Миша: Тихи те пĕрлех-и?
Марук: Пĕрлех,ак тихипе лаши кĕçенсе тăраççĕ. Ачасем,Хветĕр пичче кунталла килет.
Миша: Вăл халапсем ăста юптарать.
Марук: Тен,мĕн те пулсан пире те каласа парать.
Хветĕр пичче
кĕрет. Ачасем çавăрса илеççĕ.
Хветĕр пичче: Аван-и,шĕвĕрккесем.
Ачасем: Аван.
Хветĕр пичче: Мĕнле вылятăр-ха?
Марук: Кăшманла.(васкаса )
Хветĕр пичче,сирĕн тихи лашинчен мĕнле тăрса
юлмасть? Сирĕн хыççăнах пырать. Вăл
хăйĕн амăшне
паллать-им?
Хветĕр пичче:(ăшшăн кулкаласа)
Паллать пулмасăр. Лашасем те çынсем пекех хăйсен амăшĕсемсĕр
питĕ хытă
тунсăхлаççĕ.
Нихăçан та тăрса
юлмаççĕ,тăрса юлсан та килех таврăнаççĕ. (Кăшт тăхтаса.) Эсир кĕнеке вулама
юрататăр-и-ха???
Миша:(пăшăрханса) Эпĕ
вулама пĕлместĕп.
Ленук: Эпĕ кăçал шкула
каятăп та манна
учитель вулама çеç маар,юмах та çырма вĕрентет,çăлтăр ячĕсемпе те паллаштарать.
Марук: Мана асанне вулама вĕрентме пуçланăччĕ. Халĕ вăл
пирĕнпе пурăнмасть те манна вĕрентекен çук. Ман питĕ-питĕ шкула
каяс килет.
Хветĕр пичче: Сирĕн,çамрăксен,вĕренме
тăрăшмаллах. Пирĕн
пуласлăх сирĕнтен килет.
Марук: Пирĕн
асанне:»Вĕренни йăтса çярес çĕклем мар,»- тетчĕ.
Хветĕр пичче: Тĕрĕс каланă асання.
Ǎслă
хĕр арăмччĕ.
Шел, пурнăçĕнче телей кураймарĕ.
Марук: Хветĕр пичче,манăн
асанне пирĕнтен ăçта уйрăлса кайнă? Пĕлместĕр-и? Хветĕр
пичче: Мялти патшалăха.
Марук: Вăл ăçта вырнаçнă?
Манăн та унта каяс килет.
Хветĕр пичче: Э-э,хĕрĕм. Эсĕ
унта ан васка.Мамрăк-ха эсĕ.
Унта пирĕн пек ватă
çынсене çеç кĕртеççĕ. Асання сана вара ав
çялтен пăхать.
Марук: Вăл ман пата
анаять-и???
Хветĕр пичче: Тĕлĕкре.
Марук: Апла эп паян чăнласах тĕлĕк курнă.
Анне каллех тĕрĕс каларĕ. Ǎçтан вăл веçех пĕлет.
Хветĕр пичче пăрăнса утать.
Марук: Тиха авă,хăй тĕллĕнех çярет. Лайăх ĕнтĕ ăна,Тарас килсен тарма пултарать… Ман анне вара манпа
яланах çепĕççĕн калаçать,нихăçан та вăрçмасть. Пĕрре хытă вăрçасчĕ те,манăн
та килтен тухса кайма сăлтав пулатчĕ.
Света: Хветĕр пичче,пирĕнпе япала илмелле вылятăр-и?
Хветĕр пичче: Э-э .Эсир выльăрах.
Эпĕ килелле уттарам-ха.
Марук: Эпĕ те вылятăп.
Эсир мĕнле вылятăр?
Света: Япала илмелле.
Ленук: Эпĕ ертсе пыраканни пулатăп.
Ачасем :Сывă пулăр,Хветĕр пичче.
Хĕрачасемпе арçын
ачасем,алран-алă тытăнса карталанса тăраççĕ.Ленук карта варрине тухать
те вылякансенчен пуринчен те пĕрер япала пуçтарать.Япала пуçтарнă вăхăтра сăвă калаççĕ:
Ачасем:(пурте пĕрле) Кăлтăр-кăлтăр!Шăк-шак!
Ак
урапа,ак лаша,
Ак япали
лав туллии.
Санюк пачĕ пиçиххи,
Верук
пачĕ тутăрне,
|