Мишук пачĕ çĕлĕкне.
Сикрĕ тухрĕ арчаран
Хитре тумлă пукане,
Тытăнчĕ ав выляма.
Ленук: (Марук тутăрне илсе.) Мак тутăр хуçи пире
халĕ хитре чăваш ташши ташласа парĕ.
Марук карта варрине тухса чăваш ташши ташлать,ачасем ăна алă çупса,такмак каласа пулăшаççĕ.
Сасартăк Марук ташама
пăрахса,кукленсе ларать.
Света: (хăраса кайса.) Марук,мĕн пулчĕ?!
Марук:(ĕсĕклесе) Сылтăм енчен
тирет!Ыратать.
Миша:(ăнланмасăр) Мĕн
тумалла?
Ленук: Миша,Нина аппана кайса чĕн хăвăртрах.
Ленăпа Света Марукпа юнашар кукленсе
лараççĕ.
Света: Марук,ан макăр.
Марук амăшĕ темле хуйхă туйнă пекех çак вăхăтра икĕ витре йăтса шыв патне
тухать.Чупса килекен Мишăна,çĕр çинче ларакан Марука курсан витрисене пăрахса хĕрĕ патне чупать.Митсен чĕркуçленсе ларать те хĕрне ыталаса илет.
Амăшĕ: (лăплантарма тăрăшса) Ан макăр,хĕрĕм,ан макăр.
Ģиччас иртсе каять. Васкавлă пулăшу машинине чĕнĕпĕр
те…
Марук: (ĕсĕклеме чарăнмасăр) Анне,манăн больницăна
каяс килмест. Эпĕ хăратăп.
Миша: Нина аппа,Марукпа мĕн пулнă?
Амăшĕ: Хам та пĕлместĕп-ха,акă тухтăр çитĕ те вăл калĕ.
Миша: Эпĕ ирĕнпе пĕрле больницăна пыратăп
Амăшĕ: Миша,кирлĕ
маар. Эпир хамăрах .
Миша: Ах ма-ши эп пысăк
мар ,яссе çитнĕ пулсан сире хамах атте машинипе больницăна леçсе янă пулăттăм.
Амăшĕ: Тавтапуç
сана,Миша.Кăмăлу сан ылтăн.
Миша:(Нинук аппана
пялсе) Эсир Марука сыватăр,яссе çитсен эп кама качча илетĕп-ха. Ман анне Марука
тахçанах»кинеми»тет.
Амăшĕ: (кулкаласа илсе)
Юрать,Миша,юрать. Эсир килелле чуптарăр.
Пурте тухса каяççĕ.
Марук:
Анне,ыратать! Тухтăрĕсем ма çаплах килмеççĕ?
Амăшĕ: Килеççĕ,хĕрĕм,килеççĕ.
Хăйсем те васкаççĕ ĕнтĕ. Ак вĕçтерсе çитĕç те сана тухнăмрах сыватĕç.
Марук: Мĕн вăл тухнăмрах?
Амăшĕ: Ģак
самантрах.
Марук: (савăнарах,ыратнине манса кайса) Мак самантрах…
Амăшĕ: Ия,хĕрĕм.
Виççĕмĕш курăну.
Ĕçсем
больницăра пулса
иртеççĕ.Шурă халат тăхăннă Нина аппа каллĕ-маллĕ уткаласа çярет.
Амăшĕ: Эх,пурнăç,пурнăç…Сар хĕвелĕмĕр
пурин çине те пĕр пек пăхать пулин те телейĕмĕрсем расна.
Ленăпа мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿсрĕмĕр. Хăва хулли пек яштака хĕр-тантăшăм сахал мар каччăн чунне çунтарчĕ.
Юлашкинчен хăй те çухалса
кайрĕ пулас… Сисмерĕ те-алла пĕчĕк пепке тытрĕ. (кăшт тăхтаса) Уншăн-ытлашши ,маншăн кĕтнĕ пепке пулчĕ. Тĕлĕнмелле!!! Эпир мăшăрăмпа ача çукран уйрăлтăмăр. Вĕсем ача пуртан пĕрлешеймерĕç. Тен,ывăл пулнă пулсан мăшăрланатчĕç те пуль… Арçынсене ывăл кирлĕ-çке-ха… Паянхи куна вара Лена та пĕччен, эпĕ
те мăшăрсăр. Хăшĕ телейлĕрех-ши
пиртен??? Эпĕ-ши,вăл-ши… Эпĕ
пуль ĕнтĕ: манăн унăн хĕрĕ,Марук,çитĕнет. Мапах эпĕ,манăн сăмах
вакласа-калаçмалли
|