Тунтикун, 23.12.2024, 18:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Леонид Антонов пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 27
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 3 4 5 6 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Шăвать кун-çулăм малалла.

Çĕлен çулне те ак ăсатрăм

Пире чĕтретрĕ вăл хăватлăн.

Ырри те пулчĕ пуль пайтах

Анчах çĕлен сăхать хытах.

Халь ĕнтĕ ĕçлĕ çул шырар,

Лаша кăмăлĕпе пурнар.

Алрахчĕ пултăр тилхепе,

Юртар-ха ырлăх çулĕпе.

Ан çухатсам çулна, Лашам,

Санра эп шанăçа курам.

Çĕн çулăн кĕреки кĕрле,

Лашам, эпир ялан пĕрле!

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 402 | Author: Л.И.Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 12.01.2014 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çуркуннесем çуллен килеççĕ
Кашни хăй евĕрлĕ хитре.
Çуркуннесем вĕçсе иртеççĕ
Тăрна сас панăн тÿпере.

Хĕвел куллин хĕрÿ асамĕ
Шăрантарать таса юра.
Сенкер тÿпен ачаш саламĕ
Çĕн туйăм вăратать ăшра.

Ăрша ташши вылять чĕнÿллĕн
Ял çумĕнчи сăрт çамкинче.
Мана кирлех-ши тек хĕрÿлĕх?
Çÿретĕп ял уничинче.

Пуç çийĕн тăрнасем вĕçеççĕ.
Тавах, манман тăван çĕре.
Çуркуннесем çуллен килеççĕ
Çĕн шанăç пиллесе пире.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 338 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.11.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çăпата асра та çук паян.
Чун варлишĕн ют халь кĕнчеле,
Юр çинче пир шуратса курман.

Ятламастăп эпĕ мăшăра.
Кĕлетки япшар, сăнран чипер.
Çăвăнатпăр шурă мунчара,
Вăхăтпа, теетĕп, тан çÿрер.

Калаçатăп ватă мучипе,
Шур мунча çинчен юхать сăмах.
Вăл пĕлтерчĕ чун хавалĕпе:
Шурри мар, хури-çке тасарах.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 355 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.11.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Телее вăрлаймăн,
Çут тĕнче çавра.
Ярăнар сăпайлăн
Хăтлă сăпкара.

Ярăнар, тăванăм,
Виçене пĕлсе.
Çут тĕнчемĕр анĕ
Вĕçсĕр вăл, сиссе.

Юрату асамĕ
Илтĕр тыткăна.
Юрату асапĕ,
Ан амант чуна.

Пурнăç иртмĕ шавсăр,
Вăйă мар кун-çул.
Пултăм эп тăрлавсăр,
Ăслăрах эс пул.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 355 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.11.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

* * *
Шурă хурăн, йăрăс хурăн,
Ăмсанатăп сан тумна.
Пурнăçри чи çепĕç юррăн
Йăпататăн ман чуна.

Юнашар эп тăрăттăм,
Кăтруна ачашлăттăм.
Шупăрпа вараласран
Пăрăнатăп çумăнтан.

* * *

Сăнап шыва, вăл калăн тĕпсĕр,
Унта ман сăн, сенкер тÿпе.
Хум ташшипе вылять пĕр тĕлсĕр
Хĕвел шевли вуншар тĕспе.

Май çук иккен, тинех ăнлантăм,
Тăр шыв тĕпне курма нихçан.
Асрах, яш чух эп улталантăм,
Савни, сана пăхса куçран.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 398 | Author: Леонид Антонов | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 20.08.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz