Юнкун, 06.11.2024, 20:18
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

ПĔЧĔК ВĂРТТĂНЛĂХ. КАЛАВ/"АЧАСЕН ПУЛТАРУЛĂХĔ" КОНКУРСА
     Мĕн пĕчĕкрен эпĕ космăса  вĕçсе каяс пирки çеç шухăшлатăп. Пĕлĕте час-часах тинкеретĕп. Манăн унта чи юратнă çăлтăр пур. Ку çăлтăра эпĕ кашни каç сăнатăп, унта вĕçсе кайма ĕмĕтленетĕп. Маншăн çак çăлтăр чи илемли, чи лайăххи.
Пĕр каç тÿпери çăлтăрсене сăнанă чухне пĕр çăлтăр аялалла ÿке пуçларĕ. Тĕлĕнмелле! Ку çăлтăр пĕрре те ыттисем пек мар. Унăн хÿри пур. Хÿри вара çунса пырать. Хайхи çăлтăр ман паталлах вĕçет. Эпĕ хăрама тытăнтăм. Вăл ман умрах чарăнчĕ. Эпĕ сăмах чĕнеймесĕр тăратăп. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и: вăл калаçа пуçларĕ:
    - Эпĕ, Вĕри çĕлен,- тет.
Çак сăмахсене илтсен мана асаннен калавĕ аса килчĕ. Сăмах Вĕри çĕлен пирки пулчĕ. Ун чухне вăл тăхăр çулхи ача пулнă. Атăл хĕрне вутă хатĕрлеме кайнă. Çавăн чухне вăл икĕ хутчен Вĕри çĕлен курнă.
   -Малта такана пек, хыçалта вара хÿринчен хĕм сирпĕнсе пыратчĕ,- аса илме юратать ун çинчен асанне.
    Вăл хăранипе кăшкăра пуçлать. Асанне кăшкăрать те -Вĕри çĕлен чарăнать. Асанне çухăрма пăрахсан Вĕри çĕлен малалла вĕçет. Манăн асанне кăшкăрнине илтсен, унăн ашшĕ урама чупса тухать те: «Кăшкăрма чарăн! Чарăн!-тесе калать.- Вĕри çĕлене çиллентерме юрамасть». 
Шăпах халĕ асанне сăмахĕсем аса килчĕç. Эпĕ Вĕри çĕлене хирĕç хуравларăм:
-Эпĕ вара-а-а,- нимĕн те тăна кĕреймесĕр пуплеве тăсатăп.- Петя-я-я. Эсĕ кунта-а мĕн тума-а-а килнĕ?
-Пĕрремĕшĕнчен, эсĕ манран ан хăра. Эпĕ сана нимĕн те тумастăп. Иккĕмĕшĕнчен, эпĕ кунта санăн ĕмĕтна пурнăçлама килнĕ. Эпĕ ас тăвасса: эсĕ хăв юратнă çăлтăр çине вĕçсе каясшăн вĕт!
   -Каясшăн, питĕ каясшăн!
   -Вăт, эпĕ сана çав çăлтăр çине илсе каятăп. Тытăн ман хÿререн. Асту ан ÿк!
     Эпир çÿлелле вĕçсе хăпартăмăр. Манăн кил пĕчĕкленсех-пĕчĕкленсех пырать. Кăшт тăхтасан курăнми те пулчĕ.
     Часах эпир ман юратнă çăлтăр çине анса лартăмăр. Вĕри çĕлен ларнă хыççăнах куçран çухалчĕ. Эпĕ пĕччен юлтăм. Ним тума пĕлмесĕр кунти çут çанталăка сăнама пуçларăм. Йĕри-тавра ешĕл курăк, тем çÿллĕш йывăçсем.
     Çанталăк кунта питĕ сивĕ, пирĕн пек ăшă мар. Çавăнтах пĕр кŖлĕ пур. Эпĕ шыва тытса пăхрăм. Шыв шутсăр сивĕ. Мĕнле вăл шăнса ларман-ха? Вăт тĕлĕнтермĕш! Эпĕ малалла утрăм.  
     Акă, хулари пек çуртсем курăнчĕç. Çавăнтах темĕнле халăх çÿрет. Вĕсем пурте виç кĕтеслĕ. Урисем, аллисем, хăлхисем, куçĕсем тата ыттисем те. Эпĕ хула еннелле таплаттартăм. Кунти халăх сĕре тирпейлĕ. Вĕсен урамĕсенче пĕр çÿп-çап та çук. Хăйсем те таса тăхăннă. Пĕр хура пăнчă та курăнмасть. Кунти этем евĕр виç кĕтеслĕ чĕр чунсем мана курсан килĕсене кĕрсе тарчĕç. Çав вăхăтрах ман ума ухă йăтнă çар халăхĕ тухса тăчĕ. Вĕсем манран тем ыйта пуçларĕç. Эпĕ вĕсен чĕлхине ăнланмасăр тăратăп. Вĕсем мана таçталла çавăтса кайрĕç. Акă, ман умра кĕмĕлрен тунă çурт курăнса кайрĕ. Мана çав çурта илсе кĕчĕç. Шал енчен çурт тата хитререх! Акă, пĕр алăкран симĕс тĕслĕ
тĕлĕнтермĕш тухрĕ. Çар халăхĕ мана чĕр куççи çине тăратрĕ. Çак симĕс тĕлĕнтермĕш патша пулнă иккен. Патша манран: «Эсĕ кунта мĕн тума килтĕн?»-тесе ыйтрĕ. Эпĕ тĕлĕнсе кайрăм: «Вăл ман тăван чĕлхепе калаçать?» Эпĕ малалла пĕр утăм тухрăм. Хам хăратăп, анчах калаçма пуçларăм:
   -Эпĕ кунта вĕçсе килтĕм, мĕншĕн тесен ку ман чи юратнă çăлтăр. Çак çăлтăра эпĕ мĕн пĕчĕкрен сăнатăп.
   -Апла эсĕ пире вĕлерме килмен?!
   -Çук. Мĕншĕн ман сире вĕлермелле?
   -Пире хирĕç фиалет халăхĕ вăрçать. Эсĕ çав халăхран тесе шутларăм эпĕ,- тет мана патша.
    Вăл мана çав халăхпа вăрçăннă пирки каласа пама пуçларĕ. Эпĕ тимлĕ итлесе ларатăп. Вăл калаçса пĕтереймерĕ- унăн халăхĕ çине тăшман тапăнчĕ. Çар халăхĕ тăшманран хÿтĕленме васкарĕ. Çапăçу хĕрнĕçемĕн хĕрсе пырать.
Пĕр енчи халăхăн, тепĕр енчи халăхăн виллисем çеç выртаççĕ. Çапăçу йывăр пулчĕ. Эпĕ те çак халăха хÿтĕлесе вĕсемпе пĕрле çапăçрăм. Хамăн юратнă çăлтăра тăшмансене памастăпах тесе тĕв турăм. Çак вăрçăра ман çăлтăр çинчи халăх çĕнтерчĕ. Вăрçă хыççăн пурте сĕтел хушшине ларчĕç. Патша мана мĕн пур кăмăлтан тав турĕ:
   -Тав сана, ырă çыннăм! Эсĕ пире тăшмана сирсе яма пулăшрăн, ман халăха çăлтăн. Маттур эс, маттур! Чыс та хисеп!

Авторĕ: Красноармейски районĕн Пикшик вăтам шкулĕн 8-мĕш класĕнче вĕренекен Максимов Сергей Алексеевич
Вĕрентекенĕ: чăваш чĕлхипе  литературине вĕрентекен Тихонова Людмила Анатольевна
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (31.01.2010)
Миçе çын вуланă: 319 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz