Кĕçнерникун, 07.11.2024, 00:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 406-410
Страницăсем: « 1 2 ... 80 81 82 83 84 ... 107 108 »

Урампала, ахăртнех,
Утать Уртем хăй килне.
Тĕлĕнтермĕш  темелле:
Мăсăрланать пуç çинче.
Пирус хыпнă çăварне,
Явăнтарать тĕтĕмне.
Пăх та кур эс тамаша,
Ку мĕскерле апăрша?
Чĕрни сарă, шăлĕ хăмăр,
Пăхсан: Катемпи ку, тейĕр.
Йăлт çухатнă сăн- питне,
Паллама çук ку камне.
Кун пеккине эс курсан
Ут уйрăлса аякран.
Вăл пулас çук сан юлташ.
Унпала эс ан туслаш.
Пируса Алла тытни-
Сывлăха хавшаклатни.
Пурнăçа тăсас тесен
Унсăр пурăнма вĕрен!   
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 305 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сывă-и, аякри тусăм, Лена. 
Санран нумай пулмасть çыру илтĕм. Тавах сана уншăн. Эсĕ мана аннем çинчен çырса пĕлтерме ыйтнă. Эпĕ ун çинчен пĕр вĕçĕмсĕр çырма пултаратăп. Кайран вуласа ывăнтăм тесе ан пăшăрхан. Итле эппин.
Манăн анне ячĕ - Людмила. Вăл вырăсла "людям милая" тенине пĕлтерет. Чăнах та, анне çынсемпе ырă пулма тăрăшать: ваттисемпе ватă çынпа пупленĕ пек калаçать, çамрăксемпе - çамрăк çынпа калаçнă евĕр. Кашни çын валлиех  ăшă сăмах тупăнать унăн. Кукамай анне пирки: "Чуна лăплантармалли сăмахĕсене ăçтан тупать-ши?"- тесе тĕлĕнет. "Санпа калаçса чуна лăплантартăм. Халĕ урăх кулянмастăп ĕнтĕ,"- тенине тăтăшах илтетĕп эпĕ кукамайран. Мамак (асанне) вара хăйне тăтăшах апи тесе чĕннĕшĕн хĕпĕртет. Вĕсем пĕрле 13 çул пурăнаççĕ ĕнтĕ. Эпĕ вĕсем хирĕçнине пĕрре те курман. Анне мамак çинчен е мамак анне çинчен тиркесе калаçнине те илтмен. Анне пире те ваттисене хисеплеме вĕрентет. Вĕсен сывлăхĕпе кăсăкланмаллине, чей лартса ĕçтермеллине, ĕçлесе пулăшмаллине тăтăшах аса илтерсе тăрать.
"Ĕç вăл-пурнăç тыткăчи,- тет тата пире анне. -Кашни ашшĕ-амăшĕн хăйĕн пепкине ĕçлеме хăнăхтармалла.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 722 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

            Вылякансем:
            Марук - 6   çулта
            Амǎшĕ - 34  çулта
            Миша -   Марукпа пĕр урамра пурǎнакан, 5-7 çулта
            Хветĕр пичче - индивидуаллǎ хуçалăх хресченĕ
            Лена - Марукǎн чǎн-чǎн амǎшĕ, 35 çулта
 

 Ĕçе пурнăçлаканĕ: Красноармейски районĕнчи Пикшик вăтам шкулĕнчи 7-мĕш класра вĕренекен Ершова Наталия

Ĕçе ертсе пыраканĕ: чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Тихонова Л.А.

 


Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 324 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Миша: Ман-мулкачла!
Марук:(ачасене пÿлсе) Атьăр кăшманла выляр.
Миша: Атьăр выляр!
Света: Юрĕ,анчах та эпĕ кăшман пулатăп!
Лена: Эп кăшман пăхаканни.
   Ачасем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ:Саша,Марук,Света-кăшмансем,Ленук,Миша-кăшман пăхакансем.Кăшмансенчен чи вăйли тĕпе ларать,ыттисем ун умне,пĕри теприн чĕрçийĕ çине ларса тухаççĕ,пĕрне-пĕри пилĕкрен хытă ыталаса тытаççĕ.
Марук,Света:(юрласа) Каш-каш çил кашлать,
                                         Каш-каш çил кашлать,
                                         Ир те пулать,каç та пулать,
                                         Пире çаплах шăвармаççĕ.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 343 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Хветĕр пичче: Э-э,хĕрĕм. Эсĕ  унта ан васка.Мамрăк-ха эсĕ. Унта пирĕн пек ватă çынсене çеç кĕртеççĕ. Асання сана вара ав çялтен пăхать.                                          
Марук: Вăл ман пата анаять-и???                                      
Хветĕр пичче: Тĕлĕкре.                             
Марук: Апла эп паян чăнласах тĕлĕк курнă. Анне каллех тĕрĕс каларĕ. Ǎçтан вăл веçех пĕлет.            
Хветĕр  пичче пăрăнса утать.
Марук: Тиха авă,хăй тĕллĕнех çярет. Лайăх ĕнтĕ ăна,Тарас килсен тарма пултарать… Ман анне вара манпа яланах çепĕççĕн калаçать,нихăçан та вăрçмасть. Пĕрре хытă вăрçасчĕ те,манăн та килтен тухса кайма сăлтав пулатчĕ.
Света: Хветĕр пичче,пирĕнпе япала илмелле вылятăр-и?
Хветĕр пичче: Э-э .Эсир выльăрах. Эпĕ килелле уттарам-ха. 
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 304 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz