Вылякансем:
Марук - 6 çулта
Амǎшĕ - 34 çулта
Миша - Марукпа
пĕр урамра пурǎнакан, 5-7 çулта
Хветĕр
пичче - индивидуаллǎ хуçалăх хресченĕ
Лена - Марукǎн чǎн-чǎн амǎшĕ, 35 çулта
Çутă, тирпейлĕ плĕмре пĕчĕк Марук хуп
турттарать. Пÿрте вăхăтăн-вăхăтăн хĕвел ури кĕрсе тухать. Уçă чÿречерен кайăксен сасси илтĕнет. Пÿртре
радиопа юрă янăрать: «Аннене суйламаççĕ,
ма тесессĕн пĕрре…» Амăшĕ хĕрне чуп туса вăратма тăрăшать. Кăлăхах
пулнине курса пăрăнса утать. Марук кăмăлсăррăн тăрса ларать.
Марук: (куçĕсене аăтăркаласа, тутине тăсса тăрса ларса.) Текех пĕчĕк ача мар ĕнтĕ эпĕ. Мĕн мана кашни ир вăратмалли пур. Чуп тумашкăн эп арçын ача маp„‚. Ăçта
курнă вара вăл
хĕр ача хĕр ачана чуп тунине? (Кǎмǎлсăр утиялне уçнă
май пу ç çийĕнчен витенсе варттăн
пăхма тǎрǎшать.) Мур кайăкĕсем,
ĕçсĕр аптраса, хăйсем хушшинче тупăшаççĕ-ши?
Текех чанкăлтатаççĕ. Çăварĕсене
хăçан та пулин хупма пĕлеççĕ-ши? Утиял айĕнче те илтĕнет
вĕт. Çĕр çăтманскерсем!
(Кăшт тăхтасан, хĕпĕртенĕ евĕр.)
О-о-о! Ку асанне пекех пулчĕ-ха ман! (Марук
утияла пуç вĕççĕн витĕнсе выртать.
Çав вăхăтра пÿрт алăк
сасси илтĕнет. Марук сасă
еннелле çаврăнса пăхать.
Амăшĕ:(хăйĕн шăнкăрав пек сассипе,пуçĕнчен ачашласа. ) Хĕрĕм, тен,сан апат та çиес килчĕ пуль,апат пиçрĕ,атя çиме.
Марук:(амăшĕ çапла ыйтнинчен тĕлĕнсе куçĕсене ал лаппипе сăтăркаласа илсе,çăварта
усранă
сăмахĕсене персе ярать.) Мĕн апачĕ! Тăна
кĕместĕп. Йĕркеллĕ çынсем ирпе тăрсан
чи малтан вырăн пуçтараççĕ çăвăнса тирпейленеççĕ,кайран çеç апата лараççĕ. Эпĕ вара вăранман та иш-шă.Вăранма та шутламастăп.
(Каялла правă еннелле утать.)
Амăшĕ: Марук,…тĕлĕк
куртăн-им?
Марук: Тĕлĕк?.. Эпĕ
чи-чи телейличчĕ паян! Асанне манна çĕнĕ,халь тин çунă юр пек шап шурă кĕпе
парнелерĕ. Вăл манн çилпе вĕлтĕртетсе çеç пырать. Манăн алă вырăнне çунат
пулать те эпĕ акăшсемпе сывлăшра
вĕлкĕшетĕп. Вĕсем ман кĕпепе киленсе хăйсем
хушшинче темскер пăшăлтатаççĕ пек.
(Тем аса илнĕн.) Паян вара манăн
вĕсемпе пĕрле акăшсен патшалăхне
вĕçсе каймаллаччĕ. (Айăпланă евĕр.) Пĕлетĕн-и,унта çав
тери хитре!..Эпĕ вĕçсе кайнă пулсан унта
савăнса çеç пурăнăттăмччĕ. Телейлĕ
тĕлĕксем çеç курăттăмччĕ. Хамăн шурă кĕпепе вĕлтĕртеттерсе
çеç çярĕттĕм. Эсĕ мана вĕçсе кайма памарăн,асаннене
те ман патран тартрăн. (Кăшт тăхтаса,хăй çине пăхса илет.) Мĕн амакĕ? Ăçта кĕпе ?! (Ăнланмасăр амăшĕ çине пăхса илет.) Чăнах та тĕлĕкех пулчĕ-ши вара ку? (Пĕр вăхăт шухăша путнă
май ларать те ăслă япала каланă евĕр.) Паянхи кунпах
пурăнма тивет ĕнтĕ,çитет тĕлĕкре вĕçсе.
Амăшĕ: Тĕрĕс,тĕрĕс,хĕрĕм.
(Марука пуçĕнчен ачашласа.) Атя апат çиме,сивĕнсе те кайрĕ пуль.
Марук: (пит-куçне çума манса кайса апат çиме кĕрсе ларать.Пĕр-ик
кашăк сыпсан,çăкăр турилкки патне туртăннă вăхăтра вĕри
яшкана хăйĕн çине тăкса ярать.) Ап-ап-ап!
Анне,ыратать!!!
Амăшĕ:(хĕрĕ кăшкăрнине илтсе чупса килет) Мĕн пулчĕ тата? Мĕншĕн асăрханмастăн-ха .Кăшт
чăт, хĕрĕм. Миччас
ыратма пăрахать. Акă урусем
çине çĕр улми касса хуратăп та. (Мĕр улми патне каять.)
Мамрăк ят çамрăк ятех çав. Хăвăрт тярленет. Асламăшĕ
авă уйăх çурă вырăн çинче выртрĕ
.Кайран мĕн пур тăванĕсене пухрĕ те юлашки сывлăшне кăларчĕ.
Марук:(пĕр вăхăт шăп ларнă хыççăн.) Пăх-ха ăна чутах пиçсе
каяттăмччĕ вĕт. Пуканелле те выляймастăмччĕ. »Анне»,- те вара,мĕн чул пурăнать хăй,çаплах
ачасене яшкана сивĕтсе памаллине вĕренсе çитеймест. Пире садикре нихăçан та вĕри яшка çитермеççĕ.
Амăшĕ кĕрет .
Амăшĕ:(çĕр улми татăкĕсене Марук ури çине хурать.) Марук,эсĕ манăн
чăн-чăн паттăр. Ыратнине чăтма
пултаратăн. Паянхи санăн
юлташ-çĕр улми. Унăн хăвачĕпе усă курса эсĕ кĕçех утма çеç мар сиккелеме те пуçлăн.
Марук: Выляма та тухма пултаратăп-и?
Амăшĕ: Паллах.
Ģав вăхăтра шăхăрнă сасă
илтĕнет.
Иккĕмĕш
курăну
Миша: Ачасем,Марук та выляма
килет.
Марук: Мĕнле
вылятăр? Эп те сирĕнпе вылятăп.
Лена: Эпир пытанмалла вылярăмăр ĕнтĕ. Халĕ ман тытмалла выляс килет.
|