çыннăм пур. Пĕччен мар.Марук çеç сывалтăрччĕ.
Алăк уçăлать те Нинук аппа патне тухтăр тухать.Нинук аппа сиксе тăрса,куççульĕсене шăлса ,тухтăр патне васкать.
Амăшĕ: Тухтăр,калăр-ха мĕнле вăл?
Тухтăр: Ан кулянăр. Лайăхах. Халĕ акă ăна палатăна
куçараççĕ.
Амăшĕ:(хаш сывласа ярса) Мана кĕртеççĕ-ши???
Тухтăр: Сирĕн
унта халĕ кĕмешкĕн кирлех мар. Хальлĕхе вăл
çавах çывăрать. Эсир те паян çĕр каçипех пĕрре куç хупман,çавăнпа та киле кайса канăр. Ыран килĕр. Сире ыран палатăна
та кĕртĕç. Уттарăр,уттарăр.
Ачасене,уйрăмах чирлисене,сывă аннесем
кирлĕ.
Амăшĕ: Тухтăр,эпĕ сире шанатăп.
Тавах,сире. Чипер юлăр.
Тухтăр: Ыранччен.
Тăваттăмĕш курăну
Палатăра Марук пĕчченех выртать .Санитарка васкаса кĕрет.
Санитарка:
Марук,сан ання шăнкăравларĕ:»Паян
килейместĕп ,ыран килетĕп. Ан тунсăхлатăр,»-терĕ.
Марук: (утиял
айĕнченех) Ахă.
Тепĕр самантран каллех
санитарка кĕрет
Санитарка:
Марук,сан пата ання килнĕ.
Марук:(тĕлĕнсе те çав
вăхăтрах савăнса) Анне?!
Вăл паян килейместеп терĕ-çке!..
Марук коридора
тухсан хăйĕн амăшне мар,пачах палламан хĕрарăма курать.Амăшне тĕл
пулманран каялла палатăналла çул
тытать.Ку-Лена пулать.
Лена: Марук,тăхта-ха,тăхта.
Марук: (тĕлĕнсе)
Эсир кам?
Марук патне çамрăках мар хĕрарăм пырать,хăйĕнчен эрехе шăрши кĕрет.
Лена: (тытăнчăклă) Хĕрĕм,эпĕ сана…(хырăмне тытса)çакăн та çураличчен тăхăр уйăх йăтса çяренĕ.
Марук: Манăн анне-Нина
Михайловна.
Лена: Нинă-и? Вăл манран вăрласа
сана ку таранччен хăй патĕнче
усранă.
Марук: Мук,эсир суятăр. Эп сире палламастăп. Анне вăл ачипе яланах пĕрле. Эпĕ вара
сире пĕрремĕш хут куратăп.
Лена: Пĕлетĕн-и,ачам. Манăн
та яланах санпа пĕрле пулас килетчĕ. Анчах Нина…Нина пире иксĕмĕре уйăрчĕ. Эпир пĕрле пурăнманшăн вăл айăплă. Вăл сана пульницăран
вăрласа тухнă.
Эпĕ…эпĕ…ак халь сана шыраса тупрăм. Ак пульницăран
тухăн та эпир санпа киле каятпăр. Эпĕ сана вали тем тĕрлĕ тетте туяннă. Юрлаканни,ташлаканни,калаçаканни-пурте пур.
Марук: Атте? Атте те пур-и?
Лена: Атте? Атте çук.
Марук: Ытти ачасен пурин те атте пур. Пĕр манăн çеç çук. Манăн
ăна хăрах куçпа та
пулин курасчĕ. Аттене курас тесе тем пама та хатĕр.
Лена: (паттăрланса)
Марук,сана валли атте пулать! Пĕрре çеç мар,темиçе те .
Марук: Темиçе кирлĕ мар,пĕрре çеç…
Лена: Юрать,пĕрре кирлĕ пулсан пĕрре пулать. Малашне эсĕ мĕнле
калатăн çавăн пек пулĕ.
Эс калани-маншăн саккун.
Марук: Мĕн вăл саккун?
Лена: (çухалса
кайса) Саккун вăл-саккун. Урăхла
пулма та пултараймасть.
Марук: Эс пĕрре те ман анне пек мар. Манăн анне нихăçан
та эрех ĕçмест.
Лена: Эп ĕçмен,кăштах,пĕр-ик чĕркке сыпнă. Мĕнле калаççĕ:хăюллăх çитермешкĕн.
|