Красноармейски - çуралнă кĕтес,
Чĕререн савăнатăп санпа. Сан пекки эпĕ урăх пĕлмес -
Улăштармăп сана никампа. Эс мана кун çути парнелен, Малалла талпăнма та хистен... Тÿрĕ чунлă пулма вĕрентен Ăраскаллă пулма та пиллен. Савнă çĕрĕн кăçал юбилей - 75 çулпа саламлар! Ăна пурте сунар çут телей - Манăçми сăмахсем халаллар: Сывă пулччăр çĕнелнĕ ялсем,
Туслăха упракан ыр çынсем Авалтан ÿсекен вăрмансем,
Тыр-пулпа ешерен уй-хирсем... Савнă ен, ман калассăм килет, Ĕçÿсем сан пур хак пама! Çыннусен ялан пултăр хисеп, Вĕсемпе эс пултар мухтанма. Сăвă авторĕ: Фролов Савелий Номинаци: «Савнă тăван ен – Красноармейски» Шкул: "Упири пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул" Класс: 6 Миçе çулта: 12 Ертÿçи: Васильева Вера Вениаминовна
|