Мĕн – ма пи! Кайса эс çĕклентĕн, хăваçăм, Илемлĕх кÿрсе юханшыв çыранне. Халь ĕнте куç хывнă сана ват ăстаçă, Лăппа эс вырнаçăн çитсен кĕркунне. Мĕн-ма кăн-кăвак çеске çуртăн, сиренĕм, Шерпер пиллесе иксĕлми таврана. Алли тăсăлать халь кашни çулçÿренĕн, Парнелĕх татасшăн хăть пĕр сапакна. Мĕн-ма , улмуççи, çав тĕрлех çимĕç çакрăн? Ыр ят илтес терĕн пуль эс хуçунтан. Халь ак чĕтресе çеç ларан, шалкăм çапнăн, Кашни туратту хуçăлать çурмаран. Мĕн-ма васкаса пĕве çитрĕн , чиперĕм, Вутпах çунтаратăн вуншар яш чуна. Туй кĕтнĕн çиçет ав, асамлăх кĕперĕ. Туйсам, кÿршĕрех эп, уçсам кантăкна
|