Ытларикун, 26.11.2024, 11:40
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Ачасен пултарулăх конкурсĕ

Юратнă кукамай (Ачасен пултарулăх конкурсĕ)
«Ватă çын – тăватă çын»:- теççĕ халăхра. çав тери ăслă каланă шухăш. Эпĕ те çак шăхăшпа килĕшетĕп. Ватă çынсем епле ăслă: ырă кăмăллă: чăтăмлă пулнинчен тĕлĕнетĕп. 
Манăн юратнă кукамай пур. Халĕ вăл Тусай ялĕнче пурăнать. Ăна Алексеева Зоя Васильевна тесе чĕнеççĕ. Хăй Мăн Шетмĕ тăрăхĕнче ÿссе çитĕннĕ. Ваçли Семенч йăхĕнчен тесен таврара пурте пĕлнĕ. Кукамайăн ашшĕ нумай хушă колхоза ертсе пынă. çичĕ ачаллă çемьере çитĕннĕскер: пĕчĕкренех ĕç патне кÿлĕннĕ. Аслисем пĕрин хыççăн тепри килтен туха-туха кайнă. Алла професси илме васканă. Ват кукамайăн пурне те тумалла пулнă. Кукамай пĕчĕкренех алсиш-чăлха çыхма маттур пулнă. Амăшĕ вара ăна хăйне пулăшакан та кирлĕ тесе малалла вĕренме яман. Ку самантсене кукамай куççуль витĕр аса илет. «Пурне те вĕрентме тăрăшрĕç: мана вара ал ĕçне ахаль те маттур тесе ямарĕç»:- тет.
 Кĕçех вăрçă пуçланать. Ытти хĕрсем пекех кукамай вăрман касма каять: торф кăларнă çĕре те çитет... «Урасем çĕр каçиччен типсе те ĕлкĕрейместчĕç. Пысăк бараксенче пурăннă май ытти япаласене те типĕтейместĕмĕр»:- тет ĕç ветеранĕ. Шăпах çавăн чухне урасене упрайманни паян та аса илтерет ăна. «Урасем ман час-часах çывăраççĕ. çавăнпа ытларах утма тăрăшатăп эпĕ»,- тет хăй. Вăрçă çулĕсенче вăл колхозра бригадирăн помощникĕ пулса та ĕçлет. Ун чухне кашни пучахшăн ответ тытма лекнĕ. Нимĕнле тырра та уя хăварман. Пултарулăхне: хастарлăхне кура кукамая вăрçă вăхăтĕнчи хастарлăхшăн медаль парса чыслаççĕ. 
 Ĕçчен хĕре куç хывакансем ялта та пулнă. Тусай каччи: Веня: ытларах килĕшнĕ пулас. Хăтана пырсан хĕр хирĕçлесе тăман. 18 çултах качча тухнă. Кукаçисен çемйи ытла тĕреклех пулман. Вăл ама çурипе ÿснĕ. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне пулăшас тесе темиçе çемье вĕлле хурчĕ те парать. çапла майĕпен майлаштарса пурăнаççĕ çамрăксем. Кукамай фермăра ĕçлеме пуçлать. Кукаçи тĕрлĕ ĕçре вăй хурать% бригадир та: сĕт турттаракан та... Майĕпен майлашăнса пурăнаççĕ. Вĕсем пилĕк ача çуратаççĕ. Кĕçех кукаçи: вăрçăра пулнăскер: чирлеме пуçлать. 1969 çулта: çĕнĕ çул каçхине: вилет. Пилĕк ачапа 37-ре тăлăха тăрса юлать кукамай. Пÿрчĕ те кĕç-вĕç йăтăнса анас пекех. Пĕринчен тепри вĕтĕ... Аслă ачи тăххăрмĕш класра вĕренет. Вăл ывăл ача пулнă: çавăнпа чул кăларма та: ытти йывăр ĕçсене те тума лекет. Ытти ачисем те май пур таран амăшне пулăшма тăрăшаççĕ. Кĕçĕнни вара: ман анне: пилĕк çулта кăна. «Мĕн чухлĕ куççуль юхман-ши: çĕрĕ-çĕрĕпе çывăраймастăм:- тет халь кукамай. - Пĕррехинче шкултан пычĕç. Ачусем ытла та вĕтĕ-çке. Хăшне-пĕрне интерната ярар пуль теççĕ. Хама çăкăр çитмесен те ачасене ниçта та салатмастăп. Кайран ман вĕсен куçĕнчен епле пăхмалла». çапла пулнă кукамайăн хуравĕ. Пĕр тĕпренчĕкне те ниçта та салатман. Усал чунлă çынсем те пулнă. Тĕрлĕ элек сарнă. Йывăр пулнă: куççульне çăтнă та малаллах талпăннă вăл. Пĕтĕм çурт-йĕр ун çинче тăрать. Мĕн чухлĕ тÿсĕмлĕх: вăй кирлĕ пулнă çак çулсенче кукамая. Вăл пуринчен ир тăрать: чи кайран çывăрма выртать. Ирех фермăна каятчен выльăх-чĕрлĕх патне тухать: апат пĕçерет: кĕпе çăвать. Пур ĕç патне те ĕлкĕрет ун алли. «Сентябрь уйăхĕ çитессинчен тата питĕ хăраттăм. Кашнинех шкула хатĕрлемелле. Ун чухне кĕнекисене те хамăрах илеттĕмĕр. Шкул форми те илсе памалла. Ачасене çĕтĕк çÿретмен. Шкултан паракан пулăшăва та ачасем хăйсемех илместчĕç. Пирĕн пурте çитет тенĕ шăпăрлансем. Вĕренÿре те нихăшĕ те намăс кăтартнине ас тумастăп. Вĕсем пулăшма тăрăшни: ăнланни вăй паратчĕ мана»:- тет 78-а çитнĕ кукамай. 
çапла вăл пурнăç шăпи. Тĕпренчĕкĕсем те пĕрин хыççăн тепри йăваран вĕçсе тухса каяççĕ. Паянхи куна виçĕ хĕрĕ фермăра ĕçлет. Вĕсенчен пĕри Тусай ялĕнче пурăнать: иккĕшĕ вара – Вологодски облаçĕнче. Аслă ывăлĕ хулара. Кĕçĕнни Упири вăтам шкулта ачасене çирĕм çул ытла пĕлÿ парать.
Ман кукамай таса та уçă чунлă çын. Анне те ăна яланах ырăпа аса илет. «çулталăк çурăна çитиччен сире кукаму пăхса тăрмашрĕ. Кашни ирех автобуспа килетчĕ. Халь пирĕн ăна пăхмалла»: - тет анне.
Кукамай маншăн чи çывăх çын. Унăн йăваш кăмăллă чĕри пире яланах ăнланать: йывăр вăхăтра йăпатма тăрăшать. çапла: чи хаклă çын вăл çĕр çинче... çавăншăн юрататăп эпĕ кукамая. ĕмĕр пурăн эсĕ!

калав авторĕ: Васильева Елена
Номинаци: «Савнă тăван ен – Красноармейски»
Шкул: "Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул"
Класс: 9
Миçе çулта: 15
Ертÿçи: Васильева Вера Вениаминовна

Категори: Ачасен пултарулăх конкурсĕ | Кам хушнă: dred (16.12.2009) | Автор: Васильева Елена
Миçе çын вуланă: 490 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 2
Хăнасем 2
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz