Ытларикун, 26.11.2024, 13:30
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Сăпка юрри-6/"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса

Марук,эсĕ ман пата пурăнма куçсан эп ни-ни…пĕр çăварта сыпмастăп. Сана хăçан килсе илес???
Марук: (пĕр вăхăт чĕнмесĕр тăрса) Пĕлместĕп… Эп хамăн анненех юрататăп.
Лена: Тĕрĕс тăватăн,хĕрĕм. Кашни ачан хăйĕн амăшне юратмалла. Санăн-мана. Сире садикре мĕнле вĕрентеççĕ-ха? Ачасен амăшне чашăк-кашăк,урай çуса пулăшмалла, пяртре тирпейлемелле…тата мĕнччĕ унта? Пĕр сăмахпа,амăшĕ каланине итлемелле.
Марук: Эпĕ итлеме пĕлместĕп çав. Асанне те çавăншăнах япкелешетчĕ манна.
Лена: (шухăшламасăр) Чĕн пиçиххи веçех вĕрентет.
Марук: Мĕн вăл-чĕн пиçиххи?
Лена: (çухалса каймасăр) Мупа сĕрсе çимелли. Питĕ тутлă. Ача чухне атте тепĕр чух çитеретчĕ.
Марук: Манăн кашни кунах çиес килет.
Лена: Юрать. Кашни кунах çитерĕп. Эпĕ пĕрре те хирĕç мар.
Марук: Эсĕ сăпка юрри пĕлетĕн-и?
Лена: Вăт çавна пĕлместĕп. Мĕн пĕлместĕп,эсĕ мĕн ятлă? Мавна пĕлместĕп.
Марук: Манăн анне пĕлет. (васкаса) Манăн укола каймалла . Вăхăтра каймасан-ятлаççĕ. Эпĕ кĕретĕп. Юрать-и???
Лена: Юрать. Эсĕ çавна çеç кала:сана хăçан килсе илмелле?
Марук: Пĕлместĕп…
Марук палатăна кĕрсе каять.
                  
Пиллĕкмĕш курăну.
.
Каç.Палатăра çурма тĕттĕм.Марук кравать çинче хуçлатнă урине ик аллипе ыталанă.Силленсе ларать.Сăпка юрри ĕнĕрлет.
Марук: Ачине,лапкине,
              Каккине,чĕççине,
              Анне килсен тасатать,
              Атте килсен ятлаçать.
              Ǎ-ă-ă-ă.
Фу! Анне тет хăйне. Сăпка юрри те пĕлмест хăй. Нина анне пĕрре çеç мар, темиçе сăпка юрри те пĕлет.
Лена анне манна Нина анне вăрласа кайнă терĕ. Апла пулсан вăл пĕчĕк ача сиктерсе курман. Ача çывратса курман пулсан сăпка юрри пĕлмест ĕнтĕ.
Санитарка кĕрет.
Санитарка: Марук,çывăрмастăн-и-ха?
Марук: Ģук.Аппа, ачасене аннесем ăçта йăтса çяреççĕ?
Санитарка: Мĕнле ăçта? Ǎнланаймарăм сана.
Марук: Пĕчĕк-пĕчĕк ачасене аннесем хырăмра йăтса çяреççĕ-и?
Санитарка: А-а-а. Акă мĕн çинчен эсĕ? Мапла кашни амăшĕ хăйĕн ачине тăхăр уйăх таран пĕр пĕчĕк  тусан пĕрчи пысăкĕшĕнчен 2,5-4 килоăрама çитиччен хырăмĕнче çитĕнтерет.
Марук: Асанне мана купăста йăранĕ хушшинче тупнă тенĕччĕ.
Санитарка: (куларах) Кам килсе хунă тет вара сана купăста йăранĕ хушшине?
Марук: Пĕлместĕп çав. ăшт тăхтаса) Тен,Лена анне. Нина анне тупнă та илсе кĕнĕ.
Санитарка: (сăмаха персе ярас тĕллевпе) Марук,сана паян ання мĕн тутли илсе килсе çитерчĕ-ха?
Марук: Тутли? Нимĕн те. Нина анне пулнă пулсан вăл илсе килетчех. Лена анне,вăл нимĕн те илсе килмен.
Санитарка: (асăрханса) Марук,сан икĕ анне-им?
Марук: Ǎхă. Паян Лена анне килчĕ те эп санăн ання тет. Хăçан илме килес тет? Эп сана çуратнă тет.
Санитарка: Нина ання тата кам?
Марук: Вăл манăн чăн-чăн анне. Эпир пĕрле пурăнатпăр.
Санитарка:Чăн-чăн ання вăл сана çуратнă ання пулать,Марук.
Марук: Лена анне мана çуратнă пулсан вăл ман чăн-чăн анне-и?
Санитарка: Паллах,чăн-чăн ання.
Марук: Нина анне вара кам?
Санитарка: Вăл сана усрама илнĕ ання.
Марук: Лена анне мĕншĕн мана усраман ?
Санитарка: Кам пĕлет ĕнтĕ. Тен,ытлашши пулнă эсĕ уншăн. Халĕ хĕр пуççăн ача çуратаççĕ те кайран ачисене пульницăрах хăвараççĕ.
Марук: Мав ачасене кам пăхать вара?
Санитарка: Малтан малюткăра çитĕнтереççĕ,кайран ача çуртне параççĕ.
Марук: Унта лайăх-и?
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2010)
Миçе çын вуланă: 410 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz