Кĕçнерникун, 07.11.2024, 02:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 401-405
Страницăсем: « 1 2 ... 79 80 81 82 83 ... 107 108 »

Юратнӑ пысӑк атте салтакра. Чикӗ хуралҫи вӑл. Эпӗ виҫҫӗмӗш класра кӑна вӗренетӗп пулин те ҫыру ҫӳрететпӗр. Вӑл - салтакри, эпӗ ялти пурнӑҫ-курнӑҫ ҫинчен пӗр-пӗрне тӑтӑшах пӗл-терсе тӑратпӑр.
Пысӑк атте - чыслӑ салтак. Чикӗ хуралне вӑл Арӑслан ятлӑ утпа ҫӳрет. Ӑна хӑйӗн чи шанчӑклӑ тусӗ вырӑнне хурать. Урхамахне те питӗ лайӑх пӑхать. Вӑхӑтра хыркӑчлать, ҫилхине ятарлӑ турапа якатать. Йӗвенӗ те, йӗнерӗ те пур енчен йӗркеллӗ, ҫыпӑҫуллӑ. Пӗр ҫырура ярса панӑ ҫар хаҫатӗнчен касса илнӗ сӑн ӳкерчӗкре вӑл Арӑсланпа юнашар тӑрать. Ҫавӑнтах вӗсене мухтаса ҫырнӑ хайлав пур. Пысӑк атте часть ялавӗ умӗнче сӑн ӳкерӗнме тивӗҫнӗ. Ҫуллахи пӗр тӗттӗм каҫ вӑл чикӗри йӗркене пӑсакан ҫынна тытса чарнӑ чух хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Ку хыпара генерал тав ҫырӑвӗнче ашшӗ-амӑшне пӗлтернӗ.
Пысӑк атте мана шкулта лайӑх вӗренме пил парать. "Пур ҫӗрте те хастар пул, лайӑх салтак пулма хатӗрлен. Уссе ҫитсен эсӗ те чикӗре тӑрӑн, - тет. - Ан ман, пирӗн асатте Салтак хушма ята ахальтен мар тивӗҫнӗ, хӗсметре ҫирӗм ҫул Тӑван ҫӗр-шыва хӳтӗленӗ вӑл."
Эпӗ тӑрӑшатӑп. Вӗренӳ ҫулне "пиллӗк" паллӑсемпе пӗтертӗм. Ун ҫинчен пысӑк аттене питӗ хавхаланса пӗлтертӗм. Маттур ача эсӗ, санпа мухтанатӑп тенине кӗтсе ӗнтӗ.
Тепӗр эрнерен почтальон эпӗ хур кӗтӳҫи пулнӑ вӑхӑтра ятарласа ҫырмана ансах салтак курки тыттарчӗ.

Исмай Исемпек пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 587 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 07.04.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Ман юратнă ен – Трак ен,
Саламлатăп сана эп чунтан:
Çултан çул ÿссех эс пыран –
Çитрĕн 75-е кăçал!
 
Мухтанмалли санăн нумай –
Ĕçре, спортра, культурăра…
Маттур çынсем кунта чылай –
Район чысне ямасть никам.
 
Тăван Трак ен – манми кĕтес,
Пире вăй-хал парса тăран.
Калас килет чунтан-вартан:
«Трак ен пулнă, пур, пулать!»
 
Николаева Виктория, 5-а класс
Ертÿçи – Михайлов В.М.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 330 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эп çуралнă ял вăл - Красноармейски,
Пур сăлтавĕ мухтанмашкăн ман:
Иртет ачалăх çулĕ çакăнта,
Тăвансемĕр çунатланнă çак ялта.
 
Мăнаçланса ларать кунта ман пÿрт,
Урамĕсем хитре те пит çап-çут.
Тасалăхпа чуна манне çĕклет,
Чĕре манăн уншăн хĕпĕртет.
 
Ман çуралнă ялăм, савнă ял,
Эс тухатăн куç умне ялан.
Санпа тусăм хĕпĕртет саркаланса,
Кăкăрне çапать вăл хаваспа.
 
Стас Илларионов, Красноармейски 2-мĕш шкулĕ, 5-а класс
Ертÿçи - Михайлов В.М.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 354 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Трак ен, Трак ен – савнă ен!
Эп саватăп сана чĕререн.
Ешерен илемлĕн çулсерен –
Эп çырап çак сăвва сан çинчен.
 
Мĕн тери хитре урамусем,
Кашни çул хăпараççĕ çуртсем.
Пурăнаççĕ унта юлташсем,
Чăвашсен, вырăссен çемйисем.
 
Мăнаçланать газ станцийĕ кунта,
Таврара шкулсемпе садиксем…
Район пуласлăхĕ ÿсет-çке кунта -
Чечеклен, тĕреклен эс Трак ен!
                           
Женя Суховетрюк, 5-а класс
Ертÿçи – Михайлов В.М.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 343 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 16.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Урамра лапка-лапка юр çăвать. Таврара йăлт шап-шурă. 5 çулхи Мишша чъречерен тулалла пăхса ларать. «Эх, ыран ярăнатпăр ĕнтĕ тăвайккинче!»- шухăшлать вăл.
Ашшĕ ăна паян кăна йĕлтĕр илсе килсе пачĕ. Йĕлтĕрĕ кăн-кăвак тĕслĕ. Çутă çинче йăлтăр-йăлтăр тăвать. Мишша паянах ярăнма тухасшăнччĕ - анчах каç пулнă.
-Ыран пулсан ыран эппин, ыран,- ĕмĕтленчĕ пĕчĕк ача.
Ытти каçсенче вăл выртнă-выртман ыйха путаканччĕ. Кĕçĕр час çывăрса каяймарĕ. Вăл ыранхи çинчен шухăшларĕ.
Ирхине Мишша вăранчĕ те васкаса вырăн çинчен тăчĕ, тумланчĕ. Апат çимесĕрех урама чупса тухрĕ. Унăн часрах Валерик патне кайса йĕлтĕрне кăтартас килчĕ. Ара урамри ытти ачасем шкула каяççĕ-çке-ха. Валерик те ав çитес кĕркунне шкула кайма хатĕрленет.
Валерик ун йĕлтĕрне курсан савăнсах кайрĕ.
-Епле чаплă йĕлтĕр! Сана аçу илсе пачĕ-и?- ыйтрĕ вăл.
-Атте çав, ĕнер каçпа Шупашкартан илсе килчĕ,- мăнаçлăн тавăрчĕ Мишша.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 316 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.02.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz