|
Пайра миçе материал: 538 Пурĕ миçе материал кăтартнă: 426-430 | Страницăсем: « 1 2 ... 84 85 86 87 88 ... 107 108 » |
Тавтапуç
сире, учительсем,
Вĕрентнĕшĕн,
ăс панăшăн тавах.
Çук
сирĕн пек паха çынсем –
Тав
тума çитмест пирĕн сăмах.
Мĕн
пĕчĕкрен хама вĕрентнине:
Йывăр
пулсан та – çĕнтермеллине,
Ăслă-тăнлă
çын пулмаллине –
Асран
кăлармăп, манмăп нихăçан.
Тавтапуç сире,
учительсем,
Юратнăшăн, çын тунăшăн тавах.
Парнелетĕп капăр
чечексем,
Сунатăп сывлăх нумай
пурăнма.
Настя Иванова, 7а класс,
«Кăмăл» вĕренÿ
пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|
Учитель
маншăн çывăх çын,
Пĕлÿ
парать куллен пире.
Хавассăн
вăл кĕтсе илет,
Ыр
кăмăлпа пуçлать ире.
Кунран
кун пирĕнпе пĕрле
Утать
вăл ăс-тăн тĕнчинче.
Тав
тума çитмест сăмах –
Пуçа
таятăп умĕнче.
Учитель
манăн чĕрере –
Манассăм
çук нихçан Сире.
Чунтан
тавах Сире, тавах,
Усратăп
ĕмĕр асăмрах.
Ксения Григорьева, 8а класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски
иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|
Хаваспах
шкула çÿретĕп.
Ма
тесессĕн ман унта
Пур
юратнă çын – учитель,
Пултаруллă
та ăста.
Савăнсах
класа кĕретĕп.
Ак,
учитель те кĕрет.
Тăрăшсах
эпĕ ĕçлетĕп –
Вăл
вĕт лайăх вĕрентет:
Калаçма,
тĕрĕс çырма та
Пит
илемлĕ вулама.
Тарăннăн
шухăшлама та
Шухăшăма
палăртма.
Ват
çынна хисеплеме те
Пурнăçра
ыр çын пулма,
Чăваш
чĕлхине пĕлме те –
Юратма
та упрама.
Çут
çанталăка курма та
Чечек
шăршине туйма.
Пур
чĕрĕ чуна савма та
Тăван
ене юратма.
Чунтанах
эп юрататăп
Хамăн
вĕрентекене.
Ăнăçу,
телей сунатăп,
Ăна
манмăп ĕмĕрне.
Александра Яковлева, 6б класс,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Ăсне-тăнне
парать ачасене,
Ăнланать
вăл çамрăк чунсене,
Шеллемест
вăл хăйĕн вăй-халне.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Кулянать
те савăнать пĕрле,
Тăрăшать
те çын тăвать пиртен,
Кăмăллă
та çирĕп пуринчен.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Вĕрентет
йĕркеллĕ çын пулма,
Ватă
çынсене хисеплеме,
Тăрăшса
та лайăх ĕçлеме.
Вĕрентекен
вăл иккĕмĕш анне:
Юратать
пире, ачасене.
Тав
тăватпăр чунтан-чĕререн,
Пуç
таятпăр çĕре çитиччен.
Нина
Кириллова, 8а класс,
«Кăмăл»
вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски
иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи
– Михайлова З.П.
|
Уроксенче
ăс панине,
Ыр
кăмăлтан калаçнине,
Тĕрĕс
çул-йĕр кăтартнине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Çывăх
юлташ пек пулнине,
Ыр
тĕслĕх çеç кăтартнине,
Пирĕншĕн
çеç тăрăшнине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Куллен
пĕлÿ панисене,
Пур
енлĕн аталаннине,
Çитĕнÿсем
тунисене
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Йывăрлăха
çĕнтернине,
Пуçа усма хушманнине,
Ыр
кун-çул пилленине
Эпир
манмастпăр нихăçан.
Мăнаçланатпăр
вĕсемпе,
Хавхаланатпăр
вĕсемпе,
Хаклă
вĕрентекенсене
Эпир
манмастпăр ĕмĕрне.
Карина
Никитина, 8а класс, «Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ,
Красноармейски
иккĕмĕш шкулĕ
Ертÿçи
– Михайлова З.П.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|