Юнкун, 06.11.2024, 10:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 476-480
Страницăсем: « 1 2 ... 94 95 96 97 98 ... 107 108 »

Чечексене юратăр,
Юратăр та ан татăр.
Куçпа пăхса киленĕр,
Татса илме именĕр.
Шăпкан та çепĕç çеçпĕл,-
Хисеплемешкĕн çеç пĕл,-
Ģаран çиçсе çуталĕ,
Вăрман- куçа ыталĕ.
Чечек – кунçул илемĕ,
Чечек – телей хĕлхемĕ,
Вунçиччĕри тасалăх,
Асран кайми ачалăх.
Сăнра хĕвеллĕ кулă
Чечек пулсассăн пулĕ.
Чечексене юратăр,
Юратăр та ан татăр.
Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 366 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Мĕн – ма пи! Кайса эс çĕклентĕн, хăваçăм,
Илемлĕх кÿрсе юханшыв çыранне.
Халь ĕнте куç хывнă сана ват ăстаçă,
Лăппа эс вырнаçăн çитсен кĕркунне.

Мĕн-ма кăн-кăвак çеске çуртăн, сиренĕм,
Шерпер пиллесе иксĕлми таврана.
Алли тăсăлать халь кашни çулçÿренĕн,
Парнелĕх татасшăн хăть пĕр сапакна.

Мĕн-ма , улмуççи, çав тĕрлех çимĕç çакрăн?
Ыр ят илтес терĕн пуль эс хуçунтан.
Халь ак чĕтресе çеç ларан, шалкăм çапнăн,
Кашни туратту хуçăлать çурмаран.

Мĕн-ма васкаса пĕве çитрĕн , чиперĕм,
Вутпах çунтаратăн вуншар яш чуна.
Туй кĕтнĕн çиçет ав, асамлăх кĕперĕ.
Туйсам, кÿршĕрех эп, уçсам кантăкна

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 397 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ыталаса илес пек ырлăха
Кĕретĕп васкаса юманлăха.

Турат çинче хĕвел çăмхи – пакша,
Ģил-юрăç çеммипе иллет ташша.

Ģунатсăрах вăр-вар вăл мĕнешкел,
Ģăварĕнче юман парни – йĕкел.

Кĕç ларчĕ майлашса турат çине,
Пуçларĕ астивме кучченеçне.

Те именсе, те сисĕм хушнипе
Манран хупланчĕ кăпăш хÿрипе.

-Ан тинкерсем, чун çук куç ÿкесрен.
Пуш йĕкелпе перет мана çÿлтен.

Тĕнче пĕр мар, пул сыхлăхлă ялан,
Эс пур та – кăмăллă кăтра вăрман.

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 446 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Кăрлач сивви. Вăш çиллĕ ир.
Хĕвелĕн пĕтнĕ тем хĕрÿлĕх.
Уй анлăшĕ- шап-шур кавир-
Куç умĕнче выртать чĕнÿллĕн.

Саватă хĕл тасалăхне.
Пÿртре ларсан часах мăкланăн.
Хир урлă кăпăш юр çине
Хыватăп мăшăр йĕр пит танлăн.

Йăваш çилпе пĕр тупăшса,
Пĕр ăмăртса вăя виçетĕп.
Хăватăма туйса, шанса
Вăрман хĕрне çитсе ÿкетĕп.

Хитре те иксĕлми тĕнче.
Ырра эс ырăпа саплатăн.
Яштак хырсен ытамĕнче
Чуна эмелсĕр сывататăн.

Ģул каялла, таçта та кĕрт.
Ирхи йĕре тупаймăп халĕ.
Пурнăçăмра эп хывнă йĕр
Нивушлĕ хыçранах çухалĕ?

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 376 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 23.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Таврари вӑрмансем, уй-хирсем, Шетмӗ шывӗ, 
Янратать ҫут тӗмче сан ҫинчен ҫӗнӗ кӗвӗ. 
Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красноармейски, 
Санран ҫывӑх ҫӗр-шыв эпир урӑх пӗлместпӗр. 

Хутлӑ-хутлӑ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ мӑнаҫлӑн, 
Сарлака урамсем хулари пек выртаҫҫӗ.
Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красноармейски, 
Санран ырӑ ҫӗршыв эпир урӑх пӗлместпӗр.

Трак енчи ҫынсене тӑрӑшуллӑ тееҫҫӗ, 
Ӗҫлеме, вӗренме, савӑнма та пӗлеҫҫӗ. 
Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красмоармейски, 
Санран лайӑх ҫӗр-шыв эпир урӑх пӗлместпӗр.


Юрий Шепилов юррисем | Миçе çын пăхнă: 597 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 17.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz