Вырсарникун, 01.12.2024, 01:51
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Статьясем » Пирĕн пултарулăх

Пайра миçе материал: 538
Пурĕ миçе материал кăтартнă: 461-465
Страницăсем: « 1 2 ... 91 92 93 94 95 ... 107 108 »

"Ачасен пултарулăхĕ" литература конкурсĕн йĕрки
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 388 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (0)

Пурăн пĕртте чирлемесĕр, 
  Аннем. 
Ыррăн-сыввăн та таса,
  Аннем.
Ăраскал, хавал сунап сана,
  Аннем.
Ыр сунса, чунтан савса, 
  Аннем.

Пул ялан хавас та ырă эс, 
  Аннем.
Ан пĕлсем асап-нуша мĕнне,
  Аннем.
Чунпа пул эс ĕмĕр çамрăк,
  Аннем. 
Телейпе пĕрле çÿре ялан, 
  Аннем.

Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 535 | Author: Илларионов Стас | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Манăн анне – чи ырри:
Питĕ çемçе ун кулли.
Çĕр çинче вăл – хисепли, 
Чи пахи те чи хитри.

Юрататăп аннене, 
Унăн çепĕç кăмăлне.
Эпир унпала ялан
Пурăнатпăр пит аван.
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 590 | Author: Илларионов Стас | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Пултаруллă ман анне —
Хирĕçлесе кам калĕ:
Кунĕн-çĕрĕн вăл çырать,
Хăçан тульккăш хăй çыврать?

Ай, тур-тур, хитре-çке питĕ:
Сар хĕвел пек ун сăн пичĕ.
Ăсĕ уттинчен малта, 
Çавăнпах пĕлет йăлтах.

Кăмăлĕ ялан сар çу ун, 
Пур çынна—пуян е чухăн—
(Кашнинех вăл тыткăнлать)
Ăнланма-çке пултарать.

Тăван ял халь илемленчĕ,
Çĕнĕ çуртсемпе çĕкленчĕ.
Эх, асам кÿрет аннен
Пÿрт умĕнчи сад пахчи.

 
Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 408 | Author: Илларионов Стас | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 18.11.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

 1. Пĕтĕмĕшле йĕрке
 Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн правленийĕ йышăнăвĕпе тата район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн информаципе методика центрĕ çумĕнчи творчествăлла ĕçлекен чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен ушкăнĕн ĕç планĕпе килĕшÿллĕн Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ иртет.
2. Конкурс тĕллевĕсем
• Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине чыслăн паллă тăвасси; 
• Районти шкулсенче вĕренекен ачасен литература пултарулăхне аталантарасси; 
• Литература енне туртăнакан талантлă ачасене тупса палăртасси.
3. Конкурса хутшăнакансем
Конкурса хутшăнакансем Красноармейски районĕнчи шкулсенче 1-11 классенче вĕренекенсем тата хушма пĕлÿ паракан вĕрентÿ учрежденийĕсенчи ачасем пулаççĕ.
4. Конкурса йĕркелесе ирттересси тата пĕтĕмлетесси
  Конкурс Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн сайчĕ урлă иртет. Конкурс йĕркине çак страницăна вырнаçтарнă: http://nesterjankas.ucoz.ru/index/0-7 . Конкурса хутшăнаканăн чи малтан сайтра регистрациленмелле, ун хыççăн пултарулăх материалĕсене çак страницăна вырнаçтармалла: http://nesterjankas.ucoz.ru/publ/achasen_pultarulakh_konkurse/13 . 
  4.1. Конкурс çак номинацисемпе иртет:
  1) «Савнă тăван ен – Красноармейски»: Красноармейски районне туса хунăранпа 75 çул çитнине халалланă сăвăсен, тĕрленчĕксен, калавсен, очерксен тата драма жанрĕпе çырнă хайлавсен конкурсĕ;  
  2) «Поэтсем вилсессĕн те вилмеççĕ…»: Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă сăвăсен, тĕрленчĕксен, калавсен, очерксен тата драма жанрĕпе çырнă хайлавсен конкурсĕ. 
  4.2. Конкурс ĕçĕсене хатĕрлемелли йĕрке 
  - Хайлавсем конкурс тематикине тивĕçтермелле;
  - Конкурс материалĕсене Times New Roman шрифтпа (чăвашла) çапмалла. Чăвашла шрифтпа çапакан программăна çакăнтан уçласа илмелле: http://chuvsite.ucoz.ru/load/1-1-0-4 
  - Конкурс ĕçĕн умне хăш номинацине хутшăннине палăртса çырмалла;
  - Конкурс ĕçĕн айне ачан ятне тата хушаматне, вăл хăш шкултан пулнине кăтартса çырмалла.
  4.3. Конкурс ĕçĕсене хакласси
  Конкурс ĕçĕсене хакламашкăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх жюри йĕркелет. Унта литература пултарулăхĕнче палăрнă ентешсене кĕртеççĕ. Жюри пултарулăх ĕçĕсем конкурс ыйтнине тивĕçтерекен, литература нормисемпе меслетлĕхĕсене тÿр килекен ĕçсене кăна пăхса тухать.
 4.4. Конкурс ĕçĕсене «Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх» сайтăн «Ачасен пултарулăх конкурсĕ» страницăна (http://nesterjankas.ucoz.ru/publ/achasen_pultarulakh_konkurse/13) 2009 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа раштавăн 30-мĕшĕччен вырнаçтармалла.
 4.5. Конкурса 2010 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕччен пĕтĕмлетеççĕ. Конкурс çĕнтерÿçисене Нестер Янкас пĕрлĕхĕн 20 çулхи юбилей уявĕнче е Нестер Янкас ячĕллĕ премие тивĕçнĕ пултаруллă ентешсене халалланă каçра чыслаççĕ.

Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Миçе çын пăхнă: 395 | Кам хушнă: mixaj_58 | Хăçан: 14.11.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz