Таврари вӑрмансем, уй-хирсем, Шетмӗ шывӗ, Янратать ҫут тӗмче сан ҫинчен ҫӗнӗ кӗвӗ. Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красноармейски, Санран ҫывӑх ҫӗр-шыв эпир урӑх пӗлместпӗр.
Хутлӑ-хутлӑ ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ мӑнаҫлӑн, Сарлака урамсем хулари пек выртаҫҫӗ. Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красноармейски, Санран ырӑ ҫӗршыв эпир урӑх пӗлместпӗр.
Трак енчи ҫынсене тӑрӑшуллӑ тееҫҫӗ, Ӗҫлеме, вӗренме, савӑнма та пӗлеҫҫӗ. Эс ешер, чечеклен савнӑ ял, Красмоармейски, Санран лайӑх ҫӗр-шыв эпир урӑх пӗлместпӗр.
|