Юнкун, 27.11.2024, 23:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 481-485
Страницăсем: « 1 2 ... 95 96 97 98 99 ... 107 108 »

Мӑнаҫлӑн юхать сарлака, тулӑх Атӑл. 
Хумсем илсе килнĕ салам инҫетрен. 
Вуншар халӑхпа ӗмӗр туслӑ пурнатӑн, 
Эс туслӑх Ҫӗршывӗ, Тӑван Чӑваш ен.

Ӗҫчен халӑха ҫӗн кунпа саламланӑн 
Тухать йӑлкӑшса сар хӗвел ирсерен.
Таса тӳпери ҫут хӗвел пек ҫунатӑн 
Телейлӗ кунҫулшӑн, Тӑван Чӑваш ен.

Садсем ҫурӑлсан янӑрать уҫӑ саслӑн 
Маттур ҫамрӑксен юррисем шуҫӑмччен.
Ҫӗр-пин юрӑпа кӑмӑла йӑлататӑн,
Эс хӑв ҫепӗҫ юрӑ, Тӑван Чӑваш ен.

Инҫет ҫӗрсене эп ҫитсе курнӑҫемӗн 
Вӗри чунӑмпа туйса илтӗм хитрен, 
Ҫуралнӑ Ҫӗршыв, эсӗ пурнӑҫ илемӗ,
Санпах ӗмӗр пулӑп, Тӑван Чӑваш ен.


Юрий Шепилов юррисем | Миçе çын пăхнă: 727 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 17.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Хаклӑран та хаклӑ эс, аннеҫӗм, 
Халӗ эп инҫе-инҫе санран.
Тунсӑхлать, ҫунать вӗри чӗреҫӗм: 
Куҫа-куҫӑн тӗл пуласчӗ ман. 
   
Юнашар манпа ялан тӑратӑн.
Куҫ умне тухать йӑваш куллу.
Ырлӑх-сывлӑх та телей сунатӑи, 
Асăмрах тӑрать сан ҫут сӑну.

Çырупа çеç çыхăну тытатăн – 
Ҫепӗҫ сӑмахсем чӗрӳ тулли.
Пурнӑҫра хӑват парса тӑратӑн –
Нимӗн те шел мар хӗрӳ валли.

Тусӑмсем! Ак мӗн сире калатӑп:
Аннӗре ан манӑр нихӑҫаи.
Юратма та упрама ыйтатӑп:
Пурнӑҫ .лайӑх, аннесем пулсан!


Юрий Шепилов юррисем | Миçе çын пăхнă: 707 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 17.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

  Вăрçă тени пулмасть-çке çухатусăр, 
  Вилнисене йĕрлевçĕсем шыраççĕ…
  Таврăннисем те: е чăлах, е сусăр – 
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

  Сыв юлнисем те халь хĕрÿ хевтесĕр,
  Вăй-халĕсем кунсеренех ыраççĕ…
  Пур пеккине ялан хисеплĕр эсĕр – 
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

  Уяв çитсен, вĕсем çавах хаваслă,
  Ват салтаксем те сухалне хыраççĕ…
  Вĕсен сăмахĕ пирĕншĕн чăн аслă – 
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
 
  Тепре чухне аса килет-ши яшлăх;
  Вăййа тухма çĕн çăпата сыраççĕ…
  Анчах хăйĕн ĕçнех тăвать-мĕн ватлăх – 
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

  Пуçран тухмасть пуль ĕлĕкхи ĕçченлĕх:
  Кирлех пулсан – каллех тырă выраççĕ…
  Питех те шел, нумайăшĕн пĕчченлĕх,
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.

  Манса пĕрин ятне те ан хăварăр,
  Вĕсем çинчен ĕмĕрĕпех çыраççĕ…
  Кирек хăçан çул парăр, вырăн парăр –
  Ветерансем сахаллансах пыраççĕ.
 
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 424 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Вăрçă асапне кашниех пĕлет,
  Вăл – кашни этем чунĕнче…
  Ветерансене саламлас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

  Вăрçă тенине кашниех сивлет,
  Вăл – кашни ăру юнĕнче…
  Ветерансене ыталас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

  Паттăрсен ĕçне халăх ас илет,
  Ячĕсем – чĕре çумĕнче…
  Ветерансене юратас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

  Пирĕншĕн пĕрмай пултăрччĕ тивлет,
  Пурăнар-ха çын шутĕнче…
  Ветерансене тав тăвас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!
   
  Шанчăк юлашки самантра вилет,
  Хаклă пирĕншĕн çутă тĕнче…
  Ветерансемпе савăнас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

  Çĕршыв яланах телейне пиллет,
  Парăмлă – вĕсен умĕнче…
  Ветерансемпе мухтанас килет
  Аслă Çĕнтерÿ кунĕнче!

Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 456 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 19.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ешĕл улăхăн илемĕ
Капăр тумлă чечексем.
Татăттăм,- сире иленнĕ
Сывлăм пĕрчисем.

Ģăлтăр евĕр çуталатăр
Куçăмран сапса хĕлхем.
Чĕрĕлĕх шывне сапатăр,
Сывлăм пĕрчисем.

Сирĕнтен хитри мĕн пур-ши?
Аллăма сире илем.
Сирĕнтен таси мĕн пур-ши?
Сывлăм пĕрчисем.

Леонид Антонов пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 442 | Кам хушнă: Светлана | Хăçан: 14.08.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz