|
Категорире миçе материал: 3 Миçе материал кăтартнă: 1-3 | |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Хаваспах шкула утатăп Эпĕ лăпкă ирсерен. Вĕрентекене куратăп — Савăнатăп чĕререн.
Кăмăллăн класа кĕретĕп, Вăл та васкаса кĕрет. Урока хатĕрленетĕп — Кашнинех çитет черет.
Вăл ăс-тăн парать пурне те — Питĕ лайăх вĕрентет: "Хăвăршăн пурнăç çулне те Суйламашкăн пĕлĕр!” — тет.
— Калаçма, тĕрĕс çырма та, Пит илемлĕ вулама, Тарăннăн шухăшлама та, Ăраскала палăртма.
— Ват çынна хисеплеме те, Яланах ыр çын пулма. Чăваш чĕлхине пĕлме те — Юратма та упрама.
— Çут çанталăка курма та, Чечек шăршине туйма, Пур чĕрĕ чуна савма та, Тăван ене мухтама…
Чунтанах эп хисеплетĕп Хамăн вĕрентекене. Ăнăçу, телей сĕнетĕп — Ăна манмăп ĕмĕрне.
|
Шетмĕ шывĕ хĕрринче
Ялăм сарăлса ларать.
Унăн тепĕр енĕнче Сĕм вăрман хÿтлĕх парать. Çĕнелсех пырать ман ял: Хăпараççĕ çурчĕсем, Çĕкленет чунри вăй-хал — Пултараççĕ çыннисем. Хамăр ял çине пăхсан — Мухтанмалăх чăн та пур. Вăл ÿссе пырать пулсан, Çыннисем унăн маттур. Тикĕс шăвать пурăнăç: Пĕрин çемье хушăнать, Теприн хăйĕн савăнăç: Çĕнĕ çурта вăл куçать. Килĕшет мана ялтах: Уçă сывлăш-çке тулта, Тăвансем, туссем пайтах, Çывăх юлташсем — шкулта. Юрататăп ялăма, Пурришĕн ăна тавах! Ĕмĕр-ĕмĕр савăнма Чечеклентĕр яланах!
|
Чи хаклă çын вăл çĕр çинче — Кашни ачийĕн чĕринче. Пире кун-çул вăл парнелет — Ыр пурнăç та телей пиллет.
Чи ырă çын вăл çĕр çинче — Вăй-халĕ ун ачисенче. Пĕрре те шеллемест хăйне — Çÿлте тытать çемье чысне.
Чи чунлă çын вăл çĕр çинче — Пире ÿстернĕ чĕр çинче. Вĕренÿре, кашни ĕçре Васкать вăл пулăшма пире.
Чи ĕçлĕ çын вăл çĕр çинче — Пур ĕç ăнать ун аллинче. Вăл ĕлкĕрет кирек ăçта, Чăнах та тем тума ăста.
Чи савнă çын вăл çĕр çинче — Чĕри ун аслă чунĕнче. Пурин валли те ун çитет: Ыр туйăм, ăш сăмах, тивлет.
Ун чапĕпе паян инçе. Унпа чухне — чун çĕкленет, Унпа чухне — çул кĕскелет. Чи кирлĕ çын вăл çĕр çинче.
Чи чаплă çын вăл çĕр çинче — Аннесĕр пит кичем тĕнче. Унпа çеç кăмăлăм тулли, Унпа çеç пурнăçăм тулли.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|