Тунтикун, 23.12.2024, 18:03
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Галина Макарова пултарулăхĕ

Категорире миçе материал: 8
Миçе материал кăтартнă: 1-5
Страницăсем: 1 2 »

Сортла: Дате · Названию · Рейтингу · Комментариям · Просмотрам

Хĕвелпе хĕмленет çуркунне,

Ăшшипе чĕрĕлет çутçанталăк.

Чечекпе эрешлет вăл тумне,

Ырлăхра савăнать вĕçен кайăк.

 

Çулсерен хитререх тăван ен

Çĕнĕлет чун юратнă тавралăх.

Илĕртет яланах ытамне,

Кăмăлтан уçăлма кунта лайăх.

 

Çу уявĕ мăнаçлăн янрать,

Çĕнтерỹ чĕрере асăнмалăх.

Сĕм вăрман чĕрĕлсе пуç таять,

Салтаксем пек патвар-çке юманлăх.

 

Пурнăçра ырă вăй çĕнтерет

Çĕкленме сăлтав пур халь пурин те.

Ăшăтать чĕрене çут тивлет,

Сар хĕвелĕн телейлĕ кулли пек.

Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 351 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 09.07.2015 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пĕтĕм çут тĕнче илемлĕ
Ылтăн кĕркунне.
Асамат кĕперĕ тĕслĕ
Тăхăнать тумне.

Мĕн тери чĕре сипетлĕ
Ун ытамĕнче.
Çут çанталăкăн çут пилĕ, —
Шеп ырлăхĕнче.

Тĕрлĕ çимĕçпе сăйлать вăл
Йăлт тивĕçтерсе.
Çĕкленет килĕшсе кăмăл
Ырлăхпа пĕрле.

Савăнар-и, савнă тусăм,
Савăк тивлетпе.
Пирĕн те кÿресчĕ усă
Чун илемĕпе.
Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 345 | Author: Галина Макарова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.11.2013 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Савнă Нимĕчкассинче 
Пурăнать ман хуняма. 
Ирхи хĕвел шевлипе 
Анне тухать урама. 

Вăл ярать сурăхсене 
Ялти пысăк кĕтÿне. 
Ырă кăмăллă анне 
Уçать кунта хăй чунне. 

Вăл тивĕçлĕ канура, 
Тăрăшать хуçалăхра. 
Савнă ачисен сумне 
Хывать хăйĕн тÿпине. 

Тимлĕх çитеймен чухне 
Каçарать вăл хĕрхенсе. 
Ÿстерет çапла чысне 
Витĕм кÿрсе чĕрене. 

Тавтапуç сана, анне, 
Çĕклентерен эс пире. 
Ялкăшать чунри хĕлхем, 
Санра пур чăн-чăн илем!
Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 346 | Author: Галина Макарова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Çамрăклăх çеçкере
Сĕтеклентĕр-и?
Çултан-çул йăл илсе
Хÿхĕлентĕр-и?

Кăра çил витеймест
Çирĕп çеçкене.
Сивĕ тăм тивеймест
Селĕм илемне.

Çамрăклăх чунĕпе
Тĕреклентĕр-и?
Юрату хĕмĕпе
Эрешлентĕр-и?

Сивĕнми савнăран
Ырăлантăр чун.
Иксĕлмест нихăçан
Пархатарĕ ун.
Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 348 | Author: Галина Макарова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Паллашрăмăр ташă каçĕнче, 
Лакрей паркĕ саншăн юмах пулчĕ: 
Хÿхĕмленчĕ ытларах тĕнче, 
Ырă кунне çепĕç туйăм тулчĕ. 

Килĕштертĕн пĕрре курнипех, 
Пăлханса савни пулма пикентĕн. 
Маншăн пултăн сар хĕвел пекех, 
Чуна сивĕ тунсăх иленсен те. 

Хавхалантăн хĕрÿ савнăран, 
Çывăх тăванла юлма тимлерĕн... 
Хавшак чунăм чурăс пулнăран 
Пÿрнĕ телее хамах сÿнтертĕм. 

Тарăн йĕр хăвартăн пурнăçра, 
Хумханса сана аса илетĕп. 
Сан чунра пур чи пысăк тупра, — 
Турă панă юрату илемĕ.
Галина Макарова пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 401 | Author: Галина Макарова | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 08.09.2012 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

1-5 6-8


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz