Ҫынсем пӗр-пӗринпе
тимлӗ пулни чун-чӗрере яланах ырӑ туйӑм хӑварать. Ҫамрӑк этем ватӑ ҫынна шыв
кӳрсе парать-и, хӗр-упраҫ вӑрҫӑ инвалидне шавлӑ хулара урам урлӑ каҫарса ярать-и,
кӳршӗ кӳрше йывӑр вӑхӑтра пулӑшма васкать-и - харпӑр хӑй ирӗкӗпе тунӑ ырӑ ӗҫсем
этем хытӑ чунлӑ маррине уҫса параҫҫӗ.
Ҫынсем сисӗмлӗ чӗреллӗ пулни чуна
хускатать. Хӑвӑн та ҫынна ырӑ тӑвас килсе каять. Кивҫене юлнӑшӑн мар, чун
ыйтнипе, кӑмӑл туртнипе. Таврара ҫавӑн пек ҫынсем пур чухне пурӑнма та ҫӑмӑлрах
пек туйӑнать. Чун савӑнать.
Красноармейски районӗнчи Ҫӗньял-Шетмӗре
пурӑнакан Арсентьев Николай Арсентьевич ҫакна нумай пулмасть тепӗр хут туйса
илчӗ.
Ватӑ килти
хуҫалӑха тӑр-пӗчченех тытса пырать. Ҫынсем пахчисенче ҫӗр улми кӑларма тытӑнаҫҫӗ-и,
утӑ ҫулаҫҫӗ-и е тата темӗнле ӗҫ пуҫлаҫҫӗ-и - унӑн та ӑш вӑркама пуҫлать. Лартнӑ
пахча ҫимӗҫе пуҫтарса кӗрсе хумалла вӗт, хӗл каҫмалла, выльӑхсем валли те утӑ хатӗрлемелле.
Ҫуллахи кун хӗвелӗ хӗртсе пӑхать. Ан картинче талккишпе утӑ выртать. Ватӑ ҫын
кунӗпе тенӗ пек утӑпа тӑрмашрӗ: ирхине салатрӗ, каярах темиҫе хутчен тавӑрса
ҫӳрерӗ -утта хӑвӑртрах сарайне кӗртес пулать-ҫке, мӗншӗн тесен, ҫынсем каланӑ
тӑрӑх, паян-ыран ҫумӑр пуҫланмалла. Ҫумӑр ҫитсен вара ӑҫта кайса кӗмелле-ши,
пӗрре ҫума пуҫласан чарӑнас ҫук-ха вӑл!