Шăнкăрч тусăм килмелле,
Ăсталарăм эп вĕлле.
Улăхрăм тирек çине,
Ģакрăм сар хĕвел питне.
Умĕнче хунав турат,
Шăнкăрч ун çиче ларать.
Лăпкăн çеç çунат сулса
Юрă юрлĕ тав туса.
Шыв юхать , кĕрлет апрель.
Ман вĕлле пушах-ха , шел.
Пулчĕ кăлăхах кĕтни,
Кайрĕ харама шанни.
Сар хĕвеллĕ ирхине
Пăхрăм эп вĕлле çине.
Умĕнче ĕçчен çерçи
Сиккелет, шавлать чим-чим!
Эп хавас, çерçи те кайăк.
Пурăнах, манран çук айăп.