Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас
Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх
Чечексене юратăр, Юратăр та ан татăр. Куçпа пăхса киленĕр, Татса илме именĕр. Шăпкан та çепĕç çеçпĕл,- Хисеплемешкĕн çеç пĕл,- Ģаран çиçсе çуталĕ, Вăрман- куçа ыталĕ. Чечек – кунçул илемĕ, Чечек – телей хĕлхемĕ, Вунçиччĕри тасалăх, Асран кайми ачалăх. Сăнра хĕвеллĕ кулă Чечек пулсассăн пулĕ. Чечексене юратăр, Юратăр та ан татăр.