Шăматкун, 30.11.2024, 02:38
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Фантастикăлла калав/"Ачасен пултарулăхĕ" конкурса
Ленукăн шкула практика татма каймалла та - çумăр çума пуçларĕ ав. Хĕр ача зонтик шырама пикенчĕ. Куккăшĕ иртнĕ çуралнă кунпа парнеленĕччĕ. Асамат кĕперĕнчи мĕн пур тĕслĕ ача-пăча зонтикĕ хĕр пĕрчишĕн чи юратнă парне пулса тăчĕ.
-Ăçта-ши ĕнтĕ вăл?- мăкăртатрĕ шкула васкаканскер.
Юлашкинчен, тупайманнипе зонтиксăрах çула тухрĕ. "Сахăр мар, ирĕлсе каймăп,"- терĕ пулас.
Утма çул ял пĕви пуçĕпе тăсăлса выртать. Ленук васкасах пĕве хĕрнелле чупса анчĕ. Ара, кая юлма пултарать-çке! Ачасенчен, класс ертÿçинчен намăс пулать.
-Тĕлĕнмелле çанталăк паян. Тÿперен сар хĕвелĕ йăл кулса саламлать. Çав вăхăтрах çумăр пĕрчисем шыв çине вĕтĕр-вĕтĕр ÿкеççĕ,- тесе çеç шухăшларĕ Ленук. -Мĕскер??? Мĕскер ку???- тĕлĕннипе шак хытса та тăчĕ.
Шыв çийĕ ахах-мерчен йăлтăртатăвĕпе ялкăшрĕ. Пĕве тĕпĕнче çав хаклă йышши чулсен пы-ы-ы-сăк арчи уçăлса кайнă тейĕн. Вунă çулхи хĕр ачан  çăварĕ хăй сисмесĕрех карăлчĕ, куçĕ пилĕк пус пек пысăкланчĕ.
Унччен те пулмарĕ - шыв хумĕсене ункăласа Натюк, сарă çÿçлĕ кÿршĕ хĕрĕ, Ленук умне тухса тăчĕ. Хăй виçĕ çул каяллахи пекех хитре. Кĕпи те çутă кăвак тĕслĕскер. Çÿçне сапаланă. Вăрăм. Пилĕк таранах çитĕннĕ. Урисем çеç темшĕн пĕрлешсех ларнă.
-Ленук, тусăм,- чĕвĕлтетрĕ юлташĕ,- атя пытанмалла вылятпăр. Эп сăватăп. Пĕрре, ирĕ, вирĕ, тварă, пирĕ, урă, çирĕ, сарă, тăрă, вăрă - тыт часрах!- терĕ те шыва чăмрĕ.
Ленук нумай шухăшласа тăмарĕ, тарăннăн сывласа илчĕ те шыва сикрĕ. Унăн Натюка куçран вĕçертес килмерĕ. Мĕн пур вăйне пухса ишрĕ.
-Чиперех Натюк ури вĕçĕ курăнатчĕ. Ăçта кайса кĕчĕ-ха?- шухăша путрĕ Ленук.
Те кăмăлĕ хуçăлнăран, те вăйĕ пĕтнĕрен хĕр ачан куçĕ хуралса килчĕ. Пуçĕ çавăрна пуçларĕ. Тарăн шăтăка ÿкнĕн туйрĕ. Шăтăкăн вĕçĕ-хĕрри курăнмарĕ. Лере, тĕпĕнче, çутă пулни çеç лăплантарчĕ.
-Кунта вара пачах çĕр çинчи пек мар,- шухăшларĕ таврана сăнаса Ленук.
Таврара чуна тыткăнлакан кĕвĕ янăрарĕ. Çав кĕвĕ çеммипе килĕшÿллĕн ÿсен-тăран вылянчĕ. Тĕрлĕ йышши пулăсем ярăнса ишсе çÿрерĕç. Хăйсем хушшинче тем пăшăлтатрĕç. Ленук çинчен ыйтса пĕлесшĕн пуль-ха вĕсем. Ыйтсан мĕн каламалла-ши?
-Натюк, кÿршĕ хĕрĕ, пытанмалла выляма чĕнчĕ те, хăй пăрахса кайрĕ темелле-ши?.. Чăнах та çапла калас,- тесе тĕв турĕ пĕве хăни ыйтас-тăвас пулсан. -Натюкĕ тата ăçта кайса кĕчĕ-ши? Лайăх мар пулса тухрĕ капла. Хăй выляма чĕнчĕ, хăй пăрахса хăварчĕ. Тен, малтанхишĕн тавăрас терĕ. Ара, пĕррехинче Ленук ăна сарайне каюра кăтартатăп тесе илсе кĕнĕччĕ. Хăй шыв ĕçсе тухатăп тесе пÿрте кĕнĕччĕ. Асламăшĕ ăна апат çимесĕр ниепле те кăларманччĕ. Ахаль те  сухăр пек пĕр çыпсăнсан ниепле те хăпма пĕлмест вăл. Хайхи каюра шăтăкĕнчен вăрăм хÿреллĕ шăши сиксе тухать. Натюк хăранипе шари! çухăрса ярать. Çав сасса илтсен кил хушшинчи Кампур хаяррăн вĕрме тытăнать. Натюк, йăтăран хăраканскер, сарайĕнчех юлать. Йĕм тĕпне те йĕпетнĕ терĕç ун пирки. Юрать, Кĕçтук пичче шăв-шава илтсе хÿме урлă каçса кĕрет. Пĕчĕк Натюкăн хăпарнă сехрине сĕвĕрĕлме пулăшать.
Çакăн хыççăн Натюк Ленукпа калаçма та пăрахать пуль тенĕччĕ. Ун пек пулмарĕ тата. Натюк тепĕр куннех Ленукпа ним пулман пек пуплерĕ.
Ленука тата тепĕр ыйту канăç памарĕ. Леш хайхи пĕве тĕпĕнчи ахах-мерчен арчи ăçта вырнаçнă-ши??? Тупсан мĕнле аван пулĕччĕ!!! Вăл амăшне тыттарĕччĕ те:
-Акă, анне, халь пÿрт тăрри çеç мар, ман валли кĕсье телефонĕ те туянма пултаратăн,- тейĕччĕ.
Чи-чи хаклă, чăнкă телефон унăн пулĕччĕ!..
Çав вăхăтра Ленук умĕнче шыв вылянса илчĕ. Мăшăр рельс тăрăх ылтăн кермен куçса çывхарчĕ. Ленук темскер чăтăмсăррăн кĕтрĕ. Кĕçех кермен алăкĕ уçăлчĕ те, кафтан тăхăннă йыт пуллисем хĕр ачана шалалла иртме йыхравларĕç. Ленукăн урисем хуçине итлемерĕç, хăйсемех утса кайрĕç. Хĕр ачан урисене итлемелли çеç юлчĕ.
Кунта вара тĕлĕнмелле чаплă! Стена çинче ылтăн рамăллă, алмаз чулĕсемпе илемлетнĕ картинăсем. Хĕр пĕрчине уйрăмах пĕри кăмăла кайрĕ. Ун çинчен кĕмĕл çÿçлĕ, ăшшăн пăхма тăрăшакан куçлă, тÿрĕ сăмсаллă, шĕвĕр янахлă, патша майри тумĕ тăхăннă вăтам çулсенчи хĕр арăм пăхать.
-Ку - шыв тĕнчин хуçа арăмĕ. Кунта пурте ăна пăхăнса тăраççĕ. Ун сăмахĕнчен иртмеççĕ,- ăнлантарчĕ Ленук çурăмĕ хыçĕнче тăракан Натюк.
Ленук ача чухнехи юлташне курсан кăшт тĕлĕннĕ пек пулчĕ. Çав вăхăтрах хăй пĕччен марришĕн хĕпĕртерĕ.
-Эсĕ вара?- ыйтмасăр чăтаймарĕ Ленук хĕр тантăшĕнчен.
-Эпĕ унăн кĕçĕн хĕрĕ шутланатăп хальлĕхе,- мăнаçлăраххăн хуравларĕ Натюк.
-Унăн ачасем тата пур-и?- кăсăкланчĕ Ленук кÿршĕ хĕрĕнчен.
-Пур çав,- кăмăлсăртараххăн пуплерĕ Натюк. -Вĕсем пирĕнтен чылай аслă Митрофан ывăлĕ Çтаппан, леш кассинчи Пăлаки кинемей, кÿршĕ ялти Мĕтри, ятсăр ыйткалакан.
-Сана кунта килĕшет-и?- тĕпчерĕ юлташне Ленук.
-Килĕшессе килĕшет, анчах манăн килех каяс килет. Атте-аннене курас килекен пулчĕ.
-Апла пулсан мĕн туса тăратăн? Атя пĕрле каятпăр.
-Çук çав. Пыраймастăп. Манăн ура тупанĕ вырăнне пулă хÿри. Эпĕ текех çĕр çинче утаймăп ĕнтĕ...-пăшăрханнăн хуравларĕ хуçа арăмĕн кĕçĕн хĕрĕ.
-Натюк, кунтан вара никам та каялла çĕр çине таврăнайман-шим?
-Таврăннă. Малтан хуçа арăмĕ шыва путнă çынсенчен шапасем тунă. Тăван çĕр-шывĕшĕн ан тунсăхлаччăр тесе эрнере пĕрре шавлă уяв ирттернĕ. Ытти кунсенче хăйĕн патшалăхне тĕреклетес тĕллевпе ĕçлеттернĕ. /çре хуйхи-суйхи пусăрăнать тенĕ пуль ĕнтĕ. Хайхи хуçа арăмĕн чи юратнă ывăлĕ, Ивашук, тарма шутланă. Хуçа арăмне ташлаттарса ывăнтарнă хыççăн тронĕ çине канма лартнă хайхискер. Хăй сывлăш çавăрса илмешкĕн шыв çине тухма ирĕк ыйтнă. Хуçа арăмĕ, ăна-кăна чухласа ĕлкĕрейменскер, килĕшнĕ. Лешне çак çеç кирлĕ пулнă. Самантрах çĕр çине сиксе тухнă.
-Шапаран каялла çын пулса тăман-и?-кăсăкланнă Ленук. -Юмахсенче ун пекки те пулать те.
-Пурнăç вăл, шел пулин те, юмах мар çав. Ивашука малтанлăха çĕр çинче сывлама йывăр пулнă. Вăл Шурăмпуçĕнчен сывлăм ыйтнă. Лешĕ хĕрхеннĕ мĕскĕне. Сулхăна хăйĕн хÿттине илме хушнă çакскерне.Сулхăн Шурăмпуç умĕнче парăмра пулнă, çавăнпа шапана Хĕвел пайăркисенчен хÿтĕленме пулăшнă.
-Хуçа арăмĕ Ивашука шырама тухман-и вара?-ыйтмасăр чăтаймарĕ Натюкран Ленук.
-Шыраман вырăн хăварман, анчах тупайман. Юлашкинчен вара юратнă ывăлĕ ăна пăрахса çĕр çине каялла таврăннине ăнланнă. Çакăн хыççăн вара шыва путакансенчен шапа мар, хăй пек вутăш тунă,- кăмăлсăррăнтарах пуплерĕ Натюк.
-Ивашук тăван ашшĕ-амăшне курнă-и вара?-кăсăкланчĕ Ленук.
-Курнă, паллах. Анчах лешсем йышăнман. Унăн ашшĕ-амăшне ăнлантарма чĕлхи пулман-çке. Халĕ те Ивашук ашшĕ-амăшĕн кил таврашĕнче пурăнать теççĕ. Вăл халĕ пĕччен те мар теççĕ. Унăн çемйи йышлă пуль ĕнтĕ.
-"Çĕр шапине вĕлерсен ĕне хĕсĕр пулать,"-тет мана анне. Пирĕн аннесем Ивашук çинчен пĕлеççĕ пуль ĕнтĕ, анчах пире каламаççĕ. Ачасем ăна ан тĕкĕнччĕр тесе ятарласа çапла калаççĕ. Камăн-ха сĕт-çусăр пурăнас килет?
-Пĕлесчĕ санăн, Ленук. Пирĕн хуçа арăмĕ Ивашука каялла тавăрас тесе тем пама та хатĕр пулнă.
-Ахах-мерченне те-и?-интересленчĕ Ленук.
-Ăна та. Ивашука илĕртес тĕллевпех арчисене уçа-уçа хурать,- такам илтесрен шикленнĕ евĕр хуравларĕ Натюк.
-Тăван çĕр-шывран хакли çук теççĕ çав,- çирĕппĕн татса каларĕ Ленук.
-Çаплах, тусăм. Эпĕ те атте-аннене , пиччепе аппана хăрах куçпа та пулин курасчĕ тесе каçсерен шыв хĕрне тухса ларатăп. Вĕсемшĕнех тунсăхласа юррăма тăсатăп... Вĕсем вара вăл вăхăтра тутлă ыйхăра. Ман çинчен аса илеççĕ-ши пĕрре те пулин?..-ассăн сывларĕ Натюк.
-Аса илеççĕ, аса илеççĕ,-лăплантарма тăрăшрĕ хĕр тантăшне Ленук.
-Эх, Ленук! Эпĕ Çĕр çинче пĕр самант çеç пулса курассишĕн тем пама хатĕр. Хăрах куçпа çеç çутă Хĕвеле курасчĕ!- ĕмĕтленчĕ вутăш хĕрĕ.
-Апла пулсан çыран хĕрне мĕншĕн кăнтăрла тухса лармастăн?-тĕпчерĕ кÿршĕ хĕрĕнчен Ленук.
-Хĕвел халь маншăн тăшман. Вăл мана курсан эпĕ вилетĕп. Тата кăнтăрла пирĕн ĕçлес пулать. Тăхта-ха, мана шырама тухман-и-ха? Авă сасăсем илтĕнеççĕ. Ленук, тусăм, эсĕ кай. Урăх пĕр самант та тытăнса ан тăрсам. Кая юлма пултаратăн,- хыпалантарчĕ юлташне Натюк.
-Манăн хампа пĕрле кăштах çеç ахах-мерчен илсе каясчĕ,- ĕмĕтне пытармарĕ Ленук.
-Ан тĕкĕн,- çирĕппĕн татса каларĕ Натюк.- Ăна тĕкĕнсенех эсĕ те манашкалах вутăша куçатăн. Каларăм-çке, хуçа арăмĕ ăна ятарласа уçа-уçа хурать тесе. Мана вара каçар эсĕ.
-Мĕншĕн?- ăнланаймарĕ шыв хăни.
-Шыв патшалăхне кайран килекенĕн хурал тăмалла. Йĕрки çавнашкал. Ывăнтăм курнать. Сана хам вырăнна хăварасшăнччĕ,- айăпа кĕнĕн калаçрĕ Натюк. Унтан тем аса илнĕн хăвăрт хушса хучĕ.- Эс васка, тусăм, васка! Унсăрăн кая юлма пултаратăн. Çакна асра тыт: Тăван килтен, Атте-аннерен, çутă Хĕвелтен пахи нимĕн те çук. Ивашука Çĕр çинче курсан манран салам кала. Халĕ вара вĕçтер! Эпĕ вĕсене темле пулсан та тытса чаратăпах. Васка, тусăм, васка.
Ленук тăна кĕнĕ пек пулчĕ. Пуçне силлесе илчĕ. Нимĕн те ăнланаймарĕ. Халь çеç калаçнă Натюк ăçта кайса кĕчĕ? Шыв çийĕ те лăпкă. Аптранипе кĕпине тытса пăхрĕ. Тип-типех! Ак тамаша! Мĕн пулчĕ ку??? Сехет çине пăхса илчĕ те - тăхăр сехет. Шкулалла чуптарас - кая юлчĕ. Киле каяс - ашшĕ-амăшĕ ятлĕ.
Нумай шухăшласа тăмарĕ Ленук. Çĕр шапине Натюк хĕр тантăшĕнчен салам калама васкарĕ. Ашшĕ-амăшне, юлташĕсене паян курни-илтни çинчен каласа пама тăхтарĕ. Ăнланмасран шикленчĕ.
Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (14.02.2010)
Миçе çын вуланă: 326 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz