Кĕçнерникун, 07.11.2024, 02:24
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 396-400
Страницăсем: « 1 2 ... 78 79 80 81 82 ... 107 108 »

Эпĕ хамăн Трак ене
Питĕ юрататăп.
Пулăшап ват çынсене,
Йывăçсем лартатăп.

Çыннисем пирĕн енче
Туслă пурăнаççĕ.
Паллашаççĕ çамрăксем –
Туйсем те пулаççĕ.

Пирĕн енчи пĕвесем
Çутă та илемлĕ.
Шывра ишекен атьсем
Питĕ те телейлĕ.

Юнашарти вăрмана
Час-часах каятпăр.
Кăмпа, çырла, мăйăр та
Татса таврăнатпăр.

Хам çуралнă вырăна
Питĕ юрататăп.
Уяв ячĕпе ăна
Ăшшăн саламлатăп.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 345 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Юратнă районăм, савса саламлатăп
75 çул тултарнă ятпа.
Санпа мухтанатăп та мăнаçланатăп,
Эс маншăн хакли – ĕçÿпе, сăнупа.

Ялсем, вăрмансем, уй-хирсем те çулсем,
Шывсем, çарансем, çырма-çатрасем,
Пĕвесем, кÿлĕсем, садсем те çуртсем –
Йăлтах ку пуянлăх, ку манăн Трак ен.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 381 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Пурăнатăп салара,
Вăл хитре, илемлĕ.
Аслă чаплă урамра
Çурчĕсем те çÿллĕ.

Ярăнатăп йĕлтĕрпе –
Вăрманта пит лайăх.
Ярăнатăп конькипе –
Яп-яка пăр çийĕ.

Эс татах та хитрелен,
Кунсерен ÿссе пыр.
Хăватлан та пуянлан,
Пурне те телей кÿр.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 335 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)


Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 383 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Шетмĕ шывĕ хĕрринче
Ялăм сарăлса ларать.
Унăн тепĕр енĕнче
Вăрман кашласа ларать.

Çĕнелсех пырать ман ял,
Хăпараççĕ çурчĕсем,
Пурăнаççĕ çыннисем –
Пĕри тепринчен пуян.

Хамăр ял çине пăхсан
Мухтанмалăх пур çав ман:
Кунсерен ÿссе пырать,
Таса, хитре курăнать.

Тикĕс шăвать пурăнăç –
Çитĕнÿ те савăнăç:
Пĕрин çемье хушăнать,
Тепри çĕн пÿрте куçать.

Килĕшет мана ялта:
Уçă сывлăш, шăплăх та,
Тăвансем, туссем кунта,
Çывăх юлташсем – шкулта.

Юрататăп ялăма,
Ыр сунатăп ялăма.
Чечеклентĕр яланах,
Чунтанах ăна тавах.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 391 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 11.04.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz