Кам-ха ирхине тăрса Апат-çимĕç хатĕрлет?
Ăш ыйхăран вăратса
Пире апат çитерет?
Кам-ха пире юратса
Ачашласа ÿстерет?
Ырă тĕслĕх кăтартса
Хăй пек пулма вĕрентет?
Кам-ха пире саламлать
Уяв кунĕ ячĕпе?
Савăнсах парне парать –
Хитре çĕленĕ кĕпе?
Эпир лайăх вĕренсен
Камăн чунĕ савăнать?
«Пиллĕксем» илсе килсен
Камăн тути йăл кулать?
Пире çын тăвас тесе
Кам-ха пĕрмай кулянать?
Кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе
Ачисемшĕн тăрăшать?
Кам-ха пирĕнпе ялан
Чунне уçса калаçать?
Савăнăç-инкек пулсан –
Йăлтах çурмалла пайлать?
Ку вăл – чи-чи хаклă çын,
Ман юратнă, çывăх çын.
Ку вăл – чи хитре анне –
Ăна манмăп ĕмĕрне.
Сăвă авторĕ: Оксана Журавлева Номинаци: «Савнă тăван ен – Красноармейски» Шкул: "Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан иккĕмĕш вăтам шкулĕ" МВУ Класс: 7 Миçе çулта: 13 Ертÿçи: Михайлова Зинаида Петровна
|