Чĕпĕтет кăрлач, хуçа пуласшăн Тулăх сурхури кĕрекинче. Пĕр тĕпренчĕк çеç апат тупасшăн, Кăсăя ташлать пÿрт умĕнче. Ал лаппи çине хуратăп çăкăр, Илĕртсе илемлĕ кайăка. Пурăнăç нихçан та пулмĕ çăмăл,- Хăналанччĕ, юлмăп эп çука. Шанăçа тÿрре кăларчĕ кайăк, Ютшăнмарĕ кучченеçĕмрен. Пĕчĕк çеç самант, Халь кăмăл лайăх. Ģынлăха упрар мĕн виличчен.
Тутанăр, киленĕр, ыр курăр, Сыватăр ĕшеннĕ чуна. Юхать валак тăрăх çăлкуçĕ Сипетлĕх парса таврана. Атте, асатте те тутаннă Ун сиплĕ шывне ĕмĕртен. Черечĕ мана юлнăран-ши, Ģÿретĕп кунта кунсерен. Тути! Шерпетне улăштармăп. Ун тĕсĕ хĕвел пек таса. Ģынпа пулнăран пархатарлă Хăвачĕ тăрать хушăнса.