Урампала, ахăртнех,
Утать Уртем хăй килне.
Тĕлĕнтермĕш темелле:
Мăсăрланать пуç çинче.
Пирус хыпнă çăварне,
Явăнтарать тĕтĕмне.
Пăх та кур эс тамаша,
Ку мĕскерле апăрша?
Чĕрни сарă, шăлĕ хăмăр,
Пăхсан: Катемпи ку, тейĕр.
Йăлт çухатнă сăн- питне,
Паллама çук ку камне.
Кун пеккине эс курсан
Ут уйрăлса аякран.
Вăл пулас çук сан юлташ.
Унпала эс ан туслаш.
Пируса Алла тытни-
Сывлăха хавшаклатни.
Пурнăçа тăсас тесен
Унсăр пурăнма вĕрен!
Работа ученицы 7 класса
МОУ
«Пикшикская СОШ»
Красноармейского района
Шумиловой Марины.
Руководитель: учительница
русского
языка и литературы
Петрова
Е.Ф.
|