Çывãрас умêн
Илюш пичи тепêр
хутчен витене кêрсе
пãхас терê. Вãл паян
ахаль те витерен
кêме пêлмерê. Паян çеç
пасартан туяннã лаша
хãй патне туртрê. Çулланã арçын ут
патне пычê те
ун çине ытараймасãр
пãхрê. Лешê хаваспах, куçран пãхса
тав тунãн сêтеклê
утта пêтêрет. Пãхса ытармалла
мар! Хãй питê самãр. Çилхийê вара йãлтãртатса, ярãмãн-ярãмãн
силленсе тãрать. Куçêсем вара!
Унта мêн
чул ырлãх, мêн чул
вãрттãнлãх! Епле илêртеççê çав
ãшã куçсем!
Мêншêн Илюш
пичи лаша туянас
терê-ха? Ара, хальхи вãхãтра пêччен
пур êçе те пурнãçласа
êлкêрме май çук вêт.
Халь социализм вãхãтêнчи
пек мар. Хãвна мêн
чухлê çêр лаптãкê
илес тетêн, çавãн чухлê
илме пулать. Анкартинче 50
сотка, кãмãл тусан арендãпа тепêр
50 сотка. Тата кашни
ял çыннине колхоз
çêрне пайласа тепêр икê гектара яхãн çêр лаптãкê
пурри çинчен êнентерсе
свидетельствãсем валеçсе панã. Вãт
çав çêре хуçи
хуть те кама: е
колхоза, е фермерсене арендãна
пама пултарать.
Илюш пичин
хãйêн çêр пайê
çук-ха. Ашшêпе амãшêн (йывãр
тãприсем çãмãл пулччãр) пур. Çав çêр
пайêсене шãпах хãйне
илесшêн хыпаланать Илюш. Çавãнпа лаша туянчê те. Êлêк
кашни арçын пуçне
5 гектар çêр тивнê,
êçе пêтêмпех алпа, лашапа тунã.
Илюш пичче мêнрен
кая? Вãйê пур-ха. Ачисем те
килсе пулãшма шантараççê.
Иккêмêш хут
Илюш пичче лашапа
пурнãçне çыхãнтарчê. Пêрремêшê-
ача чухне. Халê
те асран тухмасть
çав самант. Êмêрлêхе чêре
кутне кêрсе ларнã
тейêн.
Ун
чухне çêрлеччê. Тÿпере çак
вãхãталла çãлтãрсен шучê
нумайлансах пырать. Ялан шêпêлтетсе ларакан
йывãçсем халê шãп. Кашниех
темле кÿлепене аса
илтерет. Ял ыйха путнã.
Çапах та
улãхра хêрсемпе каччãсен
сассисем илтêнеççê-ха. Юрлаççê. Улãхран инçех мар
кÿлê сарãлса выртать. Вãл
кãнтãрла та, çêрле те
тêкêр пек çутã. Шапасем хãйсен юррине
юрлама çаплипех чарãнмаççê-ха. Калãн, çынсемпе чêр
чунсем пêр-пêринпе ãмãртса
юрлаççê. Темшêн-çке çак йывãçсем
чуна шиклентереççê. Çак шикленÿ пырса
тиврê те êнтê
Илюша. Ирêксêрех ãна халап
аса килчê. Пêлсех çитеймест-ха вãл ун
çинчен. Çапах та кãшт
илткеленê пек. Çтаппан мучи
каланãччê-и, тен…
Илюш вãтам
пÿллê, йãрãс кêлеткеллê арçын
ача. Вичкêн куçêсем таçта
аякка шãтарасла пãхаççê.
Питне талккишпех кук
тêрри сырса илнê, çÿçê
кãтрашка, хура тêслê. Хушшãн-хушшãн
малти çÿçêсем ãшã
çилпе вãркãшса илеççê. Сãн-пичê кêрен
тêслêрех. Ахальтен
каламаççê пуль Илюша
чикан ачи тесе. Çапла
каланин сãлтавê те çаках êнтê.
Халь Илюша
ãна аса килнê
халап канãç памарê. Вãл, çыран хêрринче
лараканскер, курãк çинчен йãпãр-япãр
сиксе тãчê те
унран аякрах мар
ларакан тусêсем патнеКирукпа Ваçук еннелле
утса кайрê.Утти Илюшãн васкавлã
пулчê. Темшêн-çке çак каç Илюшãн чунне
шиклентернêçемêн шиклентерчê.
Темêн пулса иртет
пек туйãнчê ãна. Лашасем чиперех
çиеççê-ха. Хушãран кêçенсе илеççê. Вêсен
те хãрани кãшт пур пулмалла.
Илюш тусêсем
çумне пырса ларчê. Лешсем
çак самантра çãлтãрсен
пурнãçê пирки пуплетчêç..
Паçãрхи халап Илюшãн
пуçêнчен çаплипех тухмарê-ха:
-Итлêр-ха, Ваçук, Кирук. Эсир çак
вырãн пирки халап
пêлеттêрччê пулас. Каласа
параймãр-ши?
-Пêлесси пêлетпêр
те… Анчах ун пирки
каç шãплãхêнче калас
мар пуль. Хамãр та хãракалатпãр. Тен, вãл
тухê те… Эй, малалла сãиахлас
мар пуль,»- терê Ваçук ун-кун пãхкаласа.
Улãхран илтêнекен
юрãсем арçын ачасен
чунêсене чылай вãхãт
тыткãнларêç. Тÿлек, ãшã каç та
илêртрê выртмана килнê
пêчêк çынсене. Вêсем нумайччен
çак илемлêхпе киленсе пãшãл-пãшãл
калаçса ларчêç. Êмêтленни те
пулчê паллах.
-Чимêр-ха,
лашасене кайса пãхмалла
пуль»,-терê çêр çинчен
хыпаланса тãракан Кирук.
-Айтãр»,-килêшрê унпа Илюш.
Ачасем тãвалла
хãпарса кайрêç. Акã, кунтах, Ваçукãн лаши- Çãлтãр, çумêнчех- Çÿлевêç. Чим… Анчах
ãçта-ха Илюшãн чи
самãр лаши- Çил?...
Илюшãн чêри
кãрт! турê, чунê хурланса
кайрê.Вãл унта та
кунта пãхкаларê. Анчах та Çил курãнмарê . Ачасем пурте
юлташêн лашине шырама
васкарêç. Ãçта-ãçта пулмарêç пуль!
Ывãнсах çитрêç. Çук, тупãнмарê Çил… Чунра
калама çук йывãр. Йывãр чул чêрере хирêнсе
ларнã та халê
êмêрêпех унта тãрса
юлчê тейêн. Еплерех юратнãччê лашана Илюш! Калама
çук юратнãччê… Çук,
тупãнмарê юратнã лаша. Ãçта-ши
вãл халь? Нивушлê вãрласа
кайнã ? Тата кам-ши çакãн
пек нêрсêр êçе
хутãшса кайнã? Тупсãмне
пêлесчê Илюшãн. Пêлесчê анчах…
Шупка шурãмпуçê
ерипен çуталса та
килет. Тÿпере çãлтãрсем сÿнсех
пыраççê. Тавралãха кêрен тêс
çапрê. Акã хêвел тухãçê
хêрелсе-хêрелсе çитрê те, аякра
курãнакан вãрман хыçêнчен
хêвел шуса тухрê. Унãн
пайãркисем ялсем, уй-хирсем,
улãх-çарансем, вãрман
çинелле сапаланчêç. Ял та
вãранчê пулас. Унта та
кунта автансем авãтса ячêç. Çêнê
кун та пуçланчê.
Ял çыннисем
пикенсех êçе тытãнчêç. Êçê
вара вêсен нумай. Мêн
тãвãн, ялти пурнãç çапла вãл. Пурте
васкаççê, пурте таçта хыпаланаççê: колхоз правленийêнче
êç пур-и, уй-хирте-и… Никам
та êçсêр лармасть
темелле.
Паян Илюшсен
картинче шавлã. Колхоз председателê
Иван Петрович та
пур кунта. Мêнлерех
êçпе килнê-ши? Ахальлêн килес
çук-ха. Кирлê êçпех êнтê.
-Мêнле вара
сыхã тãраймарãр? – ыйтать Илюшран
Иван Петрович çамки
çинчи пêркеленчêкêсене вылятса.
Илюш шãпãрт. Нимêн
те каламасть. Çил пирки
шухãшлать вãл. Шанать арçын
ача – таврãнать унãн лаши. Килетех. Çав шанчãк
ниепле те çухалмарê
Илюшран.
Пêр эрне
иртрê унтанпа. Лаша тупãнманнишêн
Илюш нумай кулянчê.
Ашшê-амãшê те хуйхãрчê
паллах. Вêсен пурлãхê вêт
вãл. Малалла мêнпе-ха ака-суха
тумалла? Мêнле утã илсе
кêмелле? Юрать-ха, тепêр лаша
–Ахмут пур. Кãшт çамрãк-Çããçрах вãл Çилтен. Тиха
çеç темелле êнтê. Йывãр
пулê малашне Ахмута. Питê
йывãр.
Нумай вãêй
хучêç милици êçченêсем
лаша тупас тêллевпе. Тêпчерêç. Уйрãмах Костылёв
следователь самай тãрãшрê. Анчах та
усси пулмарê. Тек нихçан
та Илюш юратнã лашипе выртмана
çÿремê êнтê. Нихãçан
та…
Анчах та
кунпа êç вêçленмерê-ха. Илюшсен кÿрши
Верук, чипер хêр, Костылёв следователе акã мêн
каласа пачê:
- Ун чух
эпêр улãхра юрлаттãмãр, кулаттãмãр, савãнаттãмãр.
Мана темшêн кичем пулса кайрê. Эпê вара
кãшт тãвалла хãпартãм. Тавралãха сãнарãм. Кама
илêртмê êнтê каç илемê! Çапла лараттãм
каç ытамêнче. Унччен те
пулмарê, тêмêсем хыçêнчен темêнле икê çын
чãштãртатса, йãпшãнса тухрê.
Пêри хêр
арãм пулчê-и, тен. Тахãшê вêсенчен:» Çакã-и?» -
тесе аяккалла тêллесе
кãтартрê. Эпê вара малалла
илтеймерêм.
Ку палламан çынсене
курсан çан-çурãм çÿçенсех
кайрê. Каялла улãха таврãнтãм. Мêн курни-илтнине
манса та кайнãччê
вара.
-Мêнле
апла эсир манна
кун пирки малтанах
пêлтермерêр? – тêпчерê
малалла следователь çãварêнчи
пирусне пãклаттарса.
-Эпê мêн, кун
пирки шутласах кайман
та», - терê Верук.
-Апла эппин», - тãсарах каларê
сãмахне Костылёв.
Çапла кунсем иртрêç. Лаша
пирки манса кайма
пуçланãччê те êнтê Илюш.
Пêр кун вãл хãвалãха лãпã
тума тесе хãва
хулли хуçма кайрê. Инçех
вырнаçман вãл ялтан. Пêр виçê çухрãм
пулать-и. Акã çитрê те
хãвалãха Илюш. Темле ырã
мар шãршã çапа пуçларê
ку вырãнтан. Ытти чух
апла мар марччê-çке. Тем тесен
те лайãх япала мар ку. Çав шãршã
Илюша чи тарãн
çырмана – Тарãн вара илсе
çитерчê. Пãхрê те çырмана – курах кайрê:
те кураксем, те çãхансем
явãнаççê унта. Ахãртнех,
темле виле пулê унта.
Эх, пырса çапрê
Илюша пêр шухãш! Тен.унãн лашин
вилли вãл? Анчê те
Илюш çырма тêпне –
Çил виллине курчê. Тêлêнсех кайрê
арçын ача. Чим, анчах та
ãçтан-ха тупãннã лаша çинчи
вêрен? Юлашки хут выртмана
кайнã чух вãл
çукчê-çке. Пêтêмпех ãнкарса илчê
Илюш. Такам лашана çавãтса
килсе юриех çырма
тêпêнче вилêм тупса панã е
вãрласа кайнã чух
çак çырмана тêттêмре
асãрхаймасãр чãмтарнã.
Илюш нумай
шутласа тãмарê. Яла кайса Костылёв следователе, кÿршêри Верукпа унãн амãшне,
Праски аппана, тата ашшêпе
амãшне Тарãн вара
ертсе илсе килчê. Паллã пулчê вара: лашана
чãнласах вãрласа каясшãн
пулнã е такам
курайманнипе вêлернê. Каллех
Илюшãн пуçêнчен Çил тухмарê.
Лаша чêрêлсе тãрас
пекех туйãнчê ãна.
Ниепле те манса
каяймарê вãл ãна.Лашана
вãрлаканê вара тупãнмарê...
.
. .
. . .
. . .
. .
. . .
. .
Илюш вара
шкул пêтерсен Шупашкара
ятарласа следователе вêренме
кайрê. Ãна халь тахçанхи пек
Илюш темерêç êнтê. Вãл
халь – Илья Геннадьевич.
Хисеплетчêç ãна. Ара, çêр
çинче çынсен киревсêр
êçêсем сахалтарах пулччãр
тесе вãй хучê
вêт вãл. Кунне, çêрне пêлмерê.
Халê тивêçлê канура
Шупашкартан яла куçса
килчê. Ачаран юратнã çêр
êçне пикенчê. Лашине çавãнпа
туянчê те êнтê…
Çапла
пêр кун Илюш пичи патне
Верук каçрê. Лешê ãнланчê
êнтê, Верук каллех хула пурнãçê пирки
ыйтса пêлесшêн. Ара, Верук ялта пурнãç çук
тет, пурнãç хулара çеç тесе сÿпêлтетет. Килêшмест ку
сãмахсемпе Илюш пичи. «Чãваш
мêн пêчêкрен êçпе пиçêхнê пулсан
унãн мêн пур
йывãрлãха чãтса ирттерме
пêлмелле», - тет вãл. Чãн та, тêрêс калать Илюш
пичи.
Анчах
та хальхинче пач
урãх êçпе килнê-мêн
Верук. Çавна илтсен Илюш
пичи шалт та палт тêлêнсе,
хытса кайрê.Иккен, унãн ача
чухнехи лашине, Çиле, вêлерекенê тупãннã. Çав
çынни вара – Праски аппа. Хãй
вилêмê килессине туйса
вãл тêрêссине пêтêм каласа панã-мêн. «Курайманнипе çапла
хãтлантãм», - тесе каланã тет
вãл. Унпа пêрле пулнã тепêр
çынни вãл – кÿршê ялти
темêнле арçын. Пилêк çул
каяллах таçта куçса кайнãччê.
Эх.,
Праски аппа… Мêншêн кураймарãн-ши
Илюшсен çемйине? Мêн çитмерê
сана? Çак суран вара
Илюш пичин чêринче
êмêрлêх пулчê. «Ку тêлêкре
çеç», - тесе лãплантарма
тãрãшатчê хãйне Илья
Геннадьевич. Анчах та тêлêк
мар вãл. Êмêрлêх суран вãл.
Êмêрлêх суран…
Красноармейски
районêнчи Пикшик
вãтам шкулêнче
8-мêш
класра вêренекен Анисимова
Ольга Александровна. Êçе
ертсе пыраканê: чãваш
чêлхипе литература вêрентекен
Тихонова Людмила Анатольевна.
|