Юнкун, 06.11.2024, 22:23
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 416-420
Страницăсем: « 1 2 ... 82 83 84 85 86 ... 107 108 »

Эп çуралнă ял вăл - Красноармейски,
Пур сăлтавĕ мухтанмашкăн ман:
Иртет ачалăх çулĕ çакăнта,
Тăвансемĕр çунатланнă çак ялта.

Мăнаçланса ларать кунта ман пÿрт, 
Урамĕсем хитре те пит çап-çут.
Тасалăхпа чуна манне çĕклет,
Чĕре манăн уншăн хĕпĕртет.

Ман çуралнă ял, савнă ял, 
Эс тухатăн куç умне ялан.
Санпа тусăм хĕпĕртет саркаланса,
Кăкăрне çапать вăл хаваспа.

Стас Илларионов, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ, 5-а класс
Ертÿçи - Михайлов В.М.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 351 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Ман анне – вĕрентекен,
Иккĕмĕш шкулта ĕçлет.
Тăрăшуллă та ĕçчен –
Физкультура вĕрентет.
 
Физкультура предметне
Ача-пăча юратать,
Кашниех хăй сывлăхне
Çирĕплетме тăрăшать.
 
Анне манăн – ырă çын,
Ăнланать те пулăшать,
Кашни вĕренекенех
Хăй ачи пек кăмăллать.
 
Ăмăртусене кайсан
Çĕнтерттерме тăрăшать.
Çĕнтерÿпе таврăнсан
Анне питĕ савăнать.
 
Ÿнăн ĕçĕ çăмăл мар,
Çавах ăна килĕшет.
Сикме, чупма, выляма…
Сывлăхлă пулма хистет.
 
Ман анне – вĕрентекен,
Питĕ кирлĕ ĕç тăвать.
Кашни шкул пĕтерекен
Ырăпа çеç асăнать.
 
Аня Васильева, 7а класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 286 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пĕрремĕш учитель
Хисеплĕ, хаваслă.
Юратнă учитель
Ĕçчен те сăпайлă.
 
Пĕрремĕш учитель
Пит тăрăшуллă.
Юратнă учитель
Çирĕп вăй-халлă.
 
Пĕрремĕш учитель
Пире кăмăллать.
Юратнă учитель
Куллен ăс парать.
 
Пĕрремĕш учитель
Пире ыр сунать.
Юратнă учитель
Пиртен çын тăвать.
 
Пĕрремĕш учитель,
Унран хакли çук.
Юратнă учитель,
Сире манас çук.
 
Екатерина Семенова, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 314 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Хама вĕрентнĕ ыр çынна
Эп нихăçан та манас çук.
Вăл манăн иккĕмĕш анне – 
Ман чĕререн вăл тухас çук.
 
Асрах-ха чи пирвайхи кун:
Учитель, класс, чечек çыххи.
Иртсе пырать халь кунран кун,
Шкул вăл маншăн ăс пуххи.
 
Кунта ман çывăх юлташсем,
Класс ертÿçи те тантăшсем,
Юратнă вĕрентекенсем –
Пире ыр çын тăвакансем.
 
Пурне те тав тăвас килет,
Ыр сăмахсем калас килет.
Шкул пурнăçĕ асра юлать.
Пĕлÿ ĕмĕрлĕхе пулать.
 
Полина Андрианова, 9б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 322 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Учитель вĕрентет пире,
Класа кĕрет кашни ирех.
Йăл кулă ун пичĕ çинче,
Хавхалану ун чĕринче.
 
Тирпейлĕ çипуçпа çÿрет,
Кĕлеткине тăп-тăп тытать,
Илемлĕ калаçма пĕлет,
Пур ыйтăва та хуравлать.
 
Куçпа пăхни те, çÿçĕ те,
Утти те,  ĕçĕ-хĕлĕ те –
Йăлтах илемлĕ те хитре,
Учитель сăнĕ – чĕрере.
 
Оксана Журавлева, 7б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 284 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz