĕн тесен вăл Уренгой енчен Атăл юхан шывĕн ку енче вырнаçнă. Газ пурĕ 6 пăрăхпа килет, вĕсен диаметрĕ 142 сантиметр, икĕ пăрăх газа ют çĕр-шывсене илсе каять. Станцине 1985 çулт... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 21 | Хăçан хушнă: 22.12.2011 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

1 2 3 ... 28 29 »


Кĕмелли форма
Логин:
Пароль:

Шырав

Кун тăрăм
«  Кăрлач 2012  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 35

Баннерсем

alex-net

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

Copyright © Аксар Чунтупай 2012Сделать бесплатный сайт с uCoz