Ленукăн шкула практика татма каймалла та - çумăр çума пуçларĕ
ав. Хĕр ача зонтик шырама пикенчĕ. Куккăшĕ иртнĕ çуралнă кунпа парнеленĕччĕ.
Асамат кĕперĕнчи мĕн пур тĕслĕ ача-пăча зонтикĕ хĕр пĕрчишĕн чи юратнă парне
пулса тăчĕ.
-Ăçта-ши ĕнтĕ вăл?- мăкăртатрĕ шкула васкаканскер.
Юлашкинчен, тупайманнипе зонтиксăрах çула тухрĕ.
"Сахăр мар, ирĕлсе каймăп,"- терĕ пулас.
Утма çул ял пĕви пуçĕпе тăсăлса выртать. Ленук васкасах
пĕве хĕрнелле чупса анчĕ. Ара, кая юлма пултарать-çке! Ачасенчен, класс ертÿçинчен
намăс пулать.
-Тĕлĕнмелле çанталăк паян. Тÿперен сар хĕвелĕ йăл кулса
саламлать. Çав вăхăтрах çумăр пĕрчисем шыв çине вĕтĕр-вĕтĕр ÿкеççĕ,- тесе çеç
шухăшларĕ Ленук. -Мĕскер??? Мĕскер ку???- тĕлĕннипе шак хытса та тăчĕ.
Шыв çийĕ ахах-мерчен йăлтăртатăвĕпе ялкăшрĕ. Пĕве тĕпĕнче
çав хаклă йышши чулсен пы-ы-ы-сăк арчи уçăлса кайнă тейĕн. Вунă çулхи хĕр
ачан çăварĕ хăй сисмесĕрех карăлчĕ, куçĕ
пилĕк пус пек пысăкланчĕ.
Унччен те пулмарĕ - шыв хумĕсене ункăласа Натюк, сарă çÿçлĕ
кÿршĕ хĕрĕ, Ленук умне тухса тăчĕ. Хăй виçĕ çул каяллахи пекех хитре. Кĕпи те çутă
кăвак тĕслĕскер. Çÿçне сапаланă. Вăрăм. Пилĕк таранах çитĕннĕ. Урисем çеç темшĕн
пĕрлешсех ларнă.
-Ленук, тусăм,- чĕвĕлтетрĕ юлташĕ,- атя пытанмалла
вылятпăр. Эп сăватăп. Пĕрре, ирĕ, вирĕ, тварă, пирĕ, урă, çирĕ, сарă, тăрă, вăрă
- тыт часрах!- терĕ те шыва чăмрĕ.
Ленук нумай шухăшласа тăмарĕ, тарăннăн сывласа илчĕ те
шыва сикрĕ. Унăн Натюка куçран вĕçертес килмерĕ. Мĕн пур вăйне пухса ишрĕ.