Сывă-и, аякри тусăм, Лена.
Санран нумай пулмасть çыру илтĕм. Тавах сана уншăн. Эсĕ мана
аннем çинчен çырса пĕлтерме ыйтнă. Эпĕ ун çинчен пĕр вĕçĕмсĕр çырма пултаратăп.
Кайран вуласа ывăнтăм тесе ан пăшăрхан. Итле эппин.
Манăн анне ячĕ - Людмила. Вăл вырăсла "людям
милая" тенине пĕлтерет. Чăнах та, анне çынсемпе ырă пулма тăрăшать:
ваттисемпе ватă çынпа пупленĕ пек калаçать, çамрăксемпе - çамрăк çынпа калаçнă
евĕр. Кашни çын валлиех ăшă сăмах тупăнать
унăн. Кукамай анне пирки: "Чуна лăплантармалли сăмахĕсене ăçтан
тупать-ши?"- тесе тĕлĕнет. "Санпа калаçса чуна лăплантартăм. Халĕ урăх
кулянмастăп ĕнтĕ,"- тенине тăтăшах илтетĕп эпĕ кукамайран. Мамак (асанне)
вара хăйне тăтăшах апи тесе чĕннĕшĕн хĕпĕртет. Вĕсем пĕрле 13 çул пурăнаççĕ ĕнтĕ.
Эпĕ вĕсем хирĕçнине пĕрре те курман. Анне мамак çинчен е мамак анне çинчен
тиркесе калаçнине те илтмен. Анне пире те ваттисене хисеплеме вĕрентет. Вĕсен
сывлăхĕпе кăсăкланмаллине, чей лартса ĕçтермеллине, ĕçлесе пулăшмаллине тăтăшах
аса илтерсе тăрать.
"Ĕç вăл-пурнăç тыткăчи,- тет тата пире анне. -Кашни ашшĕ-амăшĕн
хăйĕн пепкине ĕçлеме хăнăхтармалла. "Çÿрен лаша çултан пăрăнман, ĕçлекен çын
- пурнăçран,"-тенĕ ваттисем. Сирĕн те хăвăр тĕллĕн ĕçлесе пурăнма хăнăхмалла.
Эпир, аçупа иксĕмĕр, сире пулăшма тивĕç. Сирĕн те хăвăрăн ачăрсене ĕç çумне çыпăçтармалла.
Вăл кашни ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ."
Пĕлетĕн-и, вĕсем эпир çуллахи каникулта урамра йытă хăваласа
çÿресрен хăраса 5 гектар
çĕр илнĕ! Халĕ пирĕн çемье унта 1
га çĕр улми, 1 га купăста, 1,5 га утă, ыттине тырă ÿстерет.
Манăн атте - агроном. Вăл пире çĕр ĕçĕн вăрттăнлăхĕпе паллаштарать. "Çĕр вăл
пире тăрантарать. Пирĕн те ăна пулăшмалла. Вăхăтра çум курăкран тасатмалла,
тислĕкпе апатлантармалла,"- тет. Вăл пире кăвакал чĕпписене пĕвене ертсе
кайнă пек машина çине лартса уя илсе каять.
Мана унта килĕшет. Уйрăмах путене тытма. Эпир ăна хальччен пĕрре
те тытса курман-ха. Анне пире ялан:"Кам маларах йăран вĕçне тухать, çав
путене тытать,"- тет. Эпир вара шăллăмпа ăмăртмалла ĕçлетпĕр. Кашнинех
путенеллĕ пулас килет-çке! Вĕçне тухатпăр та - унта ним те çук! "Вĕçсе
кайрĕ ĕнтĕ каллех. /лкĕреймерĕмĕр,"- пăшăрханнă пек тăвать хăй. Эпĕ пĕлетĕп:
вăл пире ĕçлеттерес тесе ятарласа çапла
калать.
Кăçал çулла тутана
пилĕк пус пек çавăрса хурса аннене: "Нимле путене те çук, эсĕ пире суятăн,"-
тесе каларăм. Кайран хамăнах каçару ыйтма тиврĕ. Ун чухне утă тавăраттăмăр.
Кашни пĕрер пакус çине тăнăччĕ. Эпĕ
юлашки вăя пухса хам умри утта çавра çил пек çавăрттарса хурса пыраттăм. Пакус
вĕçне тухма нумай та юлманччĕ. Ман çумранах хайхи путене вĕçсе тухса кайрĕ. Вăл
та манран хăрарĕ пулĕ те-ха... Эпĕ вара кăшкăрсах ятăм! Чĕре ура тупаннех çитрĕ
пуль терĕм. Пĕтĕм вăй пĕтсе кайрĕ. Аннене итленĕ пулсан эпĕ ăна тен тытаттăмччĕ
те-и... Паянхи кун та тытайманшăн шеллетĕп. Аннесем вĕсем суймаççĕ ав.
Тата анне пире хăйĕн ачалăхĕ çинчен каласа пама юратать. Ун
пек чухне эпир шăллăмпа çăвар карсах итлетпĕр. Ача чухне вăл килте ирис канфет
пĕçернĕ тет. Ыттисем те пĕçернĕ тет-ха та, анчах вĕсен лавккари ирис пек чăмланман
тет. Пирĕн анне пĕçерни чăн-чăн ирис пек пулнă тет. Юлташĕсем тăтăшах ăна пĕçерме
ыйтнă тет. Кукаçи сахăра мăйăхпах илсе лартнă тет. Хайхи анне кашни кунах ирис
хатĕрлесе тусĕсене хăналанă тет. Кукаçи пăхать тет - сахăр мăйăхĕ тĕпне тухать
тет. Хайхи ик ураллă кушака тытма шутлать тет. Анне кукаçие ириспа хăналасан вăл
тĕлĕнмеллипех тĕлĕнет тет. +сталама чарма хăюлăхĕ çитмест тет хайхин. "Сахăрне
илме пулать. Атя аппаланах,"- терĕ тет. - "Пил сăмахĕ вырăнне пулчĕç çак
сăмахсем,"- тесе аса илет ун çинчен халĕ анне.
Эпир те шăллăмпа ĕнер пелĕш пĕçерме шутларăмăр. Аннене пĕр сăмах
та шарламарăмăр. Шăллăм манăн виççĕмĕш класра вĕренет. Вăл
"Саф-момент" çĕпрен пачки çине çырса панă рецепта вуласа чуста çăрчĕ.
Эпĕ пелĕшсем çупрăм. Темшĕн вĕсем манăн пĕрре те аннен пек пулмарĕç-çке. Шăллăм
вĕсене çатма çинче ăшаларĕ. Анне ĕçрен килсен: "Ку ко-ко-ко пелĕшсене кам ăсталама
пултарнă вара?"-тесе ыйтрĕ. Эпĕ малтанах ним те ăнланмарăм, кăштах çеç ун çине
кÿрентĕм те. "Пăхăр-ха, чăхсен киккирикки пекех пулса тухнă пелĕшсем. Мĕнле
ăсталама пултартăр? Эпĕ кун пек хитре пелĕш нихăçан та çисе курман. Тавах сире,
ачамсем. Паян чăн-чăн уяв,"- терĕ вăл пĕр чарăнмасăр. Эпир вăл шÿтлет
тесе...
Атте каçхи ĕçсене тултан пуçтарса кĕчĕ. Анне сĕтеле вара чăннипех
уяв чухнехи пек хатĕрленĕ. Эпир унтан паян мĕнле праçник тесе ыйтрăмăр. Вăл
пире йăл кулса: "Ко-ко-ко пелĕшсен çуралнă кунĕ,"- терĕ. Уяв ячĕпе шăллăм
юрă та юрласа пачĕ. Вĕсене музыка урокĕнче вĕрентнĕ.
Сели куры на забор (3 раза)
И пустились в разговор. (2 раза)
Ко-ко-ко, ко-ко-ко (3 раза)
Эй, вы куры ко-ко-ко, (3 раза)
Разве это высоко?
Касатки в небе вьются,
Над курами смеются. (2 раза)
Ко-ко-ко, ко-ко-ко. (3 раза)
Разве это высоко? (2
раза)
Кĕтмен çĕртрен ирттернĕ уяв пурне те килĕшрĕ. Анне манран:
"Света, хĕрĕм, эсĕ виççĕмĕш класра вĕреннĕ чухне сăвă çырнăччĕ. Астăватăн-и?-
тесе ыйтрĕ.
Астумасăр, паянхи пек ас тăватăп. Анне духовкăна кукăль пĕçерме
лартать. Эпĕ математикăпа пример шутлатăп. Анне çине пăхрăм та: "Анне кукăль
пĕçерет,"- терĕм. Вăл: "Пире ялан килĕшет,"- тесе сăвва малалла
тăсрĕ. Кайран ăмăртмалла сăвва шăрçаларăмăр. Çав çул хайхи сăвăпа "Çеçпĕл
кăвайчĕ, 2006" конкурса хутшăнтăм. Республикăра "Авторла поэзи"
номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнтăм. Ку манăн пĕрремĕш çитĕнÿ пулчĕ.
Сăввине сана та çырса парам-и?
Анне кукăль пĕçерет.
Пире ялан килĕшет.
Кукăльне те, премĕкне
Эрешлет чечекпеле.
Эп аннерен вĕренеп,
Ÿксе юлас марччĕ теп.
Кукăльне те, премĕкне
Эрешлеп чечекпеле.
Шăллăм манран ирттерет,
Аттене юрасчĕ тет!
Кукăльне те, премĕкне
Эрешлет чечекпеле.
Атте кукăль çиес тет.
"Хăшĕнчен пуçлас-ши?"- тет.
Кукăльне те, премĕкне
Яваклать чечеклине.
Килĕшрĕ-и? Тепĕр çырура çырса пĕлтерсем. Вуласа ывăнмарăн-и?
Каларăм-çке: анне çинчен эпĕ кунĕн-çĕрĕн калаçма пултаратăп. Эпĕ ăна никампа
та, нимĕнпе те улăштарассăм çук. Лагере кайма путевкăсене те вăлах туяннă, тĕрĕсрех
ăна ĕçрен панă. Вăл пулман пулсан эпир санпа паллашаймастăмăрччĕ те.
Сывă пул лагерьти тусăм, Лена.
Çырма ан ман. Манăн та санăн аннÿпе паллашас килет. Чăтăмсăррăн
кĕтсе юлатăп. Манăн адреса манман-и? Аса илтеретĕп.
429622 Красноармейски районĕ
Пикшик вăтам шкулĕ
Тихонова Светланăна, 5 кл.
Сана сума суса Света, санăн çĕнĕ юлташу. Шанас килет: ĕмĕрлĕхех.
|