Ыталаса илес пек ырлăха Кĕретĕп васкаса юманлăха. Турат çинче хĕвел çăмхи – пакша, Ģил-юрăç çеммипе иллет ташша. Ģунатсăрах вăр-вар вăл мĕнешкел, Ģăварĕнче юман парни – йĕкел. Кĕç ларчĕ майлашса турат çине, Пуçларĕ астивме кучченеçне. Те именсе, те сисĕм хушнипе Манран хупланчĕ кăпăш хÿрипе. -Ан тинкерсем, чун çук куç ÿкесрен. Пуш йĕкелпе перет мана çÿлтен. Тĕнче пĕр мар, пул сыхлăхлă ялан, Эс пур та – кăмăллă кăтра вăрман.
|