Юнкун, 06.11.2024, 16:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 451-455
Страницăсем: « 1 2 ... 89 90 91 92 93 ... 107 108 »

Хӗрарӑмсем кунтӑк ҫакса
Акнӑ тырра ҫуран утса.
Пухнӑ ӑна алпа вырса,
Юлман пучах уйра выртса.

Йӗтем ҫинчен ҫерем касма,
Каяттӑмӑр ҫӗр-шыв типсен.
Уйра тыр-пул пулса ҫитсен,
Лавпа пуҫланӑ турттарма.

Йĕтем çине кĕлте пырсан,
Ăна хуратчĕç капана.
Туса пыма арҫын ӗҫне,
Ҫӑмӑл пулман ачасене.

Кайнӑ вӑрҫа вӑй питтисем,
Капан тӑватчӗҫ мучисем.
Сӗлӗ, ыраш, тулӑ капань,
— Пӗрре кӑна кунта пулман.

Кӗтӳ кайсассӑн ирхине,
Тухнӑ ял-йыш йӗтем ҫине.
Ҫаппуҫҫипе авӑн ҫапма,
Вӑхӑт пулман ача пӑхма.

Капан ҫинчи кӗлтесене,
Илсе хуратчӗҫ ҫӗр ҫине.
Вӑй-хал хурса ҫаппуҫҫипе,
Ҫапатчӗҫ авӑн кунӗпе.

Хӑшсем вара тӗшӗ тырра,
Хунӑ хӗвел питне сарса.
Кун тӑршшинче типсе ҫитсен,
Кӗнӗ пухса шырлӑх айне.

Варкӑш ҫилпе сӑвӑрттарса,
Тасатнӑ тырӑ имҫамран.
Ҫавра ала ҫине ярса,
Кӑларнӑ тырӑ тасатса.

Ҫав пурнӑҫа аса илсен,
Эп тӗлӗнетӗп вӗсенчен. 
Епле ҫитернӗ вӑй-халне?!
Ӳстернӗ вӗт ачисене!

Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 414 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Эх, илемлӗ курӑнатчӗҫ 
Тӑван ял урамӗсем.
Ҫуркунне шап-шур ларатчӗҫ,
Пахчари улмуҫҫисем.

Урамри ем-ешӗл курӑк,
Ҫаран евӗр курӑнать.
Вӑйӑра мӗн чухлӗ ҫамрӑк?..
Юмахри пек туйанать.

Ҫурӑлсан ҫӗмӗрт ҫеҫкийӗ,
Вӑййа тухнӑ пикесем.  
Ян! кайсан "Урам ҫеммийӗ",
Пухӑннӑ яш-кӗрӗмсем!

Йӑлтӑр-йӑлтӑр Шетмӗ шывӗ:
—Шӑнкӑр-шӑнкӑр сас парать.
Вӑйӑри илемлӗ шавӗ,
Чунӑма савӑнтарать.

Вӑйӑ картине тӑрсассӑн, 
Савнине алран тытса.
Эх, ташлаттӑмӑр хавассӑн!  
Харӑссӑн ура тапса.

Купӑсне алран ямастчӗ,
Шур Картиш каччи—Кирилл.
Вӑйӑра ташлаттаратчӗ,
Ҫаврӑнаттӑмӑр "Кадриль".

Яланах пӗрле ташланӑ,
Юратса ялти хӗрне!  
Вӑй хурса ӗçре тарланӑ, 
Канӑҫа пĕлмен чӗре!

Ленька, Саньккӑ, Ваҫкӑ, Куҫкӑ,
Пулнӑ манӑн тантӑшсем.
Халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫуккӑ,
Асӑмра ялан вӗсем.
Гурий Дубров пултарулăхĕ | Миçе çын пăхнă: 518 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.01.2010 | Рейтинг: 4.0/1 | Комментарисем (0)

Упи ялӗ — ман ҫуралнӑ ялӑм, 
Ҫак кӗтес — юратнӑ вырӑн ман. 
Унпала тек ҫӗкленет вӑй-халӑм, 
Ун патнех чӗре туртать ялан.

Уйрӑмах ҫулла илемлӗ эсӗ —
Йывӑҫсем сип-симӗс ларнӑ чух. 
Вӑлтапа Ҫавал хӗрне ҫитсессӗн... 
Пуллисем выляҫ — ытарма ҫук!

Инҫех мар вӑрманӗ — савӑнмалӑх. 
Чӑрӑшсем, хырсем темӗн чухлех... 
Сывлама унта питех те лайӑх, 
Калӑн эс: рая лекнӗ! тесех.

Упи ен — районӑн пӗр кӗтесӗ, 
Ӳстеретӗн ӑслӑ ҫынсене... 
Кунта пур писателĕ, поэчӗ — 
Чӑвашра пӗлеҫҫӗ вӗсене.

Саламлатпӑр района эпир те — 
Ҫитмӗл пилӗк ҫул ҫитнӗ ятпа. 
Сӑвӑсем ҫыратпӑр каҫ та, ир те, 
Туслашас тесе — райхаҫатпа.


Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 432 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 13.01.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Ак чĕрĕлет тавралăх, 
симĕсленет вăрман.
Татах куçать ачалăх
аяккарах манран.

Юрлать-ха асăнмалăх
ĕнер, паян, ыран.
Сăрт хыçĕнчи йăмралăх
хăв асунта тытсан.

Куçăм тулли пуянлăх
çуралнă ялăмра.
Пур та çав мухтанмалăх
юратнă вырăнпа.

Тулать, тулать тавралăх
янравлă юрăпа.
Савăнтарать тавралăх
чыслă, ĕçчен çынпа.

Аса илсемччĕ, тусăм,
çуралнă вырăна!
Час-час пулсамччĕ,тусăм,
тăван килте-çуртра.

Хлебнова Наталия
  Карайри вăтам шкул, 7-мĕш класс, 13 çулта 
  «Савнă тăван ен – Красноармейски» номинаци

Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 375 | Author: Ангелина | Кам хушнă: конкурс | Хăçан: 26.12.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Юр пĕрчийĕ çаврăнса:
Лăпкăн-лăпкăн ярăнса:
Çĕр çине вăл ÿкет.
Таврана илем кÿрет.

Шурă юр – хĕл палли:
Юр пĕрчи – ун парни.
Йăлтăркка та мерчен:
Ун кун-çулĕ черчен.

Вăйлă çил вĕрсен
Пин-пин юр пĕрчисем
Çавра çил ташшипе
Çаврăнаççĕ вĕсем.

Сар хĕвел йăл кулсан
Юр пĕрчи çутатать.
Ăшă кун пуçлансан
Шыв пулса çухалать.

Степанова Ольга
  Карайри вăтам шкул: 7-мĕш класс: 13 çулта 
  «Савнă тăван ен – Красноармейски» номинаци

Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 371 | Author: Ангелина | Кам хушнă: конкурс | Хăçан: 26.12.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz