Тунтикун, 23.12.2024, 18:22
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 4
Миçе материал кăтартнă: 1-4

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Кăшал ялĕ пысăках мар. Унта урамĕ те виççĕ кăна. Çапах та ку ялăн та хăйĕн историйĕ, çыннисем, йăли-йĕрки, уявĕ… Ялти кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, хуйхи-суйхи, савăнăçĕ… Пурнăç кустăрми кулленех çаврăнать, çаврăнать, çаврăнать… Пĕр тикĕс çавăрăнсан татахчĕ. Çук вĕт! Кама мĕнле шăпа пӳрнĕ — çавна курмах тивет. Унран ниçта та тарса хăтăлаймăн.
Çамкка та чиперех пурăнкалатчĕ-ха. Арăмĕпе иккĕшĕ пĕр ывăл ӳстеретчĕç. Вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Туймет тапчăм ӳссе çитĕнчĕ, пулăшакан та пулчĕ. 
Çамкка хăй ывăлĕ валли çĕнĕ çурт хăпартса лартма ĕмĕтленетчĕ. Ашшĕ туса хăварнă пӳрчĕ кивелчĕ ĕнтĕ, ăшă тытми пулчĕ. Чăн-чăн арçыннăн çурт лартмалла теççĕ те, Çамкка та хăй ĕмĕрĕнче пĕр çурт çĕклесшĕн. Çĕнĕ çуртне вара аякка мар, кивви çумнех лартасшăн. Анчах пĕр чăрмав пур-ха: çурт лартас тенĕ вырăнта хулăн вулăллă, лаштра туратлă çӳллĕ йăмра кашласа ларать. Çамкка çамрăк чухнех пурччĕ çак йывăç. Миçе çул ларать-ши ĕнтĕ вăл пĕр вырăнта — никам та шутламан.
Çамкка пуçĕ çаврăнсах кайрĕ ĕнтĕ: шутлать, шутлать, шутлать… Кассан — каллех,.. касмасан — каллех... Çавах та йăмрана касса пăрахса çĕнĕ çурт çĕклес шухăш çĕнтерчĕ. Каланă — тунă. Виçĕ кун тăрмашрĕ Çамкка — йăмрана касса тирпейлерĕ. Касма касрĕ-ха та… Ахаль йывăç мар-çке вăл чăваш йăмри! Чĕрĕ вăл! Сывлать вăл! Сивĕре те, ăшăра та, çиллĕ çанталăкра та, аслати-çиçĕмре те хăйне сыхласа-упраса ларакан мăнаçлă йывăç. Турат çумне турат хушса, çулçă кăларса, çулçă тăкса хăй ĕмĕрне ирттерекен пархатарлă йывăç. Чăваш çыннин кулленхи пурнăçне сăнаса, унпа пĕрле е савăнса, е хурланса ларакан сăваплă йывăç. Тавралăха илем кӳрсе, сывлăша тасатса тăракан сиплĕ йывăç. Çынна хӳтлĕх паракан, чуна канăç кӳрекен ырă йывăç.
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 428 | Author: Зинаида Михайлова-Селиме | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.12.2013 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Алтăр çăлтăр çич çăлтăр, çиччĕшĕ те çут çăлтăр теççĕ халăхра. Мĕншĕн ыттисенчен çутăрах-ха вĕсем? Пĕри çеç мар, пурте çутă-çке. Ахальтен мар ĕнтĕ. Çĕр çинчен хăпарнă çăлтăрсем мар-ши вĕсем? Пулма та пултарать. 
Пĕр чухăн çыннăн çичĕ хĕр пулнă. Çиччĕшĕ те шурă хурăн пек яштака, ĕçĕпе те, сăнĕпе те, чунĕпе те илемлĕ. Кун пек чипер те сапăр хĕрсене такам та ăмсанмалла. Ашшĕпе амăшĕ куç тулли хĕрĕсене пăхса ытараймаççĕ, вĕсене ырă-сывă ӳстерсе телейлĕ тума ĕмĕтленеççĕ. Анчах та яланах ĕмĕтленнĕ пек пулмасть çав.
Чи кĕçĕн хĕр ачи виçĕ çула çитсен амăшĕ чирлесе вăхăтсăр çĕре кĕрет. Ашшĕ çичĕ ачапа пĕчченех тăрса юлать. Кулянать, асапланать арçын. Чунтан татăлса йĕрсен те пурнăç саккунне хирĕç пыраймастăн: пĕри çуралать, тепри вилет. Мĕнле йывăр пулсан та хĕр ачисене ура çине тăратмалла. Юрать аслăраххисем пулăшаççĕ: пĕчĕкреххисене астуса пăхса тăраççĕ, пӳрт-çуртри ĕçсене хăйсемех пуçтараççĕ.
Ашшĕ вара ака-суха ĕçĕнчен уйрăлаймасть. Ытти ĕçсем те нумай хуçалăхра. Тумалли вара нихăçан та пĕтмест — хушăнсах пырать: çичĕ ачана тутă усрамалла, çи-пуçне майлаштармалла, ырă сăмахпа йăпатмалла, пуçран шăлса ачашламалла, тĕрĕс-тĕкел ӳстермелле.
Ача-пăчана амăшех кирлĕ çав. Çичĕ чиперкке час-часах амăшне аса илсе хурланаççĕ, макăраççĕ. Ăмăшĕн ырă та çепĕç сăмахĕсем, çемçе аллисем, ачаш чунĕпе уçă кăмăлĕ çитмест вĕсене. Çакна кура ашшĕн чĕри çунса тухать, анчах нимĕн тума та çук. Çапла вĕсем икĕ çул пурăнаççĕ.
Инкек куçа курăнса килмест теççĕ. Пĕр кĕрхи кун ашшĕ лаша кӳлет те вăрмана вутă илме тухса каять. Хĕлле валли кăмака хутма вут-шанкă хатĕрлесе хурасшăн пулнă ĕнтĕ ĕçчен кил хуçи. Пĕчченех каять. Хăрнăрах йывăçсене татса сыпăласа урапа çине тиет вăл. Акă пĕр лав вутă пулчĕ те. Халĕ ĕнтĕ киле каймалла. Кĕрхи кун çуллахинчен кĕскерех çав — часах тĕттĕмленме пуçлать. Лашана чиперех хăваласа пырать-ха арçын. Сасартăк те туратран, те пĕр-пĕр чупса иртекен чĕр чунран хăраса лаши ĕрĕхсе каять те тилхепе тытса пыракан арçын урапа çинчен ӳксе анать. Лаши ăна-кăна сисмесĕр малаллах вирхĕнет, хуçи тилхеперен çакланса сĕтĕрĕнсе пынине те сисмест.
Палланă çурт умне çитсен тин чарăнать урхамах. Кил умĕнче лаша тăнине курсан хĕрсем пӳртрен чупса тухаççĕ те çĕр çинче выртакан ашшĕ умне чĕркуçленсе лараççĕ. Тăпрапа, юнпа вараланса пĕтнĕ ашшĕне палламалла та мар. Ачисем ашшĕне чĕнсе те, тĕксе те пăхаççĕ, анчах ашшĕ йăшăл та тумасть, сăмах та чĕнмест, сывламасть те…
Телейсĕр шăпаллă ашшĕне пытарсан хĕрсем малашне мĕнле пурăнасси çинчен шухăша каяççĕ. Кирек мĕнле пулсан та эпир пĕр-пĕринчен уйрăлмастпăр тесе тупа тăваççĕ вĕсем.
 
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 430 | Author: Зинаида Михайлова-Селиме Чунтупай | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 28.11.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Учителĕн чĕри пит аслă теççĕ,
Кашни вĕренекен валли унта
Пур юрату, пур ăшă туйăм теççĕ, –
Атте-анне пекех вăл туйăнать.

Учителĕн ăс-тăнĕ çивĕч теççĕ,
Пурин валли те пĕлĕвĕ çитет.
Ăçтан тухать ун чухлĕ ăсĕ теççĕ, –
Аталанса та хутшăнсах пырать.

Учителĕн чĕлхи пит çепĕç теççĕ,
Пурне те йăпатма хевти çитет.
Ун пек чĕлхе ăна кам панă теççĕ, –
Вăл чĕлхене анне çеç парнелет.

Вĕрентекенĕн чунĕ ырă теççĕ:
Вăл çывăх тус-юлташ вырăнĕнче.
Ăçтан тухать ыр кăмăлĕ ун теççĕ, –
Ăш пиллĕ чун-чĕреллĕ пулнинчен.

Учитель вăл пит чăтăмлă çын теççĕ:
Тем тĕрлĕ ачана та вĕрентет.
Ăстан тухать-ши ун вăй-халĕ теççĕ, –
Чунне парса ырми-канми ĕçлет.

Учителĕн таланчĕ пысăк теççĕ:
Ташлать, юрлать те, сăвă та çырать.
Çакна пурне те Турă панă теççĕ, –
Маттур вăл, тем тума та пултарать.
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 409 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 23.03.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ача чухне çырлана, кăмпана, мăйăра яланах ял çумĕнчи вăрмана мар, ялтан пилĕк çухрăмра вырнаçнă пысăк вăрмана çӳреттĕмĕр. Темшĕн пире çак вăрман питĕ килĕшетчĕ. Унта тем тĕрлĕ çырла та ӳсетчĕ: çĕр çырли, хурăн çырли, хăмла сырли, пĕрлĕхен… Хурăн кăмпи, кăрăç кăмпи те витри-витрипе пуçтараттăмăр унта. Мăйăрĕ тата… Татнă-татман курланкинчен хăех шĕкĕлтенетчĕ. Хутаç тĕпĕнче вара ывçи-ывçипе сар мăйăр выртатчĕ. Вăрмана çитме инçе пулнă пулсан та — вăл пире çывăх пек туйăнатчĕ. Çул çинче калаçса-кулса, шӳтлесе-юптарса пынипе çул та кĕскелетчĕ, ывăнни те сисĕнместчĕ.
Ялтан вăрманалла тӳп-тӳрĕ çул пурччĕ. Çулăн икĕ айккипе те тырпул çитĕнетчĕ. Пăрçа акни вара пирĕншĕн пысăк савăнăçчĕ. Çул çинче кăшт канса илмелле тесе симĕс пăрçа çăвар тулли çиеттĕмĕр. 
Ялтан пĕр-ик çухрăмра, çулăн сылтăм енче, кӳлĕ çуталса выртатчĕ. Ăна Çăмарта кӳлли тетчĕç. Çăмарта кӳлли… Ытла та кăсăкла ят панă. Мĕншĕн ун пек каланине питĕ пĕлес килетчĕ.
Пиртен пĕр килĕ урлă, тăкăрлăк хĕрринче, Лисук хĕрĕпе Хветура кинемей пурăнатчĕ. Вăл тем те пĕлетчĕ. Ват çын — тăватă çын тесе ун çинчен каланă пекех туйăнатчĕ. Кинемей пирĕн пата час-часах пырса ларатчĕ.
Пĕррехинче çапла асаннепе иккĕшĕ шăкăл-шăкăл калаçса ларнă чухне Çăмарта кӳлли çинчен хăйса ыйтрăм-ыйтрăмах. Пĕлменнине пĕлес килет-çке манăн. Калаçма юратаканскер, хăй мĕн илтни-пĕлнине пĕр чарăнмасăр каласа кăтартрĕ Хветура кинемей.
Ĕлĕк-авал пирĕн ялта пĕр пуян çын пурăннă. Ăна Мăрсалим тесе чĕннĕ. Унăн кил-çурчĕ чаплă, хуçалăхĕ тĕреклĕ пулнă. Çемйи те унăн пысăк пулнă: виçĕ хĕр те икĕ ывăл. Пурте — ĕçчен çынсем, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлесе пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ хушса пынă вĕсем, ытти çынсенчен пуянрах пурăнма тытăннă. Пуян çыннăн ĕмĕт-шухăшĕ те пысăк: халиччен пухнă мула чакарса пымалла мар, хушсах тăмалла. Çак тĕллевпе Мăрсалим çăмартапа суту-илӳ тума пуçланă. 
Пирĕн ял ĕлĕкех пысăк пулнă, питĕ илемлĕ вырăнта ларнă: çурçĕр енче — вăрман, кăнтăр енче — юхан шыв, хĕвел тухăçĕпе хĕвел анăçĕнче — кӳршĕ ялсем. Мăрсалим ял халăхĕнчен çăмарта пуçтарса лавĕ-лавĕпе хулана ăсатнă. Çăмарта леçме хăй çӳремен вăл, ывăлĕсене янă. Тарçă тытман пуян çын, ĕç алли хăй килĕнчех çителĕклĕ пулнă. Çăмарта чылай пайта кӳнĕ ăна.
Пĕррехинче çапла Мăрсалим лаша кӳлнĕ урапа çине кĕлетрен пилĕк ешчĕк çăмарта илсе тухса лартнă, çиелтен хура шăналăкпа витнĕ. Хатĕрлесе çитерсен Янтукан ятлă аслă ывăлĕ, хулана пĕрре мар çăмарта леçме кайнăскер, ним шиксĕр çула тухнă. Ашшĕ ăна ял хапхинченех ăсатса кăларса янă. Амăшĕ, Эрнеслу, пӳртри ĕçсемпе аппаланса ывăлĕ тухса кайнине те сисмен. Вăл ăна кашнинчех çул çине тесе çур çăкăр парса янă. «Инçе çула каякан çыннăн кил-çуртран нихăçан та çăкăрсăр тухса кайма юрамасть. Çăкăр вăл çыннăн чунне усракан чи таса та сăваплă апат. Çумра çăкăр пулсан инкек-синкек те сахал пулать, усал-тĕсел те çыпăçаймасть», — тенĕ вăл. Эрнеслу ваттисен йăли-йĕркине çирĕп тытса пынă, халăх вĕрентĕвне яланах асра тытнă. 
Ывăлне çăкăр парса ярайманшăн амăшĕ хытă куляннă. Лав хыççăн хăвалама та çамрăк çын мар ĕнтĕ вăл. Урама чупса тухнăскер, пăшăрханса-кулянса каялла пӳрте кĕрсе кайнă.
Мăрсалим ывăлне ăсатса килнĕ те кил хушшинче ĕçпе тăрмашма тытăннă.
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 417 | Author: Михайлова Зинаида Петровна | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 03.12.2011 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz