Миша: Ман-мулкачла!
Марук:(ачасене
пÿлсе) Атьăр кăшманла выляр.
Миша: Атьăр выляр!
Света: Юрĕ,анчах та эпĕ кăшман пулатăп!
Лена: Эп кăшман пăхаканни.
Ачасем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: Саша ,Марук, Света-кăшмансем, Ленук, Миша-кăшман пăхакансем.Кăшмансенчен чи вăйли тĕпе
ларать,ыттисем ун умне,пĕри теприн чĕрçийĕ çине ларса тухаççĕ,пĕрне-пĕри пилĕкрен
хытă
ыталаса тытаççĕ.
Марук,Света:(юрласа)
Каш-каш çил кашлать,
Каш-каш çил кашлать,
Ир те пулать,каç та пулать,
Пире çаплах шăвармаççĕ.
Мишăпа Лена кăшмансене килсе шăварам пек туса каяççĕ.
Марук,Света:(малалла
юрласа)
Каш-каш çил кашлать,
Каш-каш çил
кашлать,
Ир те пулать,каçта пулать,
Пире килсе çумламаççĕ.
Марук,Света:(тата
юрласа)
Кăш-кăш,кăш-кăшман,
Ир те пулать,каç та пулать,
Ģу та пулать,каç та пулать,
Пире çаплах кăлармаççĕ.
Кăш-кăш,кăш-кăшман,
Сывлăм та якеть,тăм
та якеть,
Пире çплах кăлармаççĕ.
Миша,Лена:(юрласа килеççĕ)
Кăш-кăш кăшман вăрри,
Кăш-кăш кăшман вăрри,
Ир те пулать,каç та пулать,
Пĕр
кăшманне кăларса çиес!
Марук,Света:(юрласа)
Кăш-кăш кăшман вăрри,
Кăш-кăш кăшман вăрри,
Ир пулсан,каç пулсан та,
Эсир пире кăларас çук!
Миша,Лена:(юрласа) Кăш-кăш,кăшман вăрри,
Кăш-кăш,кăшман вăрри,
Ир те пулать,тăм та якет,
Эпир çавах кăларатпăр!
Мишăпа Лена ыталанса ларнă ачасене пĕрерĕн-пĕрерĕн туртса тăратаççĕ.Ачасем шавлаççĕ.
Света: Интереслĕ пулчĕ .Эсир пире тярех туртса та тăратаймарăр.
Миша: Малтан-и,кайран-и. Чи кирли-туртса кăлартăмăр кăлартăмăрах.
Марук тĕмеске çине хăпарса тăрать
.
Марук: Ачасем,Хветĕр пичче уйран утă турттарса килчĕ.
|