Красноармейски - çуралнă кĕтес,
Чĕререн савăнатăп санпа.
Сан пекки эпĕ урăх пĕлмес -
Улăштармăп сана никампа.
Эс мана кун çути парнелен,
Малалла талпăнма та хистен...
Тÿрĕ чунлă пулма вĕрентен
Ăраскаллă пулма та пиллен.
Савнă çĕрĕн кăçал юбилей -
75 çулпа саламлар!
Ăна пурте сунар çут телей -
Манăçми сăмахсем халаллар:
Сывă пулччăр çĕнелнĕ ялсем,
Туслăха упракан ыр çынсем
Авалтан ÿсекен вăрмансем,
Тыр-пулпа ешерен уй-хирсем...
Савнă ен, ман калассăм килет,
Ĕçÿсем сан пур хак пама!
Çыннусен ялан пултăр хисеп,
Вĕсемпе эс пултар мухтанма.