Тунтикун, 02.12.2024, 04:20
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Сăпка юрри-7/ "Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
Санитарка: Мĕн лайăххи пултăр. Кашни ача хăйĕн амăшĕпе пурăнма тивĕç. ăхтаса) Вĕсем вара, шереметсем,»анне»тесе те чĕнеймеççĕ. Амăшĕсене курас тесе тем тума та хатĕр хăйсем.
Марук: Вĕсен амăшĕсем пур-и?
Санитарка: Ģук,хĕрĕм,çук. Никам та çук вĕсен. Мавăнпа ĕнтĕ патшалăх çавăн пек ачасене йĕркеллĕ çемьесене усрама парать. Ырă чунлă çынсем ашшĕ-амăшне улăштараççĕ вара?
Марук: Патшалăх тени тĕрĕс тăвать-и?
Санитарка: Паллах. (кăшт тăхтаса) Марук,атя çывăрар. Ыран ирех тăмалла .
Марук: Ырă каç пултăр.
Санитарка: Тутлă тĕлĕксем курса çывăр.
Ģутă сянет.
Улттăмăш курăну
 
Ир.Палатăна тухтăр кĕрет.Вăл чирлисен сывлăхĕпе интересленет.Операци тунă вырăна тытса пăхать.
 
Тухтăр: Мĕнле,Марук,нимĕн те ыратмасть-и?
Марук: Ыратать.
Тухтăр: Мĕн ыратать?
Марук: (чĕрине кăтартса) Ак çакăнта, хытă ыратать.
Тухтăр Марук чĕрине итлесе пăхать.
Тухтăр: Чĕря лайăхах тапать. Мĕншĕн ыратать-ха вăл,хĕр пĕрчийĕм?
Марук: (хăй çеç илтмелле) Аннесемшĕн…
Тухтăр: Аннесемшĕн тетĕн-и???
Марук: Аннесемшĕн?..
Тухтăр: Мĕн пулнă вара вĕсене? Айта-ха ,каласа пар, каласа парсан çăмăлрах пулĕ.
Марук: Ģăмăлрах çавах пулмасть.
Тухтăр: .Юрĕ,Марине,калас килмест пулсан ан кала. Санăн вара урăх нимĕн те ыратмасть-и?
Марук: Мук,урăх нимĕн те.
Тухтăр: Лайăх апла. Анняне шăнкăравласа кала паян килтĕр сан пата. Паян сана кăларатпăр.
Марук: (пĕрре савăнса тепре ăнланмасăр.) Хăшне?
Тухтăр: Мĕнле хăшне?
Марук: Манăн халĕ икĕ анне пулса тухать.
Тухтăр: Анне пĕрре çеç пулаканччĕ-çке-ха.
Марук: Манăн-- иккĕ.
Тухтăр: Вара,хĕрĕм,хăшне саватăн,çавăн патне шăнкăравла.
Тухтăр тухса каять.
Марук: Шăнкăравламалла е çук. Тен вăл пачах та мана
 илтесшĕн мар. ăшт тăхтаса) Шăнкăравламалла е çук. Шăнкăравламалла е çук. Эпĕ пĕлместĕп.
Палатăна Нинук аппа шăппăн утса кĕрет.
Амăшĕ: (хĕрне чуп туса) Салам,хĕрĕм.Мĕнле çывăртăн? Тутлă тĕлĕксем куртăн пулас.
Марук амăшне ыталаса илет.
Марук: Анне,эпĕ сана юрататăп.
Амăшĕ ăшшăн кулса илет.
Амăшĕ: Хĕр пĕрчиçĕм,эсĕ киле кайма шутлатăн-и?
Марук: Палах,аннеçĕм.
Амăшĕ: Пуçтарăнкала апла. Эпĕ вара кайса тухтăрпа калаçса килетĕп.
Нинук аппа тухса каять. Марук хăйĕн япалисене пуçтаркалать.
Марук: (кравать хĕррине ларса) Халĕ аннепе киле каятăп. Чăннипех те юратать иккен вăл мана Лена вара мана суйса тухса кайрĕ çеç. Урăх нихăçан та килмест. (кăшт тăхтаса) Ан та килтĕр.
Палата алăкĕ уçăлать те унтан Миша курăнать.
Марук: (савăнса кайса) Миша, салам! Эсĕ мĕн тăватăн кунта? Кампа килтĕн? Нивушлĕ пĕчченех?
Миша: Салам,Марук! Сансăр выляма интереслĕ мар. Сана курма килтĕм. Эпĕ вара пĕччен мар. Саша ашшĕ района машинăпа килме тухнăччĕ те,унпа пĕрле ларса килтĕм.
Марук: Пĕлетĕн-и,мана паян кăлараççĕ. Акă чиччас киле те каятпăр.
Миша: Тата та лайăхрах ,пĕрле каятпăр.
Марук япалисене пуçтаркалать.
Марук: Манна сирĕнсĕр кичем.
Миша: Эс ялта çук та-вăйă илемĕ те çук.
Марук: Ку больницăна урăх нихăçан та килмелле ан пултăр.
Миша: Больницăра унта пĕчĕк ачасене те сутаççĕ.
Марук: Ачасене сутмаççĕ. Ачасене,пĕлесся килет пулсан, (хырăмне малалла каçăртса)ак çакăнта тăхăр уйăх хупса усраççĕ.
Миша: Мана анне пульницăран туяннă!
Марук: Миçе тенкĕ парса тет вара?
Ачасен калаçăвне палатăна кĕнĕ Нинук аппа чарать.
Амăшĕ: Миша, эсĕ те кунта-и? Салам.
Миша: Сывлăх сунатăп , Нинук аппа.
Амăшĕ: Ну, ачасем,киле кайрăмăр-и? (Марукпа Мишăна ыталаса илсе.)
Ачасем: (савăнăçлăн) Кайрăмăр.
Пурте больницăран тухаççĕ.Марук пульница кĕтессинче Ленăна курать,кăшт чарăнса тăрать.
Амăшĕ: Марук, мĕн пулчĕ сана? Тем манса хăвартăн-им? Чарăнса тăтăн.
   Марук чĕнменнине кура амăшĕ Марук пăхнă еннелле санать, Ленăна палласа илет. Лена Марукпа калаçнине ăнланса илет те Мишăна алран çавăтса малалла хуллен утса каять. Лена ясĕрскер çĕре якет.
Марук: (Лена еннелле чупма тăрать) Вĕсен хушшине асламăшĕ тухса тăрать.
Асламăшĕ: Хĕрхеня-ултавлă туйăм.
Марук Мишăпа амăшĕ хыççăн чуптарать.
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2010)
Миçе çын вуланă: 317 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz